Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
 
(Леонид Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» повеçĕ тăрăх килти вулава пĕтĕмлетнĕ урок планĕ)
Паянхи шкул пурнăçне çĕн технологи варкăшĕ пырса кĕнĕ май вĕренÿ ĕçĕнче лайăххине те, унпа пĕрлех вĕренекенсем хушшинче кĕнеке вулас туртăм вăйсăрланнине те асăрхатпăр. Ку – чун ыратăвĕ.
Вĕрентекенсем тĕрлĕ ĕçсем урлă çамрăк ăрăва кĕнекепе туслаштарма тăрăшаççĕ. Паянхи кун шкул ачисем Л.Агаков хайлавĕсене юратса вулани савăнтарать. Шкул прогрммине юратнă çыравçăн хайлавĕсене чылай кĕртнĕ. Аслă çулсенчисем те, ачасем те Л.Агаковăн призведенийĕсене кăмăлласа вулани сисĕнет. Паянхи килти вулав урокне те çыравçăн хайлавĕ тăрăх ирттерес терĕмĕр. Килти вулав урокне хатĕрленмешкĕн ачасем эрне ытла хайлавпа палашаççĕ.
 
Урок тĕсĕ: çĕнĕ технологи мелĕпе усă курса ирттернĕ вулавпа тишкерÿ урокĕ.
Сапăрлăх тĕллевĕ: пурнăçра атте-анне сăмахне ăша хывма, тÿрĕ чунлă пулма, йывăр вăхăтра çухалса каймалла маррине палăртса хăварасси; чун тасалăхĕшĕн кĕрешме, йывăр лару-тăруран пуçа, ята, чыса çухатмасăр тухма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасене Л.Агаковăн пултарулăхĕпе паллаштарасси, килти вулава пĕтĕмлетесси, повеçĕн тĕп шухăшне, темине, сюжет йĕрне палăртасси, тĕп сăнар урлă пĕтĕмлетÿ тăвасси. Паянхи йывăр пурнăçра ачасене тĕрĕс çул çине тăма вĕрентесси.
Эстетика тĕллевĕ: çыравçăн илемлĕ чĕлхине, сăнарлăхне асăрхама вĕрентесси, вуланă хайлав содержанине яка чĕлхепе каласа пама хăнăхтарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: Леонид Агаков портречĕ, çыравçăн паллă кĕнекисем, М.И. Скворцовăн «Чăвашла-вырăсла» словарĕ, Г.Н.Волковăн «Кил илемĕ» кĕнеки, «Ваттисен сăмахĕсем» кĕнеке, компьютор, проектор, килти вулава тĕрĕслеме ÿкернĕ ÿкерчĕксем, ребуссем.
Вĕрентекен сăмахĕ: Паянхи урокра эпир «Чыс» сăмахăн пĕлтерĕшне чăваш литературинче тарăн йĕр хăварнă çыравçăн Л.Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» повеçĕ тăрăх хаклăпăр. Чăваш халăхĕ ача-пăчана пĕчĕкренех кăмăл-сипет, çынлăх, ырă кăмăл, çын çинче çын пек пул, аçу-аннÿн ятне ан яр, усал ĕçпе пите ан хĕрет тесе пурнăç тăршшĕпех вĕрентсе, пил парса пурăнать. Атте-аннерен илнĕ пил сăмахĕ пире ĕмĕр тăршшшĕпех пулăшса, çул кăтартса пырать. «Чыс» сăмахăн пĕлтерĕшĕ анлă. Пирĕн паянхи урокăн тĕп тĕллевĕ килте вуланă повĕçе тишкерсе хамăр йăнăшсене курма вĕренесси, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшса ал парасси, усал çынсенчен яланах пăрăнса çÿреме тăрăшасси пулса тăрать.
 
Урок эпигрофĕ: Ялан ăспа çÿресен ялти ватă ятламасть. (Ват.сăм.)
 
1-мĕш слайд.
 
– Л. Агаков пултарулăхĕ çинче чарăнса тăрăпăр.
«Партизан Мурат», «Ылтăн вăчăра», «Салтак ачисем», «Юманлăхра çапла пулнă» – çак кĕнекесене вуламан шкул ачи çук та пулĕ. Асăннă кĕнекесене аслисем те, шкул ачисем те алăран ямасăр вулаççĕ. Вилĕмсĕр хайлавсене авторĕ – Л.Я. Агаков. Вăл ачасен çывăх тусĕ пулнă. Çыравçă час-часах шкулсене çÿренĕ, çамрăк ăрупа, вĕрентекенсемпе тĕл пулусем ирттернĕ, ачасен чунне, вĕсен тĕнчине ăнланма пултарнă. Пултаруллă çыравçă Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пулнă, тăшмана хирĕç вирлĕн çапăçнă. Автор хăйĕн хайлавĕсемпе çамрăк ăрăва тĕрĕс çул çине тăма пулăшать, йăнăш çулпа каясран асăрхаттарать. Кĕнекери сăнарсем тăван чăваш çĕрне, юратнă атте-аннене хаклама, упрама вĕрентеççĕ. Паллă çыравçа 1974-мĕш çулта Чăваш халăх писателĕ ятне параççĕ.
(Кашни вĕренекен хăй автор пирки мĕн пĕлнине каласа парать).
 
2-мĕш слайд.
 
Ачасем «Юманлăхра çапла пулнă» произведение вуласа епле ăнланнине тĕрĕслеме викторина ирттеретпĕр.
(Кашни тĕрĕс хуравшăн ача хутран касса кăларнă пĕр çăлтăр илет. Урок вĕçĕнче хăй миçе хурав панине çăлтăрсен шучĕпе шутласа пĕтĕмлетет).
Викторина ыйтăвĕсем:
1.Улатимĕр мучие кам пулăшать? (8-мĕш класра вĕренекен Сережа Аванов пулăшать.)
2. Милиционерсем лавккара мĕн тупнă? (Хуçлатмалли çутă авăрлă çĕçĕ.)
3. Ачана вăрă çулĕ çине кам тăратать? (Малани.)
4. Илюк хăçан милици аллине çакланать? (Хулари магазина çаратнă чухне ачана тытаççĕ).
 
5. Илюк мĕнле йăнăшсем тăвать. (Никампа калаçмасăр, канашламасăр, амăшне систермесĕр, хăй тĕллĕн шутласа килĕнчен тухса тарать; ĕç-пуç шалалла кайиччен милицине каймасть; Малани: «Сана шыраççĕ, тĕрмене лартасшăн», – тенине ĕненет, больница хыççăн каллех вăрă-хурах йăвине таврăнать.)
6. Илюка миçе çуллăха хупаççĕ? (Виçĕ çуллăха ачасене ĕçпе воспитани паракан колоние ямалла тăваççĕ).
7. Илюксен килĕнче миçе ача? (Илюк тата Матви пиччĕшĕнчен çуралнă Раиса йăмăкĕ)
8. Илюк мĕн тума юратнă? (Лайăх вĕреннĕ, çамрăк натуралистсен кружокне ертсе пынă, сад ĕçне юратнă, ÿкерчĕксем ÿкерме ăста пулнă, хорта юрланă, спектакальсенче ăста вылянă, спортпа туслă пулнă, ĕçчен, пур ĕçе те тирпейлĕ, вĕçне çитиччен тума пултарнă.)
9. Илюкăн юлташĕ кам? (Кÿршĕ хĕр ачи – Натали).
10. Кам вăл Кажиков? (Вăрă-хурах, Юманлăхри лавккана çаратнă чухне Илюкран илнĕ хуçлатмалли çĕççе çухатса хăварнă вăрă, темиçе хут та тĕрмере ларнă пÿтсĕр, çынлăха çухатнă çын).
 
Малалла «Юманлăхра çапла пулнă» повесть тăрăх ачасем ÿкернĕ слайдсем ĕçлетпĕр. Пĕтĕмпе 9 слайд. Ачасем кашни слайдри ÿкерчĕк çине пăхса хăй произведенире мĕн вуласа пĕлнине каласа парать. Кашни слайдпа уйрăмшарăн ĕçлетпĕр.
3-мĕш слайд.
Ачасем ÿкернĕ ÿкерчĕкре Илюш амăшĕпе пĕрле, çемье телейлĕ пулнине палăртнă. Ачасем ÿкерчĕке ят параççĕ. (Тĕслĕхрен, «Амăшĕпе ывăлĕ», «Телейлĕ çемье» е «Телейлĕ кунсем» тесе калама пултараççĕ ачасемĕ)
Содержанине каласа панă хыççăн ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлеççĕ. Ваттисен сăмахĕсем слайд çинче ÿкерĕннĕ ÿкерчĕкпе тÿр килмелле.
Ваттисен сăмахĕсем:
(Пурнăçри телейлĕ самантпа пурăннине сăнлакан каларăшсен пуçламăшĕ пур, вĕçне ачасен тупмалла.)
1. Атте-анне пур чухне хуйхă çуккă ... (пуç çинче). 2. Атте-анне сăмахĕ ... (ылтăнран та хаклăрах). 3. Атте-анне килĕнчи пурнăçа ... (тĕлĕкре те тĕлленмĕн).
 
4-мĕш слайд.
Ӳкерчĕкре Матви пиччĕшпе Илюк хушшинчи тытăçăва сăнланă. Ачасем сĕнекен ятсем («Кĕтмен инкек», «Матви пичче»). Ӳкерчĕкри тĕп шухăша уçса парас тĕллевпе ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлетпĕр.
 
Ваттисен сăмахĕсем:
1. Шикли шикленнĕ, ... (кĕрĕк пĕркеннĕ). 2. Шиклĕ çыннăн .ĕĕ (шик нумай). 3. Шиклĕ çыннăн ... (куçĕ чармак). 4. Шиклĕ çыннăн хăлхи ... (шит тăршшĕ).
Повестьре пулса иртекен ĕçсем Илюк хăранипе, çухалса кайнипе çыхăннă. Ачасене хăранине палăртакан сăмах çаврăнăшĕсем тупма ыйтатăп.
Хăранине палăртакан сăмах çаврăнăшĕсем: чĕре ура тĕпне анса кайрĕ, çÿç вирелле тăчĕ, сивĕ тар тапса тухрĕĕ
5-мĕш слайд.
Ӳкерчĕке ачасем «Илюш Шупашкарта» е «Атăл хĕрринче» тесе ят пама пултараççĕ. Вĕренекенсем ÿкерчĕкпе паллашса хăйсем мĕн вуласа пĕлнине каласа панă хыççăн сыхă, тимлĕ пулма, йывăр, кăткăс лару-тăрура та çухалса кайма юраманнине палăртакан каларăшсемпе ватисен сăмахĕсем тупаççĕ.
Ваттисен сăмахĕсем:
1. Çиччĕ виç те пĕрре кас. 2. Атăл урлă каçас пулсан виçĕ кунлăх çăкăр илĕ
 
6-мĕш слайд.
Ӳкерчĕкре («Вăрăсем», «Серепере» ят пама пулать) Мелани Илюк патне больницăна пыни, ачана суйса пĕтерни, милицисем шыраççĕ тесе хăратни сăнланнăĕ
Ачасене Малани сăнарне хĕвеллĕ кластер туса сăнласа пама ыйтатăп.
 
 
Вăрă пирки калакан ваттисен сăмахĕсем:
1. Вăрă алли вăрăма тăсăлать. 2. Вăрласа тупнипе нумай малалла каяймастăн. 3. Вăрăн алли кукăр. 4. Вăрлама кайиччен вăрман касма кай.
 
7-мĕш слайд.
Ӳкерчĕкре сăнланнă ĕçсене пăхса вĕренекенсем «Илюк колонинче» е «Читлĕхре» ят параççĕ. Вĕсем Илюкăн колонинчи пурнăçĕ пирки калаçаççĕ. СыхăĔ тимлĕĔ асăрхануллă пулма вĕрентекен каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсене тупаççĕ.
Ваттисен сăмахĕсем:
1. Чавса çывăх та çыртма çук. 2. Пĕрре каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн.
Кунта вĕрентекен паянхи пурнăçра çамрăксем чылай чухне асăрханусăр, шухăшламасăр тунă ĕçсне пула йăнăш çул çине тăнине палăртса хăварать. Вĕсене Илюк пек йăнăшсем тăвасран аслисемпе канашласа пăхмаллине, чи çывăх юлташупа чуна уçса калаçмаллине асăрхаттарать.
 
8-мĕш слайд.
 
Ӳкерчĕке «Вăрă-хурахсем» е «Çул çинчи туссем» ят пама пулать. Тус-юлташ çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене туптармалла.
Ваттисен сăмахĕсем:
1ĕ Юлташу мĕнле – хăв та çапла. 2ĕ Юлташу кам иккенне кала – хăв кам пулнине калăп. 3ĕ Ăслăпа туслашсан ăслă пулăн, ухмахпа туслашсан ухмах пулăнĔ вăрăпа туслашсан вăрă пулăн.
 
9-мĕш слайд.
Ӳкерчĕке «Илюкпа Натали», «Çутă малашлăх» е «Шанăç» ятсем пама пулать. Ачасем тĕрлĕ ятсем сĕнме пултараççĕ, камăн ячĕ тÿрре килет, çавăн шухăшне тетраде çырса хуратпăр.
 
Слайдсемпе ĕçлесе пĕтернĕ хыççăн ачасем ушкăнсем çине уйрăлса повеçри сăнарсене хĕвеллĕ кластер туса хак параççĕ. Ку ĕçе пур вĕренекене те явăçтарма тăрăшмалла. Тишкермелли сăнарсем: Матви пиччĕш, Чалăшшипе Матрос, Илюкăн амăшĕ, Нина Васильевна, Илюкпа Натали. Тĕслĕх вырăнне Илюк сăнарне класпа пĕрле хакламалла.
 
Илюк сăнарĕ
 
 
 
 
 
 
Сăнарсене хак панă хыăăçн ачасемпе «Чунна ан сут» сценка пăхатпăр.
Чунна ан сут
(Кĕске пьеса)
 
СĂНАРСЕМ:
АНДРЕЙ — киревсĕр ĕçсем тума юратакан ача.
САША — Андрей юлташĕ.
ЛЕНА — вĕсен тантăшĕ.
ИВАН ПЕТРОВИЧ — класс ертÿçи, истори учителĕ.
АЧАСЕМ.
 
Пĕрремĕш курăну (8-мĕш класс ачисен кабинечĕ. Пысăк тăхтав вăхăчĕ. Андрейпа Саша кабинет варринче тăраççĕ.)
АНДРЕЙ. Никам та çук чухне мĕн тумалла-ши, камăнне мĕн вăрламалла. А-аха, Лена сумкине укçа чиксе хунине асăрхарăм, тен, çавна кăларса илес. Никам та пĕлмĕ.
САША. Кăларса илер мар-ха, хамăрах япăх пулĕ.
АНДРЕЙ. Эсĕ нумай ан калаç, илтрĕн-и.
САША. Ну, Андрей, кирек мĕн хăтлан, саншăн явап тытмастăп.
(Андрей Лена сумкине ухтарма пулçлать.)
АНДРЕЙ: Акă тупрăм. 300 тенкĕ (укçана кĕсйине чикет). Тухса тарар ыттисем сиситчен.
 
Иккĕмĕш курăну. (8-мĕш класра урок пырать.)
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Сывлăх сунатăп, ачасем, Андрейпа Саша курăнмаççĕ, килмен-им вĕсем.
ЛЕНА: Эпир апат çиме кайсан вĕсем класрах юлчĕç.
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Апла, ыран вĕсемпе калаçăп. Халĕ урока пуçлар.
ЛЕНА: Ман укçана кăларса илмен-ши вĕсем. Пăхам-ха сумкăна. Ой, чăнах та, вĕсем илнĕ пулас, укçа çук.
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Лена, сана мĕн пулнă, çĕнĕ темăна та итлеместĕн. Ас ту, кайран зачет памалла пулать.
ЛЕНА: Иван Петрович, эпĕ пĕлетĕп Андрейпа Саша мĕншĕн урокра çуккине. Вĕсем ман укçана кăларса илнĕ пулас.
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Кун пек май çук. Нумай пулмасть ручка ыйтмасăр илнĕ, ĕнер кĕçĕн класс ачине кÿрентернĕ, паян укçа вăрланă. Мĕнле япала ку.
Алăка шаккани илтĕнет. Андрейпа Саша кĕреççĕ.
АНДРЕЙ: Урока кĕме юрать-и.
САША: Кĕме юрать-и.
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Кĕрĕр. Анчах мĕншĕн кая юлса килнине ăнлантарса парăр, унтан иртсе ларма пултаратăр.
АНДРЕЙ: Кайса килмелли пурччĕ.
САША: Манăн та кайса килмелли пурччĕ те.
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Елена Васильева укçине эсир кăларса илнĕ-и, тавăрса парăр каялла.
АНДРЕЙ: Эп илмен.
ЛЕНА: Суйса ан тăр. Халех пар укçана.
САША: Андрей, ан тун, пар укçине.
АНДРЕЙ:(Сашăна). Юлташ те вара сана. Сутăнчăк.
ИВАН ПЕТРОВИЧ: Тĕррĕссине калаканĕ мар, чунне укçашăн сутакан çын – сутăнчăк. Çавна çамку çине картса хур. Чунна ачаллах ултав çулĕ çине ан тăратăр, чысна ан çухатăр.
Андрей чĕтрекен аллисемпе кĕсйинчен укçа кăларса парать.
АНДРЕЙ: К-к-к-к-к-а-а-ç-ç-çарăр, тархасшăн....
Вĕçĕ.
Пьесăна курса пĕтернĕ хыççăн ачасене ыйту пама юрать.
– Икĕ юлташран хăшĕ хăйĕн йăнăшне ăнланса илнĕ-ши. Мĕншĕн апла шутлатăр.
«Юманлăхра çапла пулнă» хайлава тишкернĕ, сăнарсене хак панă хыççăн ачасемпе чыс сăмахăн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăратпăр.
Мĕн-ши вăл чыс.
Ачасене «Чăвашла-вырăсла словарьпе» ĕçлеттерни, чыс сăмахăн пĕлтерĕшне туптарни. Чыс сăмахпа предложенисем туни.
Урока ребуспа усă курса пĕтĕмлетме юрать. Ребуса тĕрĕс вуласан ачасене вĕрентсе калакан ваттисен сăмахĕ вуланать (Ялан ăспа çÿрĕр).
Киле ĕç.
«Чыс тенине мĕнле ăнланатăп» ятлă хайлав çырса килмелле.
■ Кошелева Юлия Васильевна.
Йĕпреç районĕнчи Липовкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен

 
: 6715, Хаçат: 5 (5), Категори: Воспитани ыйтăвĕсем

Комментарисем:

Галина Анатольевна (2012-11-21 15:28:32):
Тавтапуç! Питĕ лайăх ĕç, урокра усă куратпăрах. Сире сывлăх сунатăп тата малалла ĕçлеме.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: