Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
 Людмила Германовна Петрова
Людмила Германовна Петрова
Аякран, ĕмĕрсен хăтлăхĕ витĕр, вăрах çуталса килнĕ чăн-чăн чăваш çырулăхĕн илемлĕ шурăм пуçĕ. Ăна И.Я.Яковлев пек хастар, тăван халăхне чунтан юратакан, унăн малаш ĕмĕчĕпе шухăш-кăмăлне, хуйхи-суйхине витĕр курса тăракан пысăк та таса чĕреллĕ çын çеç пуçарса яма пултарнă.
Чăваш чĕлхе вĕрентĕвĕнче хăш-пĕр тĕпчевçĕсем литература чĕлхин никĕсне И.Я.Яковлев мар, К.В.Иванов хывнă тесе ĕнентерме пăхатчĕç. Паллах, К.В.Иванов – аслă чăваш поэчĕ, чăваш литературин классикĕ, апла пулин те çакă вăл пире чăваш литература чĕлхин никĕсне хываканĕ И.Я.Яковлев пулнă тесе çирĕплетсе калама нимĕн чухлĕ те кансĕрлемест. Çак шухăша тĕслĕхсем урлă çирĕплетсе пама пулать.
Чăвашсен çĕнĕ çырулăхĕ пуçланиччен (1803-1871 çулсенче) чăвашла пĕтĕмпе 22 кĕнеке пичетленсе тухнă, вĕсенчен тĕн кĕнекисем 16 шутланнă. Чăвашла тухнă тĕн кĕнекисене пурне те вырăсларан куçарса кăларнă. Чиркÿ кĕнекисене вак халăхсен чĕлхисем çине куçарма I Петĕр патша 1724 çулта кăларнă инструкцире хушнă. Анчах та çав кĕнекесен чĕлхи, тĕпрен илсен, чăвашсемшĕн ăнланма йывăр пулнă, мĕншĕн тесен вĕсене тăлмачсем сăмах хыççăн сăмах куçарнă (чăв.: Чонь жинче, хужшинÿ борÿ усÿ, ирикÿ и хуже ни хусянда вилясь сîок. – выр.: В душе которой есть разум, воля и которая никогда не умрет). Чиркÿ кĕнекисене сăмах хыççăн сăмах куçарасси чылай чухне, уйрăмах малтанхи тапхăрсенче, тăлмачсем, оригинал текстне “таса çыру” тесе шутласа унăн синтаксис тытăмне улăштарма хăраса, ун умĕнче чĕтресе тăнинчен те килнĕ. Калас пулать, кивĕ çырулăхăн çитменлĕхĕсем чăваш синтаксисĕн законĕсене хисепе хуманнинчен кăна мар, чăваш чĕлхинчи хăш-пĕр уйрăм сасăсене палăртма тивĕçлĕ сас паллисем пулманнинчен те килнĕ.
Иван Яковлевич ертсе пынă куçару ĕçĕ пурăна киле çыруллă чăваш культурин чăн-чăн шкулĕ пулса тăнă. 1872 çулта “Начальное учение православной христианской веры” кĕнекине чăвашла “Чăн тĕн кĕнеки” ятпа куçарса кăларнă. Ку вăл И.Я.Яковлев куçарнă пĕрремĕш чăвашла кĕнеке. Ăна çак ĕçре А.В.Рекеев, С.Н.Тимрясов, Д.Ф.Филимонов, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсем, пулăшнă. И.Я.Яковлев студент тĕнче литературин чи пысăк палăкĕн – вун-вун кĕнекерен тăракан Библин уйрăм кĕнекисене чăвашла куçарса кăларма тытăннă. Ку ĕç Библин “Çĕнĕ сăмах” пайĕнчи Евангели кĕнекисене чăвашла куçарнинчен пуçланнă. Ку вăл унччен никам туман калама çук пысăк ĕç пулнă.
И.Я.Яковлевпа ăна пулăшаканĕсем тĕн кĕнекисене вырăсларан чăвашла куçарнă май чăваш чĕлхине çĕнĕ сăмахсемпе тата сăмах майлашăвĕсемпе пуянлатнине палăртса хăвармалла. Вĕсем сăмах тăвакан хăш-пĕр элементсен (ытларах грамматика мелĕсен) пĕлтерĕшне сарса çĕнĕ сăмахсем тунă. Тĕслĕхрен, ĕлĕк причастисем пулнă -акан (-екен) аффикслă сăмахсем пурăна-киле хăйсен пĕлтерĕшне улăштарнă. И.Я.Яковлев вĕсемпе япала ячĕсем вырăнне усă курать (вĕлерекен “убийца”, ыйткалакан “нищий”, вĕренекен “ученик”, ĕненекен “верующий”, вĕрентекен “учитель”, “наставник” т.ыт.те). Тĕн кĕнекисене вырăсларан чăвашла куçарнă май тунă çĕнĕ сăмахсем хушшинче -çă(-çĕ), -лăх(-лĕх), -лă(-лĕ), -у(-ÿ) аффикслă сăмахсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ (тĕсл.: эмелçĕ “лекарь, исцелитель”, çăлтăрçă “звездочет, астролог”, ăслăлăх “наука, мудрость”, пĕлĕмлĕх “учение”, йĕрÿ “плач”, шăлшатăртаттару “скрежет зубов”, канăçлăх, тăнăçлăх “спокойствие, покой”, тÿрĕлĕх “правда, истина” т.ыт.те).
Турăпа тĕн кĕнекисене куçарнă чухне чăваш чĕлхине çĕнĕ сăмах майлашăвĕсем нумай кĕнине те каласа хăварас пулать (çÿлти патшалăх “царствие небесное”, леш тĕнче “загробный мир”, усал сывлăш “злой дух” т.ыт.те).
И.Я.Яковлевăн куçару шкулĕ морфологи мелĕсене нормăлас тĕлĕшпе тунă ĕçсене те палăртса хăвармалла. Малтанхи тапхăрта вĕсем анатри диалект сăмахĕсемпе кăна усă курма тăрăшнă пулсан, каярахпа литература чĕлхине тури диалект элеменчĕсене те хăюллăнах кĕртме тытăннă.
И.Я.Яковлев малтанхи (1873 ç.) кăларăмĕнче анатри диалектра усă куракан ыйту татăкĕн -а(-е) варианчĕсемпе усă курнă пулсан, 1898 çулхи кăларăмра çак татăксем вырăнне -и вариантпа усă курнă. Хальхи чăваш литература чĕлхинче -и ыйту татăкĕ çирĕпленнĕ (ăнланăр-а - ăнлантăр-и, ĕçейр-е - ĕçейĕр-и).
Çакăн пек улшăну камăнлăх формин -у(-ÿ) аффиксĕпе те пулса иртет. Малтанхи кăларăмра -ă(-ĕ) аффикспа усă курнă пулсан - 1898 çулхи кăларăмра вăл пачах та тĕл пулмасть (тăванăпа – тăванупа).
Ку таранччен чĕлхеçĕсем И.Я.Яковлевпа унăн шкулĕ вырăсларан чăвашла куçарса кăларнă тĕн кĕнекисен чĕлхине тишкерсех кайман, вĕсем чăваш литература чĕлхин аталанăвĕнче мĕнле вырăн йышăннине тÿррĕн те уççăн каламан. Чăваш литература чĕлхи шăпах çав кĕнекесен чĕлхинчен пуçланса кайнă та ĕнтĕ.
■ Людмила Германовна Петрова.
ЧР вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин методисчĕ
 
: 2605, Хаçат: 4 (4), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: