Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Урок теми: Килти выльăх-чěрлěх. Лаша.
Урок тěллевěсем:
1.Вěрентÿ тěллевě: Килти выльǎх-лаша çинчен вěренесси.
2.Воспитани тěллевě: Ачасен тавра-курǎмне аталантарасси, аслисене пулǎшма вěрентесси.
3.Аталантару тěллевě: текст содержанине ǎнланса ыйтусем çине туллин хуравлама хǎнǎхтарасси.
Урок тěсě: хутǎш урок.
Урока кирлě хатěрсем: вěренÿ кěнеки, компьютер, рпоектор, слайдсем, ÿкерчěксем.
 
Урок юхǎмě
I.Класа йěркелесси.
II.Килти ěçе тěрěслесси. Ϋкерчěксен выставки. (Вĕренекенсен килте хăйсене килĕшекен килти чĕр чуна ÿкерсе килмелле пулнă). Ачасем хǎйсем ÿкернě килти выльǎх çинчен 4-5 предложени каласа параççě.
Учитель сăмахĕ. Килти выльǎх шутне тата тепěр выльǎх кěрет, мěнле выльǎх-ши вǎл?(Лаша)
Ĕлĕкрех лашасǎр хуçалǎх пулман. Килсенче 2-шер-3-шер лаша та тытма пултарнǎ. Мěншěн-ши?
Пěр ěçе те лашасǎр тума пултарайман.
-Слайдсем çинче лаша мěн-мěн ěçленине куратпǎр-ха?
III.Çěнě тема вěренесси.
Паян урокра эпир лаша çинчен калаçǎпǎр, лаша кÿлмелли хатěрсемпе паллашǎпǎр, хамǎр пуплеве аталантарǎпǎр.
Тетрадьсем çине число, тема çыратпǎр.
Словарь ěçě. Халě вара паянхи урокра усǎ курмалли сǎмахсемпе ěçлěпěр.(кĕнекери 63стр.). Сǎмахсене малтан вырǎсла куçаратпǎр. Унтан вěсенчен хǎшě-пěрипе предложени йěркелетпěр(ǎсра).
Килти выльǎх Лашапа çÿре
Ěç выльǎхě Лаша пǎх
Акǎ çак слайд çине пǎхар-ха, лашасем пěр-пěринчен мěнпе уйрǎлса тǎраççě-ха?
-Лашасен тěрлě тěсě пулать. Вырǎсла ǎна «масти лошадей» теççě.
-Малалла слайдсем çине пǎхса лаша тěсěсене тетрадьсем çине çырса хуратпǎр.
-Лаша тěсěсемпе çыхǎннǎ кроссворда пурнǎçлатпǎр.(64 стр.)
Текстпа ěçлесси. Малалла лашапа çыхǎннǎ текстпа ěçлěпěр. Малтан ǎшра вуласа тухǎр. Халě сасǎпа вулатпǎр.
Ыйтусемпе ĕçлесси
-Малалла эпě сире ыйтусем паратǎп, эсир вěсем çине текстри предложенисемпе хуравлама хатěрленěр.
1. Ачан аслашшě çамрǎк чухне ǎçта ěçленě?
2. Халě ачан аслашшě ǎçта ěçлет?
3. Аслашшě ача сачě валли мěн турттарать?
4. Аслашшě ачана мěн тума вěрентрě?
IV. Вěреннине çирěплетесси.
Текста мěнле ǎнланнине тěрěслеме эпě сире тест ыйтǎвěсем паратǎп. Тестрти предложенисем тěрěс пулсан сирěн «+» паллǎ, тěрěс мар пулсан «-» паллǎ лартмалла.
• Асатте лашасене юратать.
• Анчах асатте лашасем çинчен сахал пěлет.
• Асатте хěлле те çунапа çÿрет.
• Мана асатте лаша кÿлме вěрентрě.
• Асатте лаши Ласка ятлǎ.
Кану саманчě.
-Мǎнукне аслашшě мěн тума вěрентнě?
-Лаша кÿлме
-Лаша кÿлме мěн-мěн кирлě-ха? Кÿлме хатěрěсене (предметы упряжки) пěлетěр-и? 5-мěш хǎнǎхтарура вěсене вулар.
 
Эсир лашапа çÿресе курнǎ-и? Кÿлме пěлетěр-и?
Ϋкерчěкпе ěçлесси
• Аслашшě мěн тǎвать? (Урхалǎх çыхма хатěрленет)
• Урхалǎх мěншěн çыхаççě? (Урхалǎх хǎмǎтпа пĕкке лаша мǎйĕ çинче çирĕп тытать.
• Ача мěнрен тытнǎ? (Йĕвенрен)
Куратǎр-и, ачасем, лашапа çÿресси ансат маар. Чи малтан кÿлме вĕренес пулать. Кÿлме пĕлмесен çул çинче лаша тǎварǎнса каять.
 
V. Пěтěмлетÿ. Ача аслашшěне пулǎшать тенě текстра. Ак сирěн умра ваттисен сǎмахěсем. Вěсенчен хǎшě паянхи текстпа çыхǎннǎ-ши?
• Ĕçне кура хисепĕ.
• Лаша пуласси тихаран паллǎ, теççĕ.
• Ĕçлекен сахал, çиекен яланах йышлǎ.
• Паян тумалли ĕçе ырана ан хǎвар.
• Ĕçлесе тупнǎ укçа перекетлĕ.
 
VI. Килте тумалли ĕç.
Ÿкерчĕк тǎрǎх калав хатĕрлесси.
 
VII.Вĕренекенсен пĕлĕвне хакласси.
 
 
 
Иванова Роза Михайловна
Иванова Роза Михайловна
■ Иванова Роза Михайловна.
Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
 
: 2861, Хаçат: 4 (4), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: