Кашни çулах ĕç планĕсемпе асапланма тивет учительсен. Ирĕксĕртен. Анчах нимĕн те тăваймăн - ĕç программи кирлех. Ăна ăсталанă чухне йывăрлăхсем нумай тухса тăраççĕ. Тĕрĕслекенсем, ав, интернетран илнисене питĕ тиркеççĕ. сирĕн шкул валли юрăхлă мар, такамăнне хăвăрăн тунине сиссе шраф хума та пултараççĕ. Çавăнпа та паянхи номерте эпир ĕç программин пĕр тĕслĕхне тата шкул програмине пичетлес терĕмĕр. Унсăр пуçне чăвашла сарăм та кĕртрĕмĕр файлсем хушшине. Çак хатĕрсемпе, программа шаблонĕпе усă курса эсир хăвăр валли ыттисенчен уйрăм программа хатĕрлеме пултарасса шанатпăр, вара сире никам та нимшĕн те айăплаймĕ.
Çыпăçтарнă файлсем:
Комментарисем:
► Валентина (2013-09-26 23:25:13):Кунта лартнă чăваш литератури программине, шел пулин те, вулама май çук. Чăвашла сас паллисем вырăнне темĕнле паллăсем тăраççĕ. Эпĕ ку программăна сканерланăччĕ. Пахалăхĕ аван. Кирлĕ пулсан ярса пама пултаратăп.
► admin63 (2013-09-27 23:57:14):
Хаваспах йышăнатпăр. Ярса парăр.