(А.Н. Лазарева пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа ирттермелли вăйă)
![]() |
Алевтина Геннадьевна ДИМИТРИЕВА, Муркаш районĕнчи Ярапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Кăçал çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче чăваш хĕрарăмĕн XX ĕмĕрти пурнăçне ĕнентерÿллĕ çырса кăтартнă хĕрарăм çыравçă. Александра Назаровна Лазарева çуралнăранпа 95 çул çитет. Çак уяв тĕлне чăваш шкулĕнче 8 класра ирттермелли вăйă хатĕрлерĕмĕр. Унта çĕнтерес тесен станцисем витĕр тухса нумайрах балл пухмалла. Вăййа ушкăнсем çине пайланса ирттерме пулать. Кашни ушкăна вăйă ертÿçи çул çÿрев хучĕ тыттарать. Ачасен 5 станци витĕр тухмалла, станци ертÿçи хатерленĕ ĕçсене пурнăçламалла.
Тĕллевсем: ачасене Александра Лазарева пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тарăнрах паллаштарасси, вĕсен пĕлĕвне тĕрĕслесси, ачасен тавра курăмне анлăлатасси, пултарулăхне аталантарасси.
ÇУЛ ÇŸРЕВ ХУЧĔ
![]() |
1. «А.Н. Лазарева пурнăçĕпе пултарулăхĕ» станци
Предложенисем умне кирлĕ числосем лартса тухмалла. (Предложенисемпе датăсене хут çине уйрăммăн çырса магнитпа çирĕплетсен лайăхрах.)
Александра Лазарева пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ датăсем
… çулта Муркаш районĕнчи Тури Тăмлай ялĕнче çуралнă.
… çулта Анат Кĕнерти колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă.
… çулта «Сунтал» журналта «Çутă ĕмĕт» калав пичетленнĕ.
… çулта СССР Писателĕсен Союзĕн правленийĕ йĕркеленĕ наци республикисенчи çамрăк çыравçăсен курсĕнче вĕреннĕ.
… çулта «Пирвайхи юрату» калав пичетленнĕ.
… çултанпа çыравçă-профессионал.
… çулта «Савăнăç» ятпа пĕрремĕш кĕнеки пичетленнĕ.
… çултанпа СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ.
… çулта Чăваш АССР Аслă Совет Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
… çулта вилнĕ.
Хуравсен варианчĕсем: 1939, 1967, 1955, 1960, 1945, 1933, 1917, 1938, 1978, 1940. (Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.)
2. «Пултарулăх çÿпçи» станци
Тест
1. Xăш хайлава А. Лазарева çырман?
А) «Лида йăнăшĕ»
Ă) «Чипер Анна»
Б) «Санăн 77 тус»
2. А.Лазарева ăçта çуралнă?
А) Шупашкар районĕнчи Тойтерек ялĕнче
Ă) Муркаш районĕнчи Тури Тăмлай ялĕнче
Б) Етĕрне районĕнчи Çуткасси ялĕнче
3. Александра Лазарева –
А) драматург
Ă) куçаруçă
Б) очеркист
В) прозаик
Г) поэт
4. А. Лазаревăн хăш хайлавĕнче авиацири çынсен сăнарĕсем тĕл пулмаççĕ?
А) «Çунатсем»
Ă) «Сывлăшра»
Б) «Çутă пĕве»
5. Хăш хулара пилотсен шкулĕнче ĕçленĕ?
А) Мускав
Ă) Балашов
Б) Батайск
6. Пĕрремĕш хайлавĕ пичетленнĕ журнал ячĕ
А) «Хатĕр пул»
Ă) «Сунтал»
Б) «Тăван Атăл»
7. 1940 çулта чăваш прозин антологине кĕнĕ хайлавĕ
А) «Çутă ĕмĕт»
Ă) «Пирвайхи юрату»
Б) «Савăнтар çынсене»
8. А.Н. Лазарева миçе çул пурăннă?
А) 60
Ă) 62
Б) 61
(Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.)
3. «Пирвайхи юрату» калав» станци
Калаври сăнарсем
Ертсе пыракан кашни ушкăна хут листи валеçсе парать. Ачасен «Пирвайхи юрату» калаври сăнарсене вĕсен характеристикипе шайлаштармалла.
1. «Питĕ вашават хĕр вăл, шутсăр калаçма юратаканскер». (Тася)
2. «Каччи санран пăхсан пĕр çирĕм иккĕсенче пуль, унтан ытла мар. Пичĕ-куçĕ питĕ илемлĕ. Ытарма çук хитрее пек туйăнчĕ мана ун кĕлетки те. Такам пит пысăк ăсталăха хайланă скульптура тейĕн». (Леня)
3. «Аэроклубри инструктор парашютист. Чиперскерччĕ, яланах летчиксен формипе çÿретчĕ». (Арçук)
4. «Чăн та ĕнтĕ, пит хитрее. Çавăнпа юратать ăна Леня. Ун çинчен шухăшласа çутă ĕмĕтсемпе пуранать пуль вăл. Анчах хăй юратмасть. Çапах та Грызловпа киносене, театрсене çÿрет». (Галя)
5. «Пит лайăх каччă вăл, унпа нихçан та кичем пулмасть. Тĕлĕнмелле интереслĕ халапсем каласа парать, култарать». (Саша)
(Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.)
4. «Чи тавçăруллисем» станци
Ачасем кроссворд шутлаççĕ. Станци ертÿçи ачасене хут çине çырса хатĕрленĕ ыйтусем валеçсе парать.
![]() |
1. А. Лазарева хăш хулара авиаци техникумĕнче вĕреннĕ? (Балашов)
2. Пĕрремĕш хайлавĕ пичетленнĕ журнал ячĕ. («Сунтал»)
3. «Пирвайхи юрату» калаври Капа килĕштерекен каччăн хушамачĕ. (Грызлов)
4. Александра чăвашла мĕнле пулать? (Санюк)
5. А. Лазарева çуралнă район ячĕ. (Муркаш)
6. «Пирвайхи юрату» хайлав мĕнле повеçĕн пĕрремĕш калавĕ? («Çунатсем»)
7. Пĕрремĕш кĕнеки 1955 çулта пичетленнĕ. Унăн ячĕ. («Савăнăç»)
8. «Пирвайхи юрату» калаври тĕп сăнар. (Капа)
(Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.)
5. «Пĕлетĕр-и?»
Çак шифрпа усă курса эсир Александра Назаровна Лазарева мăшăрĕн ятне (вăл та паллă çыравçă пулнă) вулама пултаратăр.
![]() |
15, 7, 18, 17,12, 6
37, 14, 18, 4, 15, 7, 4, 12, 29
1, 5, 1, 14, 18, 4
Леонид Яковлевич Агаков (1910-1977) – Чăваш халăх писателĕ (1974). Вăл 30 ытла кĕнеке çырса кăларнă: «Вăрçă ачисем», «Салтак ачисем», «Чи хакли», «Ылтăн вăчăра», «Юманлăхра çапла пулнă» т.ыт.те.
(Ачасене тĕрĕс хурав тупма пулăшас тĕллевпе Леонид Агаков портретне кăтартма, вăл çырнă кĕнекесемпе паллаштарма юрать.)
(Тĕрĕс хуравшăн – 3 балл.)
Вăйă вĕçĕнче ертÿçĕсем ушкăнсен çул çÿрев хучĕсене тишкереççĕ, пухнă баллсене шутласа çĕнтерÿçĕсене тата уйрăм номинацисенче мала тухнисене палăртаççĕ.