Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Тăтăшлăх сăмахсарĕсем тĕрлĕ пулаççĕ: чĕлхере (е пĕр-пĕр текстра, текстсенче) тĕл пулакан тымар сăмахсен, е сăмах формисен, е сăмах майлашăвĕсен тăтăшлăх словарĕсем. Сăмахсарта вĕсене тăтăшлăхне кура та, алфавит тăрăх та вырнаçтараççĕ.
Чĕлхе наукинче мĕн тума кирлĕ ун пек словарьсем?
Чăн малан, статистика лексикографинче (чăваш чĕлхинче ку ăслăлăх вăй илсе кăна пырать-ха) сăмахсен тăтăшлăхĕ вĕсемпе усă курнине кăтартса паракан чи паллă кăтарту шутланать. Унăн кăтартăвĕсемсĕр эпир ку е леш сăмахăн чĕлхери вырăнĕ пирки тĕплĕн нимех те калама пултараймастпăр.
Иккĕмĕшĕ, чĕлхери сăмахсен тăтăшлăхне тĕпчени пире унăн шалти тытăмне компьютер чĕлхи çине куçарма (тĕпчев алгоритмĕсем хатĕрлеме, ятарлă программăсем çырма) пуçламăш майсем туса парать.
Виççĕмĕшĕ, юлашки çулсенче çĕнĕ чĕлхе вĕрентес ĕçре тăтăшлăх словарĕн кăтартăвĕсемпе ытларах та ытларах усă кураççĕ.
Çÿлерех каланине шута илсен, чăваш чĕлхин тăтăшлăх сăмахсарне хатĕрлес ыйту хальхи вăхăтра чи кирлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăрать темелле. Ку тăван чĕлхемĕре тарăннăн тата пур енлĕн тĕпчеме те (вăл шутра хальхи шутлав хатĕрĕсемпе усă курса та), чĕлхе вĕрентĕвне лайăхлатма та пулăшĕ.
Çаксене тĕпе хурса шăпах чăваш чĕлхин тăтăшлăх словарьне компьютерпа усă курса ăсталас кăмăл çуралчĕ те ĕнтĕ. Чăваш чĕлхин тăтăшлăх словарьне тăвас ĕмĕт тахçанах пулнă. Ку ĕçе темиçе хутчен те пуçăнса пăхнă. Студент чухне поэзи чĕлхин тăтăшлăх сăмахсарне хатĕрлесе курс ĕçĕ те çырса хÿтĕленĕччĕ. Ун пек ĕç "Нарспи" поэма тăрăх пуррине пĕлетĕп. Ăна Чăваш патшалăх педагогика институтĕче хатĕрленĕччĕ тахçан. Хальхи вăхăтра Интернетра тĕл пулакан чăваш сăмахĕсен тăтăшлăхне тупма пулать, ăна Николай Плотников (Чăваш халăх сайчĕ) хатĕрленĕччĕ.
Ку ĕçе малалла аталантармалла. Çине тăрса ĕçлемелле. Чăваш чĕлхине тĕпчес ĕçре статолингвистика енĕпе те ытларах ĕç тумалла.
Тăтăшлăх словарьне ку е леш сăмахпа текстсенче миçе хутчен усă курнине шута илсе йĕркелеççĕ. Паллах ĕнтĕ, текстсен калăпăшĕ тата тематика анлăшĕ мĕн чухлĕ пысăкрах та анлăрах - çавăн чухлĕ тăтăшлăх кăтартăвĕсем тĕрĕсрех пулаççĕ. Çавăнпа та тăтăшлăха виçнĕ май тематика пайĕсем, вĕсен калăпăшĕ пирки тĕплĕн шутлама тивет. Хальлĕхе словаре илемлĕ литература произведенийĕсене (пĕтĕмпе 1 теççетке ытла кĕнеке, 700 пине яхăн сăмах) тата республикăра, ун тулашĕнче тухса тăракан кулленхи хаçат-журналăн 2012 çулта тухнă хăш-пĕр номерĕсене (600 пин сăмаха яхăн) кĕрнĕ. Çапла вара 1 миллион та 300 пин ытла сăмах кĕнĕ тишкерÿ базине.
Тăтăшлăх словарĕнче пĕтĕмпе 100 пине яхăн сăмахпа сăмах форми. Вĕсенчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ 2 е ытларах хут тĕл пулать. Иккĕ виççĕмĕш пайĕ 1 хутчен кăна.
Малтанхи 100 сăмах форми текстăн 20 процентне хуплать, 1000 сăмахĕ - текстăн 48 процентне, 3000 сăмах - 63 процентне.
Ку кĕске статьяра çавăн пекех тăтăшлăх сăмахсарĕнчи малтанхи 100 сăмаха илсе парасшăн.
Пирвайхи 100 сăмахăн тăтăшлăхĕ
Пирвайхи 100 сăмахăн тăтăшлăхĕ
Паллах, ку кăтартусем сăмахсарпа малалла ĕçленĕ май улшăнма пултараççĕ. Хальлĕхе словарь шутне халăх сăмахлăхне, наукăпа публицистика тексчĕсене кĕртмен. Вĕсене илсен словарьти сăмахсен йышĕ те чылай ÿсмелле.
Словарьпе ĕçленĕ май чăваш чĕлхинчи сас паллисене тăтăшлăхĕ те интереслентерчĕ. Ку ĕçе вĕçленĕ хыççăн унăн кăтартăвĕсене вырăс чĕлхинчипе танлаштарса пăхни кăсăк пек туйăнчĕ. Таблицăпа хăвăр тĕллĕн паллашма пултаратăр.
Сас паллисен тăтăшлăхĕ
Сас паллисен тăтăшлăхĕ
Юлашкинчен, вырăс чĕлхинчи сăмахсен вăтам вăрăмăшĕ 5,4 саса палли пулнине палăртаççĕ ăсчахсем. Чăваш чĕлхинчи сăмахсен вăтам вăрăмăшĕ, пĕтĕм тектсене компьютер витĕр кăларсан, 5,7 сас паллипе танлашрĕ.
■ Владимир Андреев.
"Шкулта" журнал редакторĕ.
 
: 3070, Хаçат: 5 (5), Категори: Чăваш чĕлхи

Комментарисем:

Влад (2012-11-01 20:05:14):
Тавтапуç, питĕ интереслĕ информаци.

Микулай (2012-11-07 00:15:33):
Ман шутпа тишкернĕ чухне юнашар тăракан икĕ пĕрешкел хупă сас паллие пĕр сас палли пек пăхмалла (вăрăм сасă пек шута илсе), вара, тен, саспаллисен тишкерĕвĕ те чылай улшăнĕ.

admin63 (2012-11-07 09:25:33):
Чăваш графикине вăрăм сасса палăртакан сас паллисем кĕртмен-ха хальлĕхе, кĕртсен - шутлама пулать.

Виноградов Ю.М. (2012-11-07 16:03:41):
Куртĕм пая якаткаламалла, турлетмелле. Тĕслĕхрен, иккĕмĕшĕ, виççĕмĕшĕ кÿртĕм самахсем пур - пĕрремĕшĕ тени çук. Кĕртнĕ тес вырăнне кĕнĕ тенĕ. Тĕплĕнрех çырмалла пуль. Микулай çырнинче ман шутпа кÿртĕм самаха чарăну паллисемпе уйрăмлатмалла. Сас паллие тени - грамматика йăнăшĕ. Сас паллине темелле. Сĕтел урие, сысна çурие темеççĕ вĕт. П.Я.Яковлев чĕлхеçĕ шухăшĕпе, икĕ хупă сас палли çыракан сăмахсенче пĕрешкел сасăсем юнашар вырнаçса йĕкĕрленеççĕ. Çавăнпа кашни сас палли пĕр сасса пĕлтерет. Икĕ пĕр пек сас палли пĕр сасса пĕлтерес пулсан - ку сасă икке пайланмĕччĕ. Тĕслĕхсем: ат-те, ан-не, кук-ка, халь-лĕхе, ахаль-лĕн.

Микулай (2012-11-13 16:24:41):
Юрий Михайлович, ман сирĕнпе пĕртте килĕшес килмест. Хупă саспаллисен йĕкĕрĕшне çыру чĕлхипе ăнлантарса пани ман шутпа вырăнсăр. Сасă вăрăмланăвĕ вăл. Ытарах чухне. Йĕркерен йĕркене куçармалли правилăна тĕпе хурса ăнлантарса пама хăтланнă чухне пĕр япала пирки манмалла мар — эпир сыпăкăн-сыпăкăн калаçмастпăр. Тен, тĕрĕсрех, «ку-кка» пулĕ? Сăмаха пĕр йĕркерен тепĕрне куçарнă чухне, паллах, «кук-ка». «Сасса» сăмахах илес — кунта тĕпĕ «сасă», «сасса» сăмахăн афиксĕ — «-а», «-са» мар. Çавăнпа та сирĕн шухăшпа пĕрре те килĕшессĕм çук.
//«саспаллие» пирки — кунта калаçу вырăнĕ. Хам сăмаха епле майламаллине хамах чулăп ĕнтĕ. Статья çырас пулсан, паллах, «сапаллине» çырăп.


Микулай (2012-11-13 16:27:35):
Эх, йăнăшсем кайрĕç... Лайăхах вуларăм терĕм те çавах юлнă иккен: «ытарах» мар, «ытларах»; «чулăп» мар, «чухлăп»; «сапаллине» мар, «саспаллине».

Migulaj (2012-11-29 19:28:23):
Чăваш чĕлхине Çĕр çинче çăлса хăварас тесен нумаях та тумалла мар. Ăна ытти çĕршывсенчи пек тăван чĕлхене хӳтелес ĕçсене çеç туса пымалла. Вĕсенчен чи кирлисем:
1. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче (çĕршывĕнче) тепĕр 5 çултан тĕп чĕлхе пулать текен саккуна йышăнса çирĕплетмелле. Çав 5 çул хушшинче Патшалăх çурчĕсенче, шкулта, суту-илӳре ĕçлекенсен кам чăвашла пĕлмест чăваш чĕлхине вĕренмелле те экзамен памалла. Çавăнта ĕçлекенсен чăваш чĕлхине çителĕклĕ шайра пĕлет текен хут пулмалла. Кам чăваш чĕлхине пĕлмест вĕсем çав вырăнта ĕçлеме пултараймаççĕ
2. Ун хыççăн чăваш чĕлхине сыхлакан (тĕрĕслекен) инспекци тумалла. Çав çуртсенче ĕçлекенсем чăваш чĕлхипе усă курмаççĕ пулсан вĕсене малтан штраф памалла тата тепре тытсан ĕçрен кăларса ямалла. Штрафĕ пĕчĕк пулмалла мар.
3. Чăвашсен Аслă Канашĕнче, судра, шкулта тата ытти Патшалăх çурчĕсенче халех ырана хăвармасăр чăваш чĕлхипе усă курма тытăнмалла.
4. Шкул программине улăштармалла. Унта чи кирли чăваш чĕлхи тесе палăртмалла. Кам чăваш чĕлхине вĕренмест е япăх вĕренет тепĕр класа куçармалла мар. Чăваш республикинчи Аслă шкула, техникума вĕренме кĕрес экзамен чăваш чĕлхипе пулмалла.
5. Чăвашсен инçекуравне (television), радиова аталантармалла. Инçекуравĕ 10 сехетрен кая мар, радио чăвашла çĕрĕн-кунĕн (24 сехет) ĕçлемелле.
6. Рекламăсем пысăк саспаллипе чăвашла, ют чĕлхепе пĕчĕк саспаллипе пулмалла.


Migulaj (2013-03-19 21:18:05):
Кунта эпĕ çырнине никам та ăнланман пулĕ?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: