Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
5-мĕш класра ирттермелли урок планĕ
Сафронова Антонина Ивановна
Сафронова Антонина Ивановна
 
Урок тĕллевĕсем: 1). Тискер чĕрчунсен ячĕсене аса илсе çирĕплетесси, пуплеве çĕнĕ чĕрчунсен ячĕсемпе пуянлатасси;
2). Чĕрчунсем çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси, предложенисене тĕрĕс йĕркелеме, пĕр-пĕринпе çыхăнтарма вĕрентесси.
3). Упа çинчен вуласа, калаçса ачасен пĕлĕвне анлăлатасси;
4). Чĕрчунсене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси.
 
Çĕнĕ сăмахсем: пурăш, хăнтăр, йывăрăшĕ, упа аçи, упа ами, упа тирĕ, тăлăп, йăраланса тухать, апата тиркемест.
 
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, тискер чĕрчунсен ÿкерчĕкĕсем, учебник Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли /Андреев И.А., Гурьева Р.И. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2006., текст çырнă карточкăсем, тест ирттермелли карточкăсем.
 
Урок планĕ.
I. Класа йĕркелесси.
1. Сывлăх сунни.
- Ачасем, чăваш чĕлхи урокне сăвапа пуçлатпăр:
Вĕренетпĕр, вĕренетпĕр
Вĕренетпĕр калаçма.
Ак çыратпăр та вулатпăр,
Калаçатпăр чăвашла.
2. Дежурнăй хуравĕ.
3. Çанталăка сăнани.
-Хĕллехи вăрманта шăп. Кунта пĕр кайăк та, чĕрчун та курăнмасть. Хĕллехи сивĕрен пытаннă вĕсем. Хĕлле чĕрчунсене уйрăмах йывăр, мĕншĕн тесен тарăн юр айĕнче апат тупма йывăр.
II. Çĕнĕ тема вĕренни.
-Паян урокра, ачасем, тискер чĕр чунсем çинчен калаçатпăр, вĕсен ячĕсене аса илсе çирĕплететпĕр, çĕнĕ чĕрчунсемпе паллашатпăр. Упа пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех калаçăпăр. Урок теми «Тĕлĕнмелле чĕрчун тĕнчи».
1 Лексика зарядки.
-Ачасем, слайд çинчи сăмахсене тĕрĕс калăр: упа, вăрманта, пăши, пысăк, апат, выртать. Çак сăмахсенчи паллă тунă сас паллисене янăратса (звонко) вулатпăр.
Паян урокра çакăн йышши сăмахсем нумай тĕл пулĕç, вĕсене тĕрĕс каламаллине ан манăр.
Халĕ сăвва ман хыççăн тĕрĕс вулăр:
Упа-упа утаман,
Ик урапа утакан.
Пур кайăкран хытăрах
Мĕкĕрттерсе улакан.
2. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупни.
-Ачасем, аса илер-ха, пирĕн вăрмансенче мĕнле чĕрчунсем пурăнаççĕ? Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупса чĕрчунсен ячĕсене аса илетпĕр.
а) Шак-шак шаккать, пурне те хăратать.
ă) Пыл çимешкĕн юратать,
Хĕлĕпех вăл çывăрать.
б) Куçĕ чăр-чăр, хÿри çемçе
Йывăç тăрăх сиккелет.
в) Хĕлле шурă, çулла сăрă.
г) Мăйракаллă, хÿреллĕ, пăрушĕ пур – ĕне мар.
д) Кушак мар, шăши тытать, сĕт ĕçет: çын мар – панулми, кăмпа пуçтарать.
е) Чее тус пырать утса,
Хÿрипе йĕрне шăлса.
Шăшисене вăл тытать,
Чăхсене те юратать.
2. Сăмахсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса сăмах майлашăвĕсем тăвăр:
 
Выçă пăши
Вăйлă пакша
Хăравçă чĕрĕп
Чее упа
Йĕплĕ мулкач
Мăйракаллă кашкăр
Ĕçчен тилĕ
 
-Пурте пĕрле вуласа тĕрĕслетпĕр: выçă кашкăр, вăйлă упа, хăравçă мулкач, чее тилĕ, йĕплĕ чĕрĕп, мăйракаллă пăши, ĕçчен пакша.
Сăмах майлашăвĕсемпе усă курса предложенисем тăвăр.
3. Ачасем ÿкерчĕксем тăрăх калав йĕркелени.
-Халĕ, ачасем, ÿкерчĕксемпе усă курса тискер чĕрчунсем çинчен икшерĕн каласа пама хатĕрленĕр.
Тĕслĕхсем: Ку чĕрчун мулкач. Вăл питĕ пĕчĕк, хăравçă. Мулкач вăрманта пурăнать. Хĕлле вăл шурă тĕслĕ, çулла сăрă тĕслĕ. Мулкач курăк, пахча çимĕç çиет, йывăçсене кăшлать. Вăл кашкăртан, упаран, тилĕрен, йытăран, çынран хăрать.
 
Ку упа. Упа – тискер чĕрчун. Вăл пысăк та вăйлă. Вăл вăрманта пурăнать Упана вăрман хуçи теççĕ. Упа хĕлле шăтăкра çывăрать, çуркунне унтан тухать. Вăл темĕн те çиет: аш, çырла, курăк, хурт-кăпшанкă. Упаран пур чĕрчун та хăрать.
4.Çĕнĕ чĕрчунсен ячĕсемпе паллаштарни.
-Пирĕн вăрмансенче тата пурăшсем пурăнаççĕ. Пурăш вырăсла мĕнле куçать? Пурăш та, упа пекех, хĕлле çывăрать. Пирĕн патра тата хăнтăр пурăнать. Вырăсла вăл мĕнле пулать? Хăнтăрсем шыв хĕрринче пурăнаççĕ, вĕсем ăста платниксем. Юлашки вăхăтра пирĕн вăрмансенче хир сыснисем те нумайланчĕç.
5.Кану тăхтавĕ.
-Ачасем, шăппăн тăрăр. «Мулкач ларать пашкаса» сăвва каласа хусканусем тăватпăр
Мулкач ларать пашкаса
Ик хăлхине вылятса:
Ак çапла, ак çапла
Ик хăлхине вылятса.
 
Тÿсеймерĕ сиввине
Ăшăтать вăл тяппине.
Ак çапла, ак çапла
Ăшăтать вăл тяппине.
 
6. Упа çинчен калаçни.
-Паян урокра упа пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлĕпĕр. Пирĕн çĕршывра икĕ тĕрлĕ упа пурăнать: хăмăр упа тата шурă упа. Ачасем упасем çинчен информаци хатĕрленĕ. Итлер-ха вĕсене.
1-мĕш вĕренекен:
Хăмăр упа - пирĕн таврари чи пысăк та вăйлă çăткăн чĕрчун. Ку упа кĕлеткин тăршшĕ 2 метр ытла пулма пултарать, йывăрăшĕ 300 килограмран иртет. Унăн пуçĕ пысăк, мăйĕ кĕске те сарлака, тачка ури çăмламас. Куçĕ çивĕчех мар. Хăлхипе сăмси питĕ сисĕмлĕ. Упа вăрманта - çынсем çӳремен вырăнта йăва тăвать. Ытларах ӳсен-тăранпа тăранать, ним те тиркемест. Çавăнпа пĕрлех упа пысăк чĕрчунсене те тапăнать. Шăши тытать, кăткă, сăпса, пыл хурчĕпе пылне çиме юратать. Ӳсен-тăрантан упа сĕлле кăмăллать. Хĕлле упа çывăрать, амисем çăвăрлаççĕ. Йĕнĕре (упа йăвинче) 2-3 çура пулать. Чăваш Енре упасем сахал - 10-15 пуçа яхăн çеç. Пирĕн тăрăхра упасене тытма чарнă.
2-мĕш вĕренекен:
Шурă упасем пирĕн çĕр-шывра çурçĕр полюсĕнче пурăнаççĕ. Вĕсен кĕлеткин тăршшĕ виçĕ метр таран пулать, йывăрăшĕ пĕр тонна таран. Шурă упа шывра лайăх ишет тата чăмать. Вăл шыври чĕрчунсемпе тăранса пурăнать. Шурă упа 25-30 çул таран пурăнать.
7.Текстпа ĕçлени
-Ачасем, кĕнекесене 188 страницăна уçăр, «Чĕрчун тĕнчи. Упа.» текст тупăр. Текстпа ĕçлесе упа пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлĕпĕр.
-.Словарь ĕçĕ
-. Халĕ текста тимлĕ итлĕр те ăна ăнланма тăрăшăр.
8.Текста вырăсла куçарни.
-4-мĕш абзацран пуçласа вырăсла куçаратпăр. (вĕçĕ-вĕçĕн вуласа куçарни).
Текста тепĕр хут ăшра вуласа тухăр, ыйтусене хуравлама хатĕрленĕр.
9. Ыйтусене хуравлани.
1). Упа мĕнле чĕрчун?
2). Упа мĕн-мĕн çиет?
3). Ĕлĕк хресченсем упана мĕншĕн юратман?
4). Çынсем упана мĕншĕн тытнă?
5). Хĕлле упа мĕн тăвать?
6). Халĕ вăрмансенче упа нумай-и?
7). Ачасем, эсир упана ăçта курнă?
10. Тискер чĕрчунсене упрасси çинчен каласа хăварни.
Хальхи вăхăтра тискер чĕрчунсене, çавăн пекех упасене, циркра е зоопаркра çеç курма пулать. Пирĕн тăрăхра та чĕрчунсен йышĕ чакса пырать, çавăнпа та пирĕн вĕсене упраса хăварма тăрăшмалла. Чĕрчунсене тата кайăксене хĕлле апат парса пулăшмалла. Пирĕн хулари паркра пакшасем пурăнаççĕ, эсир вĕсене тăрантарăр.
III. Текст тăрăх тест ирттерни.
-Халĕ вара текста мĕнле ăнланнине тĕрĕслесе тест ирттеретпĕр:
1. Упа ăçта пурăнать?
а) уй-хирте
ă) вăрманта
б) улăхра
2. Вăл мĕнле чĕрчун?
а) пĕчĕк те хăравçă
ă) пысăк та вăйлă
б) чее те выçă
3.Упа аçисен йывăрăшĕ мĕн чухлĕ?
а) 300 килограмм
ă) 100 килограм
б) 200 килограмм
4. Упа мĕн-мĕн çиет?
а) аш, курăк, çырла
ă) йĕкел, мăйăр
б) çулçă, курăк
5. Упа тирĕнчен ĕлĕк мĕн çĕленĕ?
а) çĕлĕк е калпак
ă) атă е пушмак
б) кĕрĕк е тăлăп
6. Упа шăтăкĕнчен хăçан тухать?
а) хĕл ларас умĕн
ă) шыв тапранас умĕн
б) юр ирĕлсе пĕтсен
Ачасем, теста мĕнле çырнине тĕрĕслĕр те хăвăра отметка лартăр: 1 йăнăш та çук – «5», 1-2 йăнăш – «4», 3 йăнăш – «3», 4 йăнăш ытларах –«2».
IV. Текста предложенисем çине уйăрни.
-Ачасем, упа çинчен малалла калаçатпăр. Парта çинчен карточкăсене илĕр, çак текста кăранташпа усă курса предложенисем çине уйăрăр:
Упа.
Çуркунне çитрĕ хĕвел ăшăтма пуçларĕ юр ирĕлме тытăнчĕ упа ăшша туйса илчĕ вăл шăтăкран тухрĕ те çимĕç шырама утрĕ ăна валли çуркунне те апат пур упа кĕркунне юлнă çырласене çиет.
 
-Слайд çине пăхса пĕр-пĕрин ĕçĕсене тĕрĕслĕр, отметкăсем лартăр: 1 йăнăш та çук – «5», 1 -2 йăнăш – «4», 3-4 йăнăш – 3.
 
 
Упа.
Çуркунне çитрĕ. Хĕвел ăшăтма пуçларĕ. Юр ирĕлме тытăнчĕ. Упа ăшша туйса илчĕ. Вăл шăтăкран тухрĕ те çимĕç шырама утрĕ. Ăна валли çуркунне те апат пур. Упа кĕркунне юлнă çырласене çиет.
V.Урока пĕтĕмлетни. Киле ĕç пани.
- Паян урокра, ачасем, мĕн çинчен калаçрăмăр? Упа çинчен эсир мĕн пĕлтĕр? Эсир урокшăн хăвăра мĕнле отметкăсем лартрăр? Камăн «5», камăн «4», камăн» 3»?
-Чĕрчунсен пурнăçĕпе тĕрлĕ професси çыннисем интересленеççĕ.
Çыравçăсем чĕрчунсем çинчен нумай произведенисем çырнă, художниксем картинăсем çырнă. Шишкин художник «Утро в сосновом бору» картина çырнă.
Çак картина çинче мĕн ÿкернĕ? Художник упасене питĕ илемлĕ сăнласа панă.
Ачасем, эсир çак картина тăрăх килте калав йĕркелĕр.
■ Сафронова Антонина Ивановна.
Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш вăтам шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 4202, Хаçат: 3 (3), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: