Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
(кěçěн классенче вěренекенсем валли çырнǎ класс тулашěнчи мероприяти)
 
Тӗллевсем:
1. Ачасене чӑваш халӑхӗн авалхи вӑййисемпе паллаштарасси.
2. Авалхи вӑйӑсен тӗслӗхӗсене аса илесси, вӑйӑ сӑввисемпе юррисен илемне, асамлӑхне тата пӗлтерӗшне туйса илесси.
3. Пӗрлехи ӗҫсем ирттерсе ачасен калаҫу чӗлхине аталантарасси.
 
Кирлӗ хатӗрсем: мӑйӑр, тутӑр, пиҫиххи, параппан.
 
Вӑйӑ ирттерме кирлӗ ушкӑнсем: 1 –мěш ертÿçě, 2 –мěш ертÿçě, анат кас тата тури кас ачисем, куракансем, хӑнасем.
 
Ял варринчи тÿреме анаткас тата турикас ачисем пуçтарǎннǎ. Кашни ушкǎнǎн хǎйěн ертÿçисем пур. Тури кас ачисем çерем çине анат кас ачисене хирěç ларса тухаççě. Вǎййǎ ертсе пыракансем ушкǎн варрине тухаççě.
 
1 –мěш ертÿçě: Ырă кун пултăр, хаклă хǎнасем!
2 –мěш ертÿçě: Савǎк кǎмǎл сире, тǎвансем!
1 –мěш ертÿçě: Ахальтен пухǎнман эпир сирěнпе!
2 –мěш ертÿçě: Савǎнма чĕнетпĕр сире пирĕнпе!
1 –мěш ертÿçě: Выльǎпǎр та кулǎпǎр!
2 –мěш ертÿçě: Хавас юрǎ юрлǎпǎр!
1 –мěш ертÿçě: Атьǎр вǎййа пуçлар-и те
Вǎй кĕввине калар-и
Вǎйǎ кĕвви пĕр сумлǎх та,
Пирĕн вǎйǎ çĕр сумлăх.
2 –мěш ертÿçě: Атьǎр вǎййа тухар-и те
Çĕнĕ сǎвǎ калар-и!
Пирĕн çине хǎнасем те
Ǎшшăн пăхса кулччăр-и!
Турикас ачисем, айтăр сирĕнпе «Ят пĕлмелле» выляр.
Турикас ачисем: Выляр, выляр.
2 –мěш ертÿçě: Пурне те вǎйǎ картине чĕнетĕп. Ят пĕлекенни кам пулать-ши?
Рома: Ят пĕлекенни эпĕ пулатǎп.
Ачасем вǎйǎ картине тǎраççĕ. Вǎйǎ картинче пĕр ача ларать, ыттисем сǎвǎ каласа çаврǎнаççĕ. Сǎвǎ каласа пĕтерсен, çаврǎнма чарǎнаççĕ. Пĕр ачи хыçалтан пырса арçын ачан куçне хуплать. Куç хуплаканнин ятне тĕрĕс каласан, Рома вǎйǎ картине тǎрать. Куç хуплаканĕ вара вǎйǎ карти варрине ларать.
Турикас ачисем: Ларать, ларать, Рома ларать
Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче.
Çиет, çиет, Рома çиет
Шĕшкĕн сарǎ мǎйǎрне.
Вǎхǎт çитсен, тǎрас пулать,
Ятне тěрěс калас пулать.
Рома: Ку Саша пулчĕ пулас.
2 –мěш ертÿçě: Рома, эсĕ питĕ маттур. Малалла ят пĕлекенни Наçтук пулать.
Турикас ачисем: Ларать, ларать, Наçтук ларать
Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче.
Çиет, çиет, Наçтук çиет
Шĕшкĕн сарǎ мǎйǎрне.
Вǎхǎт çитсен, тǎрас пулать,
Ятне тěрěс калас пулать.
Саша: Ку манǎн тус Машук. Тĕрĕс каларǎм-и?
Турикас ачисем: Ай-ай Наçтук, пĕлеймерĕн пулас.
2 –мěш ертÿçě: Мĕн тутарар-ши Наçтука?
Турикас ачисем: Юрǎ юрлаттарар.
Наçтук: Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чǎваш юрри те,
Илемлě чǎваш юрри те юрлама пěлсен кǎна.
Илемлě, илемлĕ, илемлĕ чǎваш ташши те,
Илемлě чǎваш ташши те ташлама пěлсен кǎна.
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чǎваш вǎййи те,
Илемлě чǎваш вǎййи те выляма пěлсен кǎна.
1 –мěш ертÿçě: Пирěн тантǎшсем, турикас ачисем, питě те маттур. Юлташсем эпě те сире «Тутǎр пǎрахмалла» вǎййа йыхравлатǎп. Тутǎр пǎрахаканě кам пулать?
Наçтук: Эпě пулатǎп.
 
Анаткас ачисем пěр çавра пулса тǎраççě. Пěри уйрǎм. Вǎл тутǎр пǎрахаканě пулать. Ыттисем юрлаççě. Наçтук малтан ачасен хыçěпе утса çаврǎнать, унтан чупма тытǎнать, пěрин хыçне тутǎр пǎрахса хǎварать. Кам хыçне пǎрахнǎ, çав ача тутǎрне илет те, иккěн кайǎк вěçнě пек туса пыраççě, лараççě, тǎраççě. Тутǎр пǎрахаканě ыттисем хушшине кěрсе тǎрать, тутǎр илекенě хǎй тутǎр пǎрахма каять.
 
Анаткас ачисем: Эп утатǎп хурланса,
Хама юлташ шыраса.
Утсан-утсан чупатǎп,
Тутǎр пǎрахса хǎваратǎп.
Икě кайǎк вěçеççě,
Вěçсен- вěçсен лараççě.
Ларсан-ларсан тǎраççě,
Пуç тайса уйрǎлаççě.
2 –мěш ертÿçě: Сар каччǎ, сар каччǎ
Тух-ха урама!
Сар каччǎ: Мěн тума? Мěн тума?
2 –мěш ертÿçě: «Сар каччǎлла» выляма.
Ачасем çерем çине йěркипе ларса тухаççě. Чěркуççисене хуçлатса тытса аялтан пиçиххи яраççě. Пиçиххине янǎ чух çак сǎвва калаççě.
Турикас ачисем: Йǎрта-йǎрта, йǎрт-йǎрт
Аш яшки, çу яшки
Çиес килсен кунта кил.
Сар каччǎн çак пиçиххи камрине пěлмелле. Вǎл ларакансене хирěç тǎрать. Пиçиххи камрине тěрěс каласан, ун вырǎнне кěрсе ларать. Пěлеймесен малалла – выляççě.
1 –мěш ертÿçě: Тÿнкки-тÿнкки параппан та
Çапмасǎрах тÿнклетет.
Эпир вǎййа тухсассǎн та
Чěнмесěрех çын киле.
Тантǎшсем «Сǎр сутмалла» выляр-и?
Анаткас ачисем: Эпир хатěр.
Натали: Сар Иванпа сǎрǎсен хуçине суйламалла.
Асанне мунча хутать,
Çǎраççине çухатать.
Кам тупать – çав пулать.
Сар Иван сǎр илме килет те шаккать.
Сǎрǎсен хуçи: Кам унта?
Сар Иван: Эпě, Сар Иван.
Сǎрǎсен хуçи: Мěн тума килтěн?
Сар Иван: Сǎр илме.
Сǎрǎсен хуçи: Мěн тěсли?
Сар Иван: Хěрлě тěсли.
Асǎннǎ тěсе илтсен, тенкел çинче ларакан ача тарма пуçлать. Сар Иван ǎна хǎвалама пуçлать.
Хǎваласа тытсан Сар Иван çав ача вырǎнне кěрсе ларать, хǎваласа тытаймасан хǎйех Сар Иван пулать. Ачасем хушшинче вǎл каланǎ тěс çук пулсан, сǎрǎ сутакан «Ун тěсли çук», -тесе калать.
Вара вǎйǎ малалла пырать.
2 –мěш ертÿçě: Вӑйа тухӑр-ха хӗрсем,
Сар чечек пек саррисем,
Саррисем, саррисем
Ик ҫӱҫ хӗрри кӑтрисем.
Тантӑшсем, эсир «Хитре хӗрсемле» выляма хатӗр-и?
Турикас ачисем: Пурте хатӗр, пурте хатӗр.
«Хитре хӗрсемле» вӑйӑ выляҫҫӗ.
Турикас ачисем: Хитре хӗрсем,
Ял тавралла ҫӱрӗр! (хӗр ачасем вӑйӑ карти тавра ҫӱреҫҫӗ)
Хитре хӗрсем,
Ял хушшине кӗрӗр! (вӑйӑ картине кӗреҫҫӗ)
Хитре хӗрсем,
Пире савӑнтарӑр! (ташлаҫҫӗ)
Хитре хӗрсем,
Пире пуҫ тайӑр! (пуҫ таяҫҫӗ)
Хитре хӗрсем,
Кама юрататӑр,
Ҫавна тытса чуптӑвӑр! (теприсене суйласа кӑлараҫҫӗ)
1 –мěш ертÿçě: Атьӑр вӑййа вӗҫлер-и те
Ҫӱл тӱпене пӑхар-и.
Ҫитмӗл ҫичӗ ҫӑлтӑр пек те
Савӑнайса каяр-и.
2 –мěш ертÿçě: Сывӑ пулӑр, хӑнасем!
Чипер юлӑр, тантӑшсем!
Тепре тӗлпуличчен!
■  Кузьмина Ольга Ивановна.
Шупашкарти 27-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекен
 
: 2941, Хаçат: 5 (5), Категори: Сценарисем

Комментарисем:

Migulaj (2012-11-04 09:35:31):
Питĕ кăмăллă. Лайăх.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: