Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Тюрина Нина Михайловна
Тюрина Нина Михайловна
1.Умсǎмах.
 
Учитель…Пĕрремĕш вĕрентекен…Çак сăмах кашни çыншăн çывăх, хаклă, кашни ачана пĕлÿ тĕнчин алăкне уçма пулăшать, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме, лайăххине усаллинчен уйăрма, тăван халăхшăн усăллă çын пулмаллине вĕрентет.
Мана уйрăмах «Чăваш литературинчи учитель сăнарĕ» тема кăсăклантарчĕ. Хăш-хăш çыравçăсем хăйсен хайлавĕсенче учитель сăнарне çутатнă-ха? Тата еплерех çак сăнара уçса панă -ши? Çак ыйтусен тупсăмĕсене тупас тесе эпĕ илемлĕ литература хайлавĕсемпе паллашрăм.
2. Тĕп пайĕ.
 
2.1. Марфа Трубина «Ача чухнехи» автобиографилле повесть çырнă. Унта автор хăй ÿссе çитĕннĕ чăваш ялĕн пурнăçне çырса кăтартнă. Марфа Трубина тăван халăха çутта кăларассишĕн нумай çул хушши тăрăшнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухсан 43 çул шкулта ачасене вĕрентет, хăйĕн пĕтĕм вăй-халне, пурнăçне çамрăк ăрăва халаллать.
«Анастасия Александровна, хумханса лăпланнăскер, ним пулман пек, пире паçăр пуçланă калава малалла вулаттарать, ыйтусем парать. Иван Яковлевич итлесе ларать, кăмăллă пысăк куçĕпе пирĕн çинелле пăхать. Эпĕ питĕ тăрăшса вуларăм, мĕн вуланине каласа патăм.
-Выразительно читает и хорошо рассказывает, - терĕ Иван Яковлев мана мухтаса. -Çак шкултан аван вĕренсе тухсан вĕренме Чĕмпĕре пыр, - терĕ чăвашлах. Кунĕпех Иван Яковлевич Яковлев шкулта пулчĕ, ачасем епле вĕреннипе интересленчĕ. Каяс умĕн çапла каларĕ: «Аван вĕренекенсем пур. Пурте тăрăшса вĕренĕр. Вĕренни-çутă, вĕренменни-тĕттĕм. Вĕреннĕ çын пĕри вĕренмен çичĕ çынна тăрать тесе ахаль каламан. Вĕренни йăтса çÿремелли япала мар тенĕ».
Çакă маншăн питĕ пысăк савăнăç пулчĕ, вĕренме хавхалантарчĕ. Эпĕ халиччен те аван вĕреннĕ, халĕ тата ытларах тăрăшма пуçларăм. Эпĕ нумайтарах кĕнеке вулама пуçларăм, Ăнланман сăмахсене учительницăран ыйтатăп, учительница мана хăй суйласа кĕнекесем пама пуçларĕ».
 
2.2. Антип Николаев çырнă «Юра асламăшĕ» калава ачасем савăнсах вулаççĕ. Юра асламăшне кÿрентерни вĕсене килĕшмест.
«Пĕрре Юра асламăшĕ ашшĕ-амăшĕсен пухăвне каять. Кĕçех Елена Андреевнăпа Юра асламăшĕ туслашса каяççĕ. Карчăкăн пурнăçĕ çăмăл маррине тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлет учительница. Пĕррехинче Елена Андреевна урока çапла пуçларĕ:
-Паян, ачасем, эпĕ сире мухтавпа чапа тивĕçлĕ пĕр çын çинчен каласа паратăп.
Учительница ялти пĕр ĕçчен хĕрарăм çинчен калама пуçларĕ. Ăна вăрçă та, нимле инкек-синкек те хуçайман, чăтнă вăл, тÿснĕ. Халĕ те вăл чĕре ăшшине юратнă мăнукĕсене парать, вĕсенчен чăн-чăн çын çитĕнтерес тесе тăрăшать
- Пĕлетĕр-и эсир çав таса та уçă чунлă çынна? Вăл çын – Юра асламăшĕ.
Юра çапла хăй йăнăшне ăнланса илет, «ватсупна» патне ыткăнать те пуçне ун кăкăрĕ çине хурса йĕрсе ярать. Юрăна йăнăшне ăнланма учитель пулăшать».
 
2.3. Александра Лазарева «Урок пуçланчĕ» калав.
«Олег стена хаçатне çĕтет, мĕншĕн тесен унта Олега хĕр ачасене кÿрентернĕшĕн тиркенĕ. Римма Гордеевна Олега ним пулман пекех кĕрсе ларма ыйтрĕ, унпа йăвашшăн калаçрĕ.
- Эсĕ ан кулян, Олег. Ху таврăнса килни те пит аван. Малашне те яланхи пекех пит аван вĕрен, - терĕ. – Эпир сана шанатпăр. Олег йăнăшне тÿрлетет, çĕнĕ хаçат кăларать.
- Олег Расланов хăйĕн йăнăшне тÿрлетнĕ çеç мар, вăл тата тепĕр ырă ĕç тунă, - терĕ Римма Гордеевна сенкер конверта уçса. – Вăл ватă çынна пулăшнă, пĕрремĕш группа инваличĕ Ефрем Егорович Ефремова. Олег Расланова хăйĕн йăнăшне тÿрлетнĕшĕн ырлăпăр, инвалида пулăшнăшăн мухтăпăр».
Учитель йăваш калаçни Олега хăй тунă йăнăша тÿрлетме пулăшать.
 
2.4. Иван Лисаев «Чире парăнма çуралман» калавра та учитель чирлĕ Витя Кулешова пулăшасшăн пулнине куратпăр.
«- Çитрĕн апла, юрать, юрать. Эпир кĕтеттĕмĕр сана. Хăвах çитрĕн-и? Йывăр килсен систер пире, юрĕ-и? – терĕ учитель». Çапла, чирлĕ çынна ырă сăмах та чире çĕнтерме пулăшать.
 
2.5. Григорий Луч (Григорий Васильевич Васильев) «Чун туйăмĕ» калавра 7 класри Нинăпа Валя Светланăн хăй пурнăçĕ çинчен çырса пыракан дневникне вăрлаççĕ. Светлана куляннипе больницăна лекет. Любовь Ивановна класс руководителĕ больницăна çитет, Светланăпа калаçать, чирлĕ çыннăн ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулать, 8 класри Слава Васильевран çырусем пирки ыйтса пĕлнĕ.
«Любовь Ивановна мĕн пулса иртнине тата куншăн камсем айăплине тĕпчесе пĕлнĕ пулин те пухура лăпкăн калаçрĕ. Кашни ачан хăйне евĕр вăрттăнлăх, никама пĕлтерме юраман чун туйăмĕ пулма пултарни, çын чунне сĕмсĕрленсе кĕме пăхни ăна кÿрентерни е мăшкăллани, мораль тĕлĕшпе усал ĕç тунипе танлашни çинчен чĕрене тивмелле каласа ăнлантарчĕ. Айăплисем хăйсем тÿррĕн калама хăюлăх çитерессе шанас килет! – çирĕппĕн хушса хучĕ учительница».
 
2.6. Николай Терентьевич Терентьев çырнă «Кĕмĕл пĕлĕтсем» пьесăра эпир Власов Ермил Петрович шкул директорĕпе, Перасковья Филипповна завучпа, Илюшин Степан Степанович 9 класс ертÿçипе паллашатпăр. Ку пьесăра виçĕ сăнар виçĕ тĕрлĕ.
Перасковья Филипповна Лаврушпа тÿрккес калаçать. Лавруш лавккаран сĕрме купăс илсе тухнă, çавăнпа ăна милици аллине пама сĕнет. Власов Лавруша ăнланать: «Кирлех пулсан хуларан скрипач учителе чĕнсе илетпĕр сана вĕрентме, анчах ытти енчен эс примерлă пул» - тет».
Илюшин, класс ертÿçи, ачасем пĕр-пĕринпе туслă пурăнччăр тесе тăрăшать.
«- Перасковья Филипповнăн, паллах, опыт пысăк. Эпĕ тин çеç ĕçлеме тытăнатăп. Анчах хăй ĕçне çĕç вăл мухтавлă ĕç тет. Вăл «мухтава тивĕçлĕ педагог, ачасене класран кăлармасăрах шакка-шакка, кăшкăра-кăшкăра, хăрата-хăрата вĕрентнĕрен манăн 9 «б» класри ачасем чылайăшĕ пуç ыратнипе аптăраççĕ, тăватă çул хушши вăл класс руководителĕ пулнă. Уроксем хыççăн вăрманта вун пĕр кун çеç пурăнтăмăр, мĕнле илемленсе кайрĕç ачасем? Эпĕ пайтах вуланă, хам та сăнатăп: ачасене яланах хавхалантарса пымалла, вĕсен кăмăлĕсене ырă туйăмсемпе тултармалла, вĕрентÿ меслетне улăштарса тăмалла. Юратмалла вĕсене».
 
2.7. Н.Терентьев «Çил çинчи çеçпĕл» драма.
Ашшĕне тĕрмене хупаççĕ, амăшĕ чĕрепе аптăраса вилет. Ирина Яковлевна шкул директорĕ Аннапа шăллĕне йывăрлăхра пулăшма хатĕр.
 
2.8. Леонид Яковлевич Агаков «Салтак ачисем» повесть.
Повеçри ĕçсем вăрçă вăхăтĕнче тылра пулса иртеççĕ.
Рина Петровна – Евгенипе Аркашăн класс ертÿçи. Яла эвакуированнăйсене илсе килеççĕ – ултă çемье.
«- Куншăн эпир аптрасах каймăпăр, çине тăрса тăрăшарах вĕренĕпĕр те хамăрăн программăна пурпĕрех тултарăпăр, - терĕ Рина Петровна октябрĕн 1-мĕшĕнче шкула пухăнсан. Эвакуированнăйсем ни чăвашла, ни вырăсла пĕлмеççĕ, белорус ачисем вырăсла ăнланаççĕ. Ватă эстонец вырăсла лайăх пĕлет, çавна явăçтарсан аван пулĕччĕ. Хирĕçсех тăмасть пулĕ-ха, питĕ кăмăллă çын пек курăнчĕ – шухăшларĕ хĕр. Вăл шухăшлани тĕрĕсех пулчĕ. Пауль Киккас питĕ кăмăллă пулчĕ.
- О, аван ку. Питĕ аван! – терĕ вăл.- Эсир вĕсене вырăсла вĕрентетĕр, эпĕ хамăр чĕлхепе каласа паратăп, майĕпен вырăсла вĕренсе пырĕç.»
Çапла учительница тăрăшни сая каймасть, эвакуаципе килнисем вырăсла кăна мар. Чăвашла та калаçма вĕренеççĕ.
 
2.9. Леонид Яковлевич Агаков çырнă «Юманлăхра çапла пулнă» повеçре Нина Васильевна Илюкăн класс руководителĕ, Илюка инкеке лексен адвокат тупма пулăшать, Илюк амăшĕпе тĕрмене те пырать, Илюка лăплантарма тăрăшать, вăрăсене хÿтĕлемелле маррине, пурнăçра йăнăш такампа та пулма пултарнине ăнлантарать, ÿлĕмрен çакăн пек йăнăш тăвасран асăрханмаллине вĕрентет.
 
2.10. Юрий Илларионович Скворцов «Хĕрлĕ мăкăнь» повесть.
 
Вера Федоровна физикăпа тата биологипе вĕрентет. Тамарăна «4» лартса парать. Петр Петрович шкул директорĕ историпе вĕрентет, «3» паллă лартса парать.
«- Сирĕн – ял ачисен – яла юлмалла, - терĕ директор.
- Çыннăн чун туртăмĕ, таланчĕ урăх енне пулсан? – ыйтрĕ тахăшĕ.
Директор аптраса ÿкмест, хăйне хăй хирĕçлет пулин те.
- Килĕшет-и, килĕшместь-и сире пĕр-пĕр ĕç – пурнăçра кирлĕ вăл ĕçе туни, ун валли çын çитмест, сирĕн çав енне сулăнмалла… Ăна тумасан – производство чарăнса ларать, общество пĕтет. Пурнăç йĕрки çапла, ăна пирĕн ирĕксĕрех пăхăнмалла… Çĕршыва ăçта кирлĕ, çавăнта кайма юрăхлă çынсем тăватпăр сиртен. Ăна та, куна та чухлатăр çын – кашни ĕçĕрех пултармалла сирĕн…»
Елена Сардоновна нимĕç чĕлхи вĕрентет.
«Тамара Голубева шухăшĕпе инçетре, урокра мар. Тамара учительница тÿрех вĕресе кайнишĕн кăмăл хуçăлнипе – калама тăхтаса тăчĕ.
Чăваш чĕлхипе те Елена Сардоновна вĕрентет. Тамарăран урок ыйтсан хĕр ача кĕскен касса татрĕ:
- Пĕлместĕп» Хатĕрленмен!
Елена Сардоновна сăмах майăн хальхи çамрăксем çине çитнĕччĕ.
- Сирĕншĕн, çамрăксемшĕн, - терĕ вăл, - пĕтĕм çул уçă. Кирек кам пулас те – кăмăл çеç пултăр: учитель-и, инженер-и, артист-и, рабочи-и… Эсир чи телейлĕ çамрăксем…
Учитель каласа пĕтереймерĕ, сасартăк чăп пулса, хыçалти парта патне утса кайрĕ, Тамара умĕнче чарăнчĕ те ăна тÿрех хулĕнчен çăлса тытрĕ.
- Атя директор патне! Халех, халех! – терĕ вăл хĕр ачана туртса.
Парта кĕтессинчен хĕр ачан кĕпи çакланса чĕрĕлмен пулсан вăл ăна, тен, чăн та директор патне сĕтĕрсе каятчĕ-и, анчах учитель хăй ытларах хăраса ÿкрĕ пулас, ачана алăран вĕçертрĕ те вăрçма тапратрĕ:
- Ха, иртĕхсе кайнă. Чĕлхе кăларса кăтартать».
Геннадий Васильевич практикăна килнĕ, 9 класпа ĕçлет, Тамара çинчен психологи характеристики çырма хатĕрленнĕ, çавăнпа та ăна пур енчен сăнама, тĕпчеме тăрăшнă.
Максим Миронович, класс ертÿçи, чирлĕ. Ун вырăнне чирленĕ вăхăтра Геннадий Васильевича класпа ĕçлеме хушнă. Директорпа практикант хушшинче хирĕçÿ сиксе тухать.
«- Эсир унăн дисциплинине класра сÿтсе явас пирки те пÿрнепе тĕкĕнмен, - терĕ директор кăшкăрсах. – Эсир ăна шкул тулашĕнчи ĕçсене хутшăнтарас, вĕрентес пирки ним туман кăна маар, эсир ăна шкул йышăнчен те пистернĕ.
- Ăна пухусенче ятлани тăн паман пулĕччĕ. Ятланисĕр пуçне пирĕн тата шкулти çитменлĕхсене пĕтерес пирки те шухăшламалла. Хăш-пĕр учительсем ачасене вĕрентме мар, хăйсем вĕрентекен предметран та сивĕтеççĕ. Харпăр ачан хăйĕн чун-чĕре туйăмĕ пур. Çавна тупас пулать пирĕн. Çавна тивĕçтермелле.
- Эс тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа ялан пуçа ан çавăр! – сĕтеле çапса кăшкăрса ячĕ директор. Эс – чĕчĕ пăрушĕ – мана вĕрентме хăятăн! Эп сана паянах шкултан тапса сирпĕнтеретеп! Йăптăхна тăк-ха малтан, турта кур, юпах…! Марш кунтан!
Тепĕр кунне учительсем пурте практиканта тиркерĕç. Елена Сардоновнăна директор Тамарăна комсомол пухăвĕнче сÿтсе явма, тăн пама хушнă».
Геннадий Васильевич учитель сăнарĕнче эпĕ чăн-чăн учитель епле пулмаллине куратăп.
 
2.11. Александр Спиридонович Артемьев «Хунавлах хăрнисем» роман сыпăкĕ.
«1908 çулхи çуркунне. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ.
Иван Яковлевич Яковлев пурне те класа пуçтарать Константин Иванова «Нарспи» поэмăна вĕренекенсем умĕнче вулама хушать.
Мăнаçлă Яковлев шурă çилхеллĕ мăн пуçне шăнăрлă пысăк алли çине тайса лартнă та вăхăтăн-вăхăтăн, сăвăçпа килĕшсе, пуçне сулать, пĕрре Иванов çине, тепре ачасем çине шухăшлăн пăхса илет.
- Куртăр-и? Куртăр-и? Эдак-и-так!
«Чăваш çырулăхĕ, литератури нихăçан та пулас çук, чăваш кĕнекине ĕне çинĕ, чăваш чĕлхи пĕтмелле» - тетчĕç пур ăçтиçуксем. Ухмахсем! Акă вăл – пирĕн чăваш литератури!
Старик сывлăш çавăрнă хушăра куççульне çăтса ячĕ те малалла каларĕ:
- Астуса юлăр çак куна, ачасем! Чăваш çынни хальлĕхе тĕттĕм-ха, унăн çутă пуласлăхне шанман тăшмансем, пире çул çинче такăнтарма хăтланакансем нумай-ха. Анчах эсир вĕсене ан пăхăр, хăюллă пулăр, малтан мала çул хывма тăрăшăр. Лайăх вĕренсе ăс илĕр, халăх хушшине кайса çутă сарăр. Пĕтĕм шанчăк сирĕнте – çамрăксенче. Вăхăт çитĕ – чăваш хушшинчен пысăк учёнăйсем, ăслă кĕнекеçĕсем, чаплă писательсем тухĕç. Йĕр хывнă ĕнтĕ, çул уçă… Эсир халĕ хунавсем кăна – ха, анчах эсир – вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсем. Астуса тăрăр».
 
3. Пĕтĕмлетÿ.
 
Çапла вара эпĕ чăваш литературинчи учитель сăнарĕ тĕл пулакан вун пĕр хайлавпа паллашрăм.
 
Ырă енĕсем:
Ачасене ăнланни, кăсăклантарма пĕлни, шанни, ĕненни, уйăрманни, тăрăшса вĕрентни,
ырă тĕслĕх пулни.
 
Япăх енĕсем:
Кăшкăрни, сасса хăпартни, мăн кăмăлланни, тÿрккес калаçни, алăпа тĕкĕнни, суйни, хушни-хăратни, вăрçни, ăсла хывни, уйăрни.
 
Пĕтĕмĕшле илес пулсан ырă учитель сăнарĕ нумайрах тĕл пулать. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – ачасене вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма, ĕçчен, ырă кăмăллă, таса чунлă, çынна инкекре пулăшма, çын ĕçне хаклама, çут çанталăка упрама, илемлĕхе курма, туйма, чĕр чунсене юратма, аслисене хисеплеме, кĕçĕннисене пулăшма вĕрентесси. Анчах хăйсене кăна «ăслă» текен учительсем те тĕл пулаççĕ.
Палах, учитель ĕçĕ – сăваплă ĕç, çав вăхăтрах йывăр та. Ачасене таса чунпа юратакан, хисеплекен, тимлĕ итлеме пĕлекен çын кăна учитель ята тивĕç. Шел пулин те, Н.Терентьев çырнă «Кĕмĕл пĕлĕтсем» пьесăри Перасковья Филипповна пек учительсем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем хăйсен предметне лайăх пĕлмен ача - лайăх ача мар тесе шутлаççĕ.
Мана Ю.Скворцов çырнă «Хĕрлĕ мăкăнь» хайлаври Геннадий Васильевич каланă сăмахсем килĕшрĕç: «Кашни ачан хăйĕн чун-чĕре туртăмĕ пур. Çавна тупас пулать учителĕн».
Тăрăшсан яланах май тупăнать. Çĕр тĕрлĕ май тупма пулать. Учителĕн ачасем патне çул тупма пĕлмелле, вара вĕренекенсем те пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илĕç, ĕмĕрĕпех тав тǎвĕç.
Тавтапуç сана, учитель!
 
4. Усǎ курнǎ литература хайлавĕсем.
 
• Н.Терентьев «Кĕмĕл пĕлĕтсем» (пьеса), «Çул çинчи çеçпĕл» (драма);
• Г.Луч «Чун туйăмĕ»;
• А.С.Артемьев «Хунавлах хăрнисем» (роман);
• Трубина Мархви «Ача чухнехи» (повесть) ;
• Л.Я.Агаков «Юманлăхра çапла пулнă», «Салтак ачисем» ;
• Антип Николаев «Юра асламăшĕ»;
• Александра Лазарева «Урок пуçланчĕ» ;
• Иван Лисаев «Чире парăнма çуралман» (калав) ;
• Юрий Скворцов «Хĕрлĕ мăкăнь» (повесть).
 
 
4. Хушма материал.
 
1. Презентаци (диск çинче).
2. Çак хайлавсенчи сǎнарсене тата 2010-мĕш çул – Учитель çулĕ пулнине шута илсе, хама вĕрентнĕ учительсене тав туса сăвă йĕркисем çуралчĕç:
 
Тавтапуç сана, учитель!
 
1.Вĕренетĕп эп шкулта
Халĕ саккăрмĕш класра.
Вĕренетĕп тăрăшса,
Пĕтĕм вăй-хала парса.
 
2.Пулăшать вĕрентекен
Ăс пухмашкăн кунсерен.
Çавăнпа та пулĕ, тен,
Хисеплеççĕ ачасем.
 
3.Унăн ячĕ хисепре
Çăмăл мар çав вăл пĕртте.
Пирĕн пек ачасене
Кăлармашкăн çул çине.
 
4.Уссен ăслă çын пулма,
Пысăк çитĕнÿ тума,
Хам çĕршыва пулăшма
Ман пухасчĕ ăс-тăна.
 
5.Учителĕм, тав сана!
Вĕрентетĕн пурăнма.
Тĕрĕс çулпалла утма
Çак пурнăçа юратма.
 
6.Таçта пулсан та эпĕ манмăп,
Сана, учитель: ан хурлан.
Сан умăнта ман парăм пысăк
Татаймăп эп ăна нихçан.
 
7.Вĕрентекен çулĕнче
Пулччăр çĕн çитĕнÿсем.
Кашни ача умĕнче
Тухчăр çĕнĕ тĕллевсем.
 
8. Иксĕлми вăй-хал сире,
Пире вĕрентекенсем.
Сирĕнсĕр çут тĕнчере
Пурăнмашкăн та кичем.
 
3. Презентации тǎрǎх каласа кǎтартмалли тезиссем.
1–мĕш слайд. Учитель…Пĕрремĕш вĕрентекен…Çак сăмах кашни çыншăн çывăх, хаклă, кашни ачана пĕлÿ тĕнчин алăкне уçма пулăшать, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме, лайăххине усаллинчен уйăрма, тăван халăхшăн усăллă çын пулмаллине вĕрентет. Мана уйрăмах «Чăваш литературинчи учитель сăнарĕ» тема кăсăклантарчĕ.
2–мĕш слайд. Хăш-хăш çыравçăсем хăйсен хайлавĕсенче учитель сăнарне çутатнă-ха? Тата еплерех çак сăнара уçса панă -ши? Çак ыйтусен тупсăмĕсене тупас тесе эпĕ илемлĕ литература хайлавĕсемпе паллашрăм.
 
3–мĕш слайд. «Вĕренни йăтса çÿремелли япала мар» - тенĕ ваттисен сăмахне тĕл пултăм эпĕ Марфа Трубинан «Ача чухнехи» автобиографилле повеçĕнче. Сăмах май каласан, Марфа Трубина хăй те 43 çул шкулта ачасене вĕрентет, хăйĕн пĕтĕм вăй-халне, пурнăçне çамрăк ăрăва халаллать. Тен, Марфа Трубина учитель профессине суйласа илни те Анастасия Александровна хавхалантарма пĕлнипе çыхăннă?
 
4–мĕш слайд. Антип Николаев çырнă «Юра асламăшĕ» калава эпĕ савăнсах вуларăм, анчах та Юра асламăшне кÿрентерни ман шутпа пĕртте килĕшÿллĕ мар. Елена Андреевна пулман пулсан Юра ваттисене хисеплемелли çинчен тавçăрса илейместчĕ.
 
5–мĕш слайд. Александра Лазарева «Урок пуçланчĕ» калава вулама пуçласан вĕçне çитеймесĕр чарăнаймастăн. Уйрăмах Римма Гордеевна учительницăн йăваш кăмăлĕ тĕлĕнтерсе ярать.
 
6–мĕш слайд. Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» калавра та учителĕн чи ырă енĕсенчен пĕрне куратпăр - чирлĕ çынна ырă сăмахпа чире çĕнтерме пулăшать.
 
7–мĕш слайд. Григорий Лучăн «Чун туйăмĕ» калавран эпир кашни çыннăн хăйне евĕр вăрттăнлăх, никама пĕлтерме юраман чун туйăмĕ пулма пултарни, çын чунне сĕмсĕрленсе кĕме пăхни ăна кÿрентерни е мăшкăллани, мораль тĕлĕшпе усал ĕç тунипе танлашни çинчен пĕлетпĕр.
 
8–мĕш слайд. Николай Терентьевич Терентьев çырнă «Кĕмĕл пĕлĕтсем» пьесăра виçĕ сăнар виçĕ тĕрлĕ: Власов Ермил Петрович шкул директорĕ – ачасене ăнланакан, Перасковья Филипповна завуч вара – хăй вĕрентнĕ геометри предметне пĕлмен ачана çын вырăнне шутламасть, Илюшин Степан Степанович, 9 класс ертÿçи, ачасен туслăхне упрама тăрăшать.
 
9–мĕш слайд. Н.Терентьев çырнă «Çил çинчи çеçпĕл» драмăра эпир Ирина Яковлевна шкул директорĕ Аннапа шăллĕне йывăрлăхра пулăшма хатĕррине куратпăр.
 
10–мĕш слайд. Леонид Яковлевич Агаковăн «Салтак ачисем» повеçри ĕçсем вăрçă вăхăтĕнче тылра пулса иртеççĕ. Рина Петровнăпа Пауль Киккас тĕрлĕ халăх ачисене пĕр чĕлхе тупса вĕрнетÿ ĕçне чарса лартмаççĕ.
11–мĕш слайд. Леонид Яковлевич Агаков çырнă «Юманлăхра çапла пулнă» повеçре Нина Васильевна Илюка инкеке лексен адвокат тупма пулăшать, йăнăш тăвасран асăрханмаллине вĕрентет.
 
12–мĕш слайд. Хамăр ентеш - Юрий Илларионович Скворцов çырнă «Херлĕ мăкăнь» повеçре темиçе учитель сăнарне куратпăр: ыррисене те, усаллисене те. Геннадий Васильевич учитель сăнарĕнче эпĕ чăн-чăн учитель епле пулмаллине куратăп. Паянхи кунра çакăн пек Турă панă учительсем питĕ кирлĕ.
 
13–мĕш слайд. Александр Спиридонович Артемьевăн «Хунавлах хăрнисем» романта эпир аслă верентекенĕмĕр, чăваш халăхне çутта кăларакан, чăваш литературине пуçаракан Иван Яковлевич Яковлевпа тепĕр хут тĕл пулатпăр. Константин Васильевич Ивановăн «Нарспи» поэмине пĕррмĕш хут итленĕ хыççа çакăн пек сăмахсем калать паллă ăсчах: « Пĕтĕм шанчăк сирĕнте – çамрăксенче. Вăхăт çитĕ – чăваш хушшинчен пысăк учёнăйсем, ăслă кĕнекеçĕсем, чаплă писательсем тухĕç. Йĕр хывнă ĕнтĕ, çул уçă… Эсир халĕ хунавсем кăна – ха, анчах эсир – вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсем. Астуса тăрăр…»
 
14 –мĕш слайд. Çак сăмахсене тата 2010-мĕш çул – Учитель çулĕ пулнине шута илсе, хама вĕрентнĕ учительсене тав туса сăвă çуралнă йĕркисем.
 
15–мĕш слайд. Çапла вара эпĕ чăваш литературинчи учитель сăнарĕ тĕл пулакан вун пĕр хайлавпа паллашрăм Пĕтĕмĕшле илес пулсан ырă учитель сăнарĕ нумайрах тĕл пулать. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – ачасене вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма, ĕçчен, ырă кăмăллă, таса чунлă, çынна инкекре пулăшма, çын ĕçне хаклама, çут çанталăка упрама, илемлĕхе курма, туйма, чĕр чунсене юратма, аслисене хисеплеме, кĕçĕннисене пулăшма вĕрентесси. Анчах хăйсене кăна «ăслă» текен учительсем те тĕл пулаççĕ.
Палах, учитель ĕçĕ – сăваплă ĕç, çав вăхăтрах йывăр та. Ачасене таса чунпа юратакан, хисеплекен, тимлĕ итлеме пĕлекен çын кăна учитель ята тивĕç. Шел пулин те, Н.Терентьев çырнă «Кĕмĕл пĕлĕтсем» пьесăри Перасковья Филипповна пек учительсем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем хăйсен предметне лайăх пĕлмен ача - лайăх ача мар тесе шутлаççĕ.
Мана Ю.Скворцов çырнă «Хĕрлĕ мăкăнь» хайлаври Геннадий Васильевич каланă сăмахсем килĕшрĕç: «Кашни ачан хăйĕн чун-чĕре туртăмĕ пур. Çавна тупас пулать учителĕн».
Тăрăшсан яланах май тупăнать. Çĕр тĕрлĕ май тупма пулать. Учителĕн ачасем патне çул тупма пĕлмелле, вара вĕренекенсем те пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илĕç, ĕмĕрĕпех тав тǎвĕç.
 
16–мĕш слайд. Тавтапуç сана, учитель!
■ Тюрина Нина Михайловна.
Чǎваш Республики, Муркаш районĕ, Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул
 
: 3295, Хаçат: 6 (6), Категори: Чăваш литератури

Комментарисем:

Migulaj (2013-08-07 21:30:46):
Учитель сăмаха чăвашла çырма сĕнетĕп.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: