Ĕçре чухне те, йывăр самантра чун кÿтсе килсен те пĕртен-пĕр савăнăç, савăнăç – юрăра. Юрă – ĕçри йывăрлăха та сирет, ĕшеннĕ хыççăн пĕртен-пĕр канăç-юрă. Савăнăçлă уявсенче вара- юррăн вĕçĕ-хĕрри те çук, пĕтĕм тĕнче илемĕ-юрă.
Авалтанах этемсем каланă: тĕнчери мĕнпур чечек илемлĕ, вĕçен-кайăк юрри-кĕвви этем çине ÿкĕ, тенĕ. Чăн та вăл çапла: халĕ этем хитререн- хитре илемлĕ тăхăнма тăрăшать, композиторсем мĕнпур юрă-кĕвве магнитофонпа çырса илеççĕ. Кирлĕ пулсан, ăна тĕрлĕрен пластинкăсемпе радиопа, симĕс экрансемпе те халăха парнелеççĕ.
Чăвашсен юрри-кĕввисем кашниех хăйне хурăм кĕвĕллĕ. Сăмахран: вăйă юрри, туй юрри, çĕнĕ хăта тата ĕçкĕ-çикĕ юррисем. Чăн хурлăхлă юрă-салтак юррисем. Юрă янăравлă та пĕр тикĕс ритмăлантăр тесе ой тата эх сыпăксене хушаççĕ. Халăх хушшинче анлăрах сарăлнă чăвашсен юррисенчен хăш-пĕр сыпăксенчен паллăраххисене, Василий Ваçман çырса илнĕ.
![]() |
| Маркова С. И. |
