Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Надежда Шандимирова
Надежда Шандимирова
 
Уçă урок конспекчĕ.
 
Урок теми: Кÿртĕм сăмахсемпе предложенисене чарăну паллипе уйăрасси.
Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна ăнлантармалли урок
Вĕрентÿ тĕллевĕ: кÿртĕм сăмахсемпе предложенисене чарăну паллипе уйăрма хăнăхтарасси; шухăшлава аталантарасси; ачасен тавра курăмне ÿстересси;
Воспитани тĕллевĕ: çут çанталăка упрама вĕрентесси
Словарь ĕçĕ: вирьял, халантăр, папай
Урокра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем: компьютер, интерактивлă доска, проектор.
Урок тапхăрĕсем
1 тапхăр: йĕркелÿ тапхăрĕ
Ачасене урокра тимлĕ итлеме хатĕрлесси;
Урокра кам пуррипе çуккине паллă тăвасси;
Урок тĕллевĕпе паллаштарасси;
 
2 тапхăр: Иртнĕ урокра мĕн вĕреннине аса илесси
а) ыйтусем çине хуравлани:
1.Мĕнле сăмахсене кÿртĕм сăмахсем теççĕ?
Калаканни хăйĕн шухăшне мĕнле хакланине палăртакан сăмахсене кÿртĕм сăмахсем теççĕ.
2. Калаканни хăйĕн шухăшне мĕнле хакланине тата мĕнсемпе палăртаççĕ.
Хуравĕ: Татăксемпе.
3. Кÿртĕм сăмахсен пĕлтерĕшĕсене каласа тухăр?
Хуравĕсем: 1) калаканни хăй шухăшĕ çине епле пăхни(çирĕплетни, иккĕленни, кăмăлллани т.ыт.те);
2) шухăша пĕтĕмлетнине палăртни;
3) шухăш йĕркине палăртни;
4) сăмах е шухăш камран тухнине палăртни;
ă)Тĕрĕслев ĕçĕ. Предложенири кÿртĕм сăмахсене йĕр туртса палăртăр.
I 1. Коля тыткăна лекнĕ пулас ахăр. 2. Хăй Сахрун ятлă имĕш. 3. Тĕрĕс, юрамасть паянхи кунпа çеç пурăнма. 4. Сăмах май каласан, кун пек пуласса эп тахçанах сиснĕ. 5. Амăшĕн шучĕпе, унăн ывăлне такам элеклесе тăкнă.
II Точкăсем вырăнне хăвăр шухăшпа тивĕç кÿртĕм сăмахсене кĕртсе лартăр.
1. … епле ырă кăмăллă çын иккен Кантюк папай. 2. …малашне çамрăк салтаксен пурнăçĕ улшăнĕ. 3. …, … кун пек канашлăва ирттерни аван. 4. … юратнă ĕс çынна чăн-чăн телей кÿрет.
Кĕртесе лартмалли сăмахсем: пĕр енчен, ман шутпа, чăн та, паллах, эппин.
б) Ачасемпе пĕрле тĕрĕслев ĕçне тĕрĕслесе хăваратпăр. Ăна тĕрĕслеме слайд тунă.
 
3 тапхăр: Çĕнĕ темăна ăнлантарасси
а) сказуемăй çинчен аса илесси
Мĕн вăл сказуемăй? (Подлежащин ĕçне е пĕр-пĕр паллине кăтартса мĕн тăвать? мĕн вăл? мĕнле вăл? ыйтусенче тăракан тĕп члена сказуемăй теççĕ). Сказуемăй ытларах сăпатлă тата сăпатсăр формăри глаголтан пулать. Ытти пуплев пайĕсенчен те пулма пултараççĕ.
ă) çĕнĕ темăна вĕрентни
1. Сказуемăй умĕн тăнă чух кÿртĕм сăмахсене запятойпа уйăраççĕ. Тĕслĕх: Телее, пире часах пĕр машина хуса çитрĕ.
2. Сказуемăй хыççăн унпа юнашар тăнă чух кÿртĕм сăмахсене запятойпа уйăрмаççĕ. Тĕслĕх: Автобус вăхăтра çитеймест курăнать.
3. Сказуемăй хыççăн унпа юнашар маар чухне кÿртĕм сăмахсене запятойпа уйăраççĕ. Тĕслĕх: Мана вирьял хĕрĕсен тумĕ пит килĕшет халь, тупата.
4. Кÿртĕм предложенисене икĕ енчен те запятой е тире лартса уйăраççĕ е скобка ăшне хупаççĕ. Тĕслĕх: Анчах та - тĕрĕссипе калас пулать – нумайăшĕ çакăн пек сĕнÿсене хирĕç пулнă.
5. Кÿртĕм сăмахсенчен хăшĕ-пĕри пĕр-пĕр кĕçĕн членпа кăна çыхăнма пултарать. Ун пек чухне çав кĕçĕн члена кÿртĕм сăмахпа пĕрле предложенири ытти сăмахсенчен запятойпа уйăраççĕ. Тĕслĕх: Укол тунă хыççан пулас, аманнă çын вăрăммăн сывласа ячĕ.
6. Кÿртĕм предложение уйрăм предложени пек йĕркенленнĕ чух скобкăна хупаççĕ, чарăну паллине скобка ăшнех лартаççĕ. Тĕслĕх: Такам ăна пуçĕнчен çатлаттарнă. (Тен, пан улмийĕ улмуççи тăрринчен çапла ÿкнĕ.)
7.Содержание кура кÿртĕм предложени хыççăн ыйту е кăшкăру палли лартма юрать. Тĕслĕх: Йăли ĕмĕртен пырать мар-и (тĕнче куртăр – тĕлĕнтĕр, халăх куртăр – халантăр!) купăсçă пĕртте çынсем çине пăхмасть.
8. Кÿртĕм сăмахсем сказуемăйпа кăна мар, предложени шухăшĕпе пĕтĕмĕшлĕн çыхăннине кăтартма сказуемăй хыççăн унпа юнашар тăнă чух та вĕсене запятойпа уйăраççĕ. Кун пек чухне кÿртĕм сăмахсене интонации те уйăрать. Тĕслĕх: Ванюкĕ ирхи апат çирĕ те ĕçе тухса кайрĕ, бригадир темерĕн.
 
Кану саманчĕ.
Атьăр-ха кăштах канса илер.
Эпир кăштах ывăннă алăсене вылятар
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăватă,
Пиллĕксем çине куçар.
Харăс-харăс пит хаваслăн
Пилĕксене авкалар.
Ăс пухмашкăн пуçсенене те
Каллĕ-маллĕ сулкалар.
Куçсем ялан сывă пулччăр,
Вĕсем çинчен манар маар.
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăватă,
Малалла ĕçлер, ларар.
 
4 тапхăр: Çирĕплетÿ тапхăрĕ
а)Хăнăхтарусен пуххинчи 173 –мĕш хăнăхтару. Предложенисенче тивĕçлĕ чарăну паллисем лартăр. Сăлтавне ăнлантарăр. Таткăсене тĕрĕс çырăр. Кÿртĕм сăмахсене тата вĕсемпе пĕр шайра тăракан татăксене палăртăр.
Çур сехетлĕхе эппин кĕрсе курам-ши? (Г.Кр.) 2. Çыннине чăнах та пăшал кирлĕ пулма пултарать.(Н.Макс.) З. Уроксем хыççăн пирĕн пата кайăпăр эппин.(Н. Тевет.) 4. Укçа хальлĕн хыпма хатĕр эсĕ тупата. (А.Пав.) 5. Сăмах май каласан автор калавĕнчи чĕлхе тирпейлĕхĕ кăмăла килет. (Ю.Арт.)
 
ă)174-мĕш хăнăхтару . Кирлĕ çĕре чарăну паллисем тĕрĕс лартăр. Мĕншĕн апла е капла лартнине калăр. Куртĕм сăмахсене тата вĕсен пĕлтерĕшĕпе усă курнă татăксене палăртăр.
1. Çав тĕттĕм каçхине Мĕтĕк Çеменне тытса кайнă иккен. 2. Паллах хытă турткаларĕç, вăйлă пĕçерккĕ пачĕç мана. (В.Алент.) З. Эпĕ хамăр килте çиччĕмĕш ача пулнă иккен. (Ст.Ас.) 4. Сăмахран писатель этем характерĕнчи çитменлĕхсемпе хитре марлăхсене яланах асăрханса питлет. (Ю.Арт.) 5. Философ калашле пĕр шыва икĕ хут кĕреймĕн. (П.Ем.) 6. Атте вара халех калатăп сана çакăнтан ниçта та каймасть. (Г.Еф.) 7. Пракух тăпри çăмăл пултăр! çывăрмарĕ вара. (А.Ем.) 13. Кравчук пушăтран çыхса тунă пукан çине ларса чĕлĕм тивретсе ячĕ пăлханнă чух вăл яланах чĕлĕм туртнă. (ЛАгак.)
б) Пуплеве аталантарни.
Ÿкерчĕксемпе усă курса эсир çут çанталăк тусĕ пулнине кăтартакан кÿртĕм сăмахлă 5 предложени çырăр.
 
5 тапхăр Урока пĕтĕмлетни
Паянхи урокра вĕреннине пĕтĕмлетсе хăварар-ха. Мĕн çĕннине пĕлтĕр.
 
6 тапхăр Киле ĕç пани
Правилăсене вĕренме, 4-мĕш хăнахтару çырса пурнăçлама
■ Надежда Шандимирова.
Юнкăри вăтам шкул
 
: 3529, Хаçат: 5 (5), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: