Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Васильева С. Н.
Васильева С. Н.
 
Вĕрентекен:Тепĕр хут ырă кун пултăр, ачасем! Паянхи уроксем хыççăнхи мероприятине эпир халиччен пулман меслетпе ирттеретпĕр. Сире çак классран тухмасăр экскурсие кайса курма чĕнетĕп. Калăр-ха мана, кам манпала пĕрле кайса курас тет малтан пулман вырăна, паллашас тет халиччен палламан чăваш ăста çыннипеле?
Вĕренекенсем: (хăйсен хавхаланăвне кăтартса, аллисене çӳлелле çĕклеççĕ)
Вĕрентекен: Анчах та, чи малтан, пысăк çуреве кайиччен, чăваш халăхĕн ăста çыннисене аса илер-ха. Кампа паллă Чăваш ҫӗр шывĕ? Кам вăл Иван Яковлевич Яковлев? (паралеллӗ презентаци çинче Иван Яковлевич Яковлев сăн- сăпачĕ палăрать)(слайд № 2).
Вĕренекенсем: (Ачасен хуравĕсем, хуравлама май пулмасан вĕрентекен вĕсене пулăшса букварь ӳкерчӗкне презентаци çинче кăларать)
Вĕрентекен: Епле маттур, ачасем! Малалла калăр-ха,тархасшăн, мĕнле чăваш халăхĕн мухтавлă çынни çак ӳкерчӗкре пичетленнĕ? (паралеллӗ презентаци çинче Андриян Григорьевич Николаев сăн -сăпачĕ палăрать)(слайд № 3).
Вĕренекенсем: (Ачасен хуравĕсем, хуравлама май пулмасан вĕрентекен вĕсене пулăшса палăртакан космос карапĕ ӳкерчӗкне презентаци çинче кăларать) (слайд № 3).
Вĕрентекен: Маттур, ачасем! Чăн та, Чăваш ҫӗр шывĕ мĕн авалтанах ăста ывăлĕсемпе тата хĕрĕсемпе паллă! Кун пек ҫăлтăрсем Чăваш ҫӗр шывĕн тӳпинче нумай, вӗсем хăйсен ăсталăхĕпе пирĕн ҫула ҫутатса пыраҫҫĕ. Ку ҫăлтăрсенчен пӗри – Никита Яковлевич Бичурин (паралеллӗ презентаци çинче Никита Яковлевич Бичурин сăн- сăпачĕ палăрать) (слайд №4).
■ Васильева Светлана Николаевна.
Канаш районĕ, Ухман вăтам шкулĕ
 
: 85, Хаçат: 1 (53), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: