Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Урок теми: «Юман»
Воспитани тĕллевĕсем: Çут çанталǎка упрама вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: Юман çинчен вуласа ǎнланасси, пуплевре йывǎç, кǎмпа ячĕсене çирĕплетесси, сǎмахсен антонимне тупасси,
Аталантару тĕллевĕсем: Çыхǎнуллǎ пуплеве, шухǎшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хǎнǎхĕвĕсене аталантарасси, сǎмах йышне пуянлатасси.
 
 
План:
I. Сывлǎх сунни. Урок темипе, тĕллевĕпе паллаштарасси.
II. Фонетика зарядки.
III. Çĕнĕ сǎмахсемпе паллаштарни.
IV. Тектпа ĕçлени.
V. Кластер туни. Юманран мĕн-мĕн тǎваççĕ?
VI. ЧР карттипе ĕçлени.
VII. Физкультура саманчĕ.
VIII. Кǎмпа ячĕсене аса илни, кроссворд тултарни.
IX. Калейдоскоп шутлани. Ваттисен сǎмахне тупни.
X. Сăмахсен антонимсене тупни. Ваттисен сǎмахне тупса ǎнлантарни.
XI. Киле ĕç пани.
XII. Урока пĕтĕмлетни, ачасен ĕçне хаклани.
 
 
Урок юхǎмĕ.
I. Сывлǎх сунни. Урок темипе, тĕллевĕпе паллаштарасси.
Ырǎ кун пултǎр, пурне те. Мана Валентина Павловна тесе чĕнеççĕ. Паян эпир сирĕнпе пĕрле ĕçлĕпĕр, тĕрлĕ ĕçсем пурнǎçласа хамǎр чǎваш чĕлхине мĕнле пĕлнине кǎтартса парǎпǎр. Халĕ сирĕнпе тепĕр майлǎ сывлǎх сунатпǎр. Эпĕ хĕрсене аван-и, хĕрсем, тесессен, аванах. В,П, тесе калǎр, каччǎсене салам, каччǎсем, тесессĕн, салам, В.П. тейĕр.
Аван-и, хĕрсем?(Аванах, В.П.). Салам, каччǎсем! (салам, В.П.)
- Паян эпир сирĕнпе тепĕр йывǎçпа паллашǎпǎр. Мĕнле йывǎç-ши ку? Пĕлĕр.
Мана çеç таять пуçне вǎрман
Ма тессессĕн эп – патша …(юман)
 
- Тĕрĕс, эпир паян юман çинчен вуласа пĕлĕпĕр. Юманпа ĕлĕк мĕнле усǎ курни çинчен калаçǎпǎр, йывǎç, кǎмпа ячĕсене аса илĕпĕр, сǎмах йышне пуянлатǎпǎр
 
II . Фонетика зарядки.
 
вǎрǎ – вǎрри
хупǎ – хуппи
вулǎ - вулли
çулçǎ – çулçи
çеçке – çеçки
çимĕç – çимĕçĕ
тымар – тымарĕ
чечек – чечекĕ
хǎвǎл – хǎвǎлĕ
турат – турачĕ, туратти
 
- халĕ çак сǎмахсене слайд çине пырса çыпǎçтарǎр.
 
 
- чǎвашла куçарǎр: дубовый лист, ветка дуба, плод дуба, кора дуба, ствол дуба, дупло дерева, цветы дерева, корни дуба.
 
III. Çĕнĕ сǎмахсемпе ĕçлени.
- Кĕнекесене уçǎр та 182 страницара çĕнĕ сǎмахсем тупǎр. Ман хыççǎн вулǎр. Халĕ иккĕн куçарса вулǎр.
- слайд çинче эсир юмантан хатĕрленĕ япаласен ÿкерчĕкĕсене куратǎр. (çуна тупанĕ, тĕнел, чĕрес, кисĕп, тукмак, тылǎ)
 
IV Текстпа ĕçлени.
- «Юман» текста пайǎн-пайǎн вуласа куçаратпǎр. Тимлĕ итлĕр. Юман çинчен тата мĕн çĕнни пĕлетĕр? (текста ачасем вулани, куçарни)
- Кам текста куçарнине тимлĕ итленĕ-ха, тĕрĕслер. Его ствол и ветки очень крепкие. Дуб в воде не гниёт. Мебель, изготовленная из дуба очень крепкая. Хотя дуб крепкий, но нежный, боится холода.
- Тест ыйтǎвĕсем çине хуравласа текст содержанине мĕнле ǎнланнине тĕрĕслес.
1) Юман мĕнле йывǎç? а) çирĕп; ǎ)пĕчĕк; б) шурǎ.
2) Мĕншĕн ывǎл ачасене Юман ят хунǎ? а) ачаш ÿсчĕр тесе; ǎ) ǎслǎ ÿсчĕр тесе; б) çирĕп сывлǎхлǎ пулччǎр тесе.
3) Чǎваш юманĕсене ǎçта турттарнǎ? а) Воронежа; ǎ) Куславккана; б) Хусана.
4) I Петĕр патша юманран мĕнсем тутарнǎ? а) пÿртсем; ǎ) карапсем; б) теттесем.
5) Юман шывра выртсан мĕн тǎвать? а) çĕрет; ǎ) хĕрелет; б) хуралса ларать.
6) Вǎрçǎ вǎхǎтĕнче ачасем мĕнпе чернил вырǎнне усǎ курнǎ? а) юман йĕкелĕн хуппипе; ǎ) юман çǎпанĕн сĕткенĕпе; б) юман çулçин сĕткенĕпе.
7) Юман мĕнрен хǎрать? а) хĕвелтен; ǎ) çумǎртан; б) сивĕрен.
8) Тата мĕн юмана хавшатать? а) хурт-кǎпшанкǎ пĕтермелли им-çам; ǎ) йĕкелсене вǎрманти чĕр-чунсем çисе яни; б) ачасем тǎрǎшса вĕренменни.
 
V. Юманран мĕн-мĕн тǎваççĕ? Кластер туса çырса хуни.(доска умĕнче)
 
 
 
VI. ЧР карттипе ĕçлени.
- Чǎваш Республикинче мĕнле икĕ пысǎк вǎрман пур?
- Хǎш вǎрманта юман ÿсмест?
- Чǎваш Енре юман ĕрчетес пирки кам ĕçленĕ-ши?
- Чǎваш Енре юман ĕрчетес енĕпе 25 çул Бронислав Ильич Гузовский ĕçленĕ. Вǎл Ильинка лесничествинче юман нумай лартса хǎварнǎ.
 
VII. Физкультура саманчĕ.
 
-Юман пек çÿллĕ ÿсĕр, юман пек çирĕп пулǎр, юман пек çывлǎхлǎ пулǎр, юман пек хитре пулǎр, юман пек патвар пулǎр.
 
 
 
VIII. Кǎмпа ячĕсене аса илни. Кроссворд тултарни.
- Юман айĕнче мĕнле кǎмпа ÿсет-ши? (Юман кǎмпи)
- Халĕ сирĕнпе карçинкка йǎтса кǎмпа пуçтарма кайǎпǎр.
1) Груздь.
2) Маслёнок
3) Подберёзовик.
4) Шампиньон
5) Волнушка.
6) Опёнок.
7) Сморчок.
8) Сыроежка.
9) Лисичка.
 
IX. Калейдоскоп шутлани. Ваттисен сǎмахне тупни.
 
 
Вǎрман – пирĕн пуянлǎх.
- Ачасем, вǎрман пире мĕн парать-ши? (ачасен хуравĕсем)
_ Çапла, вǎрман пире чи кирлине пурǎнма уçǎ сывлǎш – кислород парать.
 
X. Сǎмахсен антонимсене тупни. Ваттисен сǎмахне тупса ǎнлантарни.
- Халĕ тепĕр ваттисен сǎмахне вулас тесен çак сǎмахсен антонимне пупса çырмалла, вара çÿлтен аялалла ваттисен сǎмахĕ вуланать Ку ĕçе ушкǎнпе ĕçлĕпĕр. (ачасем карточкǎсем илсе пурнǎçлаççĕ)
 
 
- Çак ваттисен сǎмахне мĕнле ǎнланатǎр? (ачасен хурасĕсем) Йывǎç та пĕччен ÿсеймест, çын та пĕччен пурǎнаймасть, апла пулсан – туслǎ пурǎнǎр, туслǎхра – вǎй.
 
 
- Çак ваттисен сǎмахне мĕнле ǎнланатǎр? (ачасен хуравĕсем)
- Елĕкхи çынсем вǎрмана та уя та пĕтĕм çут çанталака пуç тайса хисепленĕ, хǎйсене çут çанталǎкран пысǎкрах тесе шутламан. Пирĕн те çавна манса каяс марччĕ. Çут çанталǎка упрама пĕлмелле. Пирĕн сывлǎх та çут çанталǎк тасалǎхĕнчен килет.
 
XI Кити ĕç.
- Килте хǎвǎрǎн юратнǎ йывǎç çинчен калав е презентаци туса хатĕрлемелле.
 
XII Ачасен ĕçне хаклани, урока пĕтĕмлетни.
- Паян урокра мĕнле йывǎç çинчен вуласа пĕлтĕмĕр? Урокра лайǎх ĕçленĕшĕн, тĕрĕс хуравсем панǎшǎн, тĕрĕс куçарнǎшǎн, активлǎ пулнǎшǎн, тǎрǎшнǎшǎн … «5» паллǎ лартатǎп. Урокшǎн тавта пуç сире, пурне те.
 
 
Вǎхǎт юлас пулсан:*****
 
«Вспышка» вǎйǎ.
+ лǎх; +лĕх лартса çĕнĕ сǎмахсем тǎвасси.
«Домино» вǎйǎ.
■ Ефимова Валентина Павловна.
Куславккари 3-мěш шкулта чăваш чěлхи вěрентекен
 
: 3774, Хаçат: 4 (4), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: