Мулюкова Елена Александровна |
Урок теми: Ан тĕлĕр, ан йăнăш, ан кÿрентер!
(А.Терентьевăн «Ехрем хуçасем» калавĕ тăрăх – вырăс шкулĕнчи 8-мĕш класара ирттермелли урок).
Урок тĕллевĕсем: 1) палăртнă темăпа ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси; 2) текстăн ÿкерчĕклĕ планне тăвасси; содержанине каласа пама хăнăхтарасси; 3) чăваш чĕлхине, тăван халăха юратмалли, ĕçчен те пултаруллă пулас туйăма вăйлатасси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: «Ехрем хуçасем» презентаци материалĕ, ваттисен сăмахĕсене йĕркелемелли картăчкăсем, альбом листисем, фломастерсем, А.Терентьевăн «Чебоксары и чебоксарцы. Записки краеведа» – Чебоксары, 2001 кĕнеки.
Çĕнĕ сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем: тĕпĕ-йĕрĕпех (дотла), тĕн йăли-йĕрки (религиозные обряды), асăн (поминать, помянуть), тÿлевсĕр (бесплатно).
Урок юхăмĕ
I. Класа урока йĕркелени.
II. Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни.
III. Иртнĕ урокра вĕреннине тĕрĕслесси.
1. Ыйту-хурав:
– Иртнĕ урокра мĕнле текст вуларăмăр?
– Чăвашсем камсене Ехрем хуçасем тенĕ?
– Ехрем хуçасен таврашĕ (йăх-тĕпĕ) хăш ялтан тухнă?
2. Презентаци материалĕпе ĕçлесси.
1-мĕш слайд. Ехрем хуçасен йăх-тĕпĕ çинчен слайдпа усă курса калаттарасси.
2-мĕш слайд. Ехрем хуçасен çемье сăн ÿкерчĕкĕ. 1. Прокопий Ефремов. 2. Прокопий Ефремов Екатерина мăшăрĕпе. 3. Прокопий Ефремов мăшăрĕпе, хĕрĕсемпе, ывăлĕпе.
3-мĕш слайд. Ехрем хуçасен çурчĕсем: Сергей Прокопьевич пурăннă çурт. Ку çуртра нумай вăхăт Ленин музейĕ ĕçленĕ. Халĕ выставка центрĕн музейĕ.
4-мĕш слайд. Ехрем хуçасен çурчĕсем: Николай Прокопьевич пурăннă çурт. Çак çурта 1910-мĕш çулта лартнă. Хăй вăхăтĕнче кунта ача çурчĕ, ЗАГС, писательсен Союзĕ вырнаçнă, халĕ – ЧНК.
5-мĕш слайд. Ехрем хуçасен çурчĕсем: Федор Прокопьевич пурăннă çурт. Çурта 1911-мĕш çулта Атăл хĕррине лартнă. Совет тапхăрĕнче кунта СНК (совнарком), Çар Совечĕ, М.Горький ячĕллĕ библиотека вырнаçнă, халĕ – ÿнер музейĕ.
3. Ыйту-хурав:
– Ехрем хуçасен хăма завочĕ пирки мĕн ас тăватăр?
Пĕтĕмлетни: Апла пулсан, Ехрем хуçасем халăхшăн тăрăшнă, вĕсене май çитнĕ таран пулăшнă, лайăх ĕçлекенсене çурт та лартса панă.
Тата мĕнле ырă ĕçсем тунă-ха вĕсем? Ун çинчен калавăн малалли пайне вуласа пĕлĕпĕр.
IV. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.
1. Текстпа ĕçлени.
а) Çĕнĕ сăмахсемпе паллаштарасси.
ă) Текста пайăн-пайăн сасăпа вуласси, мĕнле ăнланнине кĕскен ыйту парса тĕрĕслесси. – Ку пайра мĕн çинчен каланă?
б) Текста эпизодсем çине пайлани, сăмахлă е ÿкерчĕклĕ план тăвасси, ят парасси.
Кашни ушкăн текстăн пĕрер пайне вуласа ÿкерчĕк тăвать, ят парать.
6-мĕш слайд. План: 1. Ырă ĕç (пулăшу).
2. Ырă кăмăллăх (благотворительность).
3. Ырлăх хăварни (пурлăх, еткер – наследство).
4. Халап.
в) Ÿкерчĕксемпе усă курса слайдсем тăвасси, каласа пама вĕрентесси.
V. Çирĕплетни.
1. А.Терентьев çырса кăларнă «Чебоксары и чебоксарцы» кĕнекен страницисемпе паллаштарасси.
286-мĕш стр. «… У Ефремовых были торговые конторы в Париже и Лондоне. Однажды Ефремов (который?) собрался поехать в Лондон. На судно поднялся в лаптях, а перед сходом на берег одел сапоги…»
«… Рассказывали еще, что Ефремов по Волге совершал деловой вояж. Он сел в каюту 1 класса. Знатные пассажиры не скрывали своего возмущения, что какой-то чувашин в лаптях щеголяет по верхней палубе, потребовали от владельца парохода высадить нахала. Все это дошло до купца – и он на одной из остановок оформил покупку судна. Владелец объявил об этом пассажирам и во исполнение воли покупателя попросил покинуть каюты…»
– Хăше тĕрĕс, хăшне шутласа кăларнă кунта? Чухăн хресченсем çакан евĕрлĕ халапсемпе хăйсене лăплантарнă. Вĕсене пуйса çитнĕ хуçасем хăйсем тухнă тымартан вăтанманни йăпатнă.
2. Калаçу.
– Эпир, чăвашсем, Ехрем хуçасемпе мухтанма пултаратпăр. Вĕсем чухăн та ăслă çынсене «ура çине тăма» пулăшнă, инкеке лекекене пăрахман.
Ехрем хуçасем чылай çурт лартса хăварнă, вĕсенчен нумайăшĕ паян кун та халăха усă кÿреççĕ.
Ехрем хуçасем ĕçлесе тупнă укçана ĕçсе пĕтермен, пухнă. Çав вăхăтрах хăйсем чăваш йăхĕнчен тухнине манман, чăваш тумне, çăпата тăхăнма вăтанман, чăвашлах калаçнă. Çавăнпа та чăваш халăхĕн асĕнчен Ехрем хуçасем манăçмаççĕ.
Çапла пулмалла та. Хамăр атте-анне чĕлхине юратмалла, манмалла мар, тăван халăха хисеплемелле, пĕр-пĕрне кирек хăçан та пулăшмалла, мĕншĕн тесен… (ачасем калаçăва малалла тăсаççĕ.)
3. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси.
7-мĕш слайд. Панă сăмахсенчен ваттисен сăмахĕ йĕркелемелле, тетраде çырса хумалла.
1) Çук, ырă, кÿни, йывăç, çимĕç, усал.
2) Ырă, юлать, йывăç, ят, вилсен.
8-мĕш слайд. 1) Ырă йывăç усал çимĕç кÿни çук (Хорошеее дерево не приносит дурных плодов). 2) Ырă çын вилсен ят юлать (Достойный человек умирает – добрая слава остается).
Пĕтĕмлетни.
1. Ехрем хуçасен çемье девизĕпе паллаштарасси.
9-мĕш слайд. Ан тĕлĕр, ан йăнăш, ан кÿрентер! (Не дремли, не плошай, не обижай!)
2. Ыйту-хурав:
– Урокра кам çинчен калаçрăмăр?
– Ехрем хуçасем пире мĕнле пулма вĕрентеççĕ? (Ĕçчен, ырă кăмăллă, тăван чĕлхене, халăха юратма, хисеплеме, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентеççĕ).
VI. Ачасен ĕçне хакласси.
VII. Киле ĕç парасси. Ÿкерчĕклĕ планпа усă курса текст содержанине каласа пама хатĕрленмелле.
Усă курнă литература:
1. А.Терентьев Чебоксары и чебоксарцы. Записки краеведа. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001
2. Ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем. Чувашские пословицы, поговорки и загадки. – 2-мĕш кăларăм. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2004.
3. Печников О.И., Печникова М.Н. Чувашское слово: Учебник чувашского языка для 8 класса русской школы. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009.