Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Петрова Оксана Модестовна
Петрова Оксана Модестовна
Паллах, шкулăн хальхи вăхăт уттипе тан пымалла. Çĕнĕ вĕрентÿ технологийĕсемпе компьютер, интернет ăнлавсем ун пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнмалла.
Ял шкулĕ вара хăйĕн тымарĕсенчен уйăрлса кайма пултараймасть. Шкулсăр пуçне кам ăнлантарса парĕ-ха ачана масмак мĕн иккенне, ăçта курĕ вăл ват аслашшĕпе-асламăш тăхăнакан чăваш кĕпине çĕлеме пир мĕнле тĕртнине.
Паянхи кун ачасен ашшĕ-амăшĕ те çак ыйтусем çине тÿрех хурав параймĕ. Апла пулсан, шкулсенче чăваш йăли-йĕркисемпе паллаштарса ăна сыхласа хăварассипе ĕçлени малти вырăнта пулмалла.
Вырăсланнă чăваш ачине тăван чĕлхепе тĕрĕс калаçма, ăна упрама вĕрентмелле. Эпĕ çакна хамăн ĕçре тĕпе хуратăп. Ачасене уроксем хыççăн та чăваш чĕлхи уçлăхĕ туса пама тăрăшмалла. Вĕсем чăваш хаçат-журналне, кĕнекине хистемесĕр вулама вĕренччĕр тесе класра пĕчĕк библиотека турăмăр. Унта ачасене валли çырнă чăвашла кĕнекесене вырнаçтартăмăр, «Тетте» журналпа «Тантăш» хаçата та çакăнтах пухса пыратпăр. (Вĕсене эпир класпа çырăнса илетпĕр). Ачасем хăйсем тĕллĕн çырма сĕмленнĕ сăвăсене вулав кĕтесĕнчи ятарлă тетрадье пухса пыратпăр.
Тăван тăрăха тухса çÿренине, тĕрлĕ вырăнсенче пулса курнине чи паха та пуян урок вырăнне хурса хакланă И Я. Яковлев. Çакăн пек экскурсинсенче вĕренекенсем çут çанталăка сăнама, ватăсемпе калаçма, тĕрлĕ пулăмсене ăнланма, пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхаççĕ.
Эпир ăс-хакăл, чун-чĕре, сывлăх енчен çирĕп чунлă граждансене çитĕнтерес тетпĕр пулсан ăрури çынсемсĕр çакна тăваймастпăр. Ĕлĕк чăвашсем хăйсен йăхĕнчи çынсене çиччĕмĕш сыпăк таран пĕлнĕ пулсан, халĕ те çак ырă йăлана тытса пырасчĕ. 1-мĕш класра вĕренекенсем хăй пирки, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕпе-асламăшĕ, кил-йышри çынсем çинчен каласа пама, 2-4 классенче вара проет ĕçĕсене çырма вăй çитереççĕ.«Паллашам-ха тĕплĕнрех эпĕ хампалла» проект çырчĕç. Кашни ача хăй çинчен ытларах тĕпчесе пĕлес тесе ума çакăн пек задачăсем лартрĕ: хай ят пĕлтерĕшне, кăмăл-туйăма тĕпчесси, юратнă япаласемпе кăмăлланă ĕçсем çинчен пĕлнине анлăлатасси, йăх несĕлне тĕпчесе хамăн вырăна тупасси, хам тĕпченине малашлăхра усă курасси. Çак задачăсене пурнăçлама ашшĕ-амăшĕсем сахал мар усăллă сĕнÿ пачĕç.
Вĕренекен хăй пурăнакан вырăна, çут çанталăк уйрăмлăхне, çуралнă ен историне аван пĕлтĕр тесе тăван енĕн кашни кĕтесне çитсе курма тăрăшмалла. Чăваш çынни пысăк ĕçсем вĕçленсен тĕрлĕ уяв ирттернĕ. Ватă асаттесемпе-асаннесен вăхăтĕнче ирттернĕ уявсене ачасем те юратсах хутшăнаççĕ. Çăварни, Сурхури, Мăн кун уявĕсене чăтăмсăрăн кĕтеççĕ, классем хушшинче тупăшса хатĕрленеççĕ. Аннесен уявне ирттерессине те йăлана кĕрте пуçларăмăр.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Тăван халăхăн пуян йăли-йĕркине асра тытса тăни çамрăк чунсене татах та пултаруллăрах, тăрăшуллăрах, чăваш пек ĕçчен, тарават, сăпайлă, ырă пулма хистет. Ачасем йăвашрах, илĕртÿллĕрех калаçма тăрăшаççĕ. Хăйсен пуплевĕнче ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе туллин усă курни тăвана, пĕлĕш-тантăша хисеплеме вĕрентсе пырать. Çавăнпа малашне те наци культурин никĕсне таянса тата тарăнрах, тĕплĕнрех ĕçлесе ачаран тăхăм-несĕле упрама, ăс-тăнлă чăваш пулма вĕрентесчĕ. Юман пĕтсен чăваш пĕтет, чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет теççĕ. Апла пулсан эпир пĕтекен халăх мар. Тăвалла пулсан та малалла!»
■ Петрова Оксана Модестовна.
Муркаш районĕнчи Турай шкулĕ
 
: 2842, Хаçат: 6 (6), Категори: Воспитани ыйтăвĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: