Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
6 – мĕш класра ирттермелли урок планĕ
Урок юхǎмĕ.
1. Класа урока йĕркелесси.
а) сывлǎх сунасси;
ǎ)çанталĕк çинчен калаçни;
б) фонозарядка(1-мĕш слайд)
Ǎсла-ǎсла вĕренетпĕр вырǎсла,
Ĕçле-ĕçле вĕренетпĕр нимĕçле,
Шутла-шутла вĕренетпĕр чǎвашла.(1-мĕш слайд)
 
2. Урокǎн темипе тĕллевĕпе паллашасси:
-Ачасем, чĕрчунсем мĕнле ушкǎнсене пайланаççĕ(тискер чĕрчунсем, килти чĕрчунсем).
-Мĕнле тискер чĕрчунсене пĕлетĕр?( упа, кашкǎр, тилĕ…)
- Килти чĕрчунсем мĕнлисем пулаççĕ?(килте пурǎнакансем, картишĕнче пурǎнакансем).
- Картишĕнче пурǎнакан чĕр-чунсене мĕнле калаççĕ?(выльǎх-чĕрлĕх теççĕ.)
- Мĕнле выльǎх-чĕрлĕхсене пĕлетĕр?(ĕне, сурǎх, пǎру…)
- Халĕ пурте ребус çине пǎхатпǎр. (слайд)
Мĕнле сǎмах пытаннǎ-ши?
Пулǎ Кашкǎр Кушак Упа
3 2 3 3
Л а ш а
Пурте пĕрле вулатпǎр.(лаша)
- Ачасем, паян эпир сирĕнпе лаша çинчен калаçǎпǎр.(слайд)
- Ачасем, лаша тискер чĕр-чун е килти выльǎх- чĕрлĕх? Мĕншĕн?(килте усратпǎр)
- Лаша мĕн çиет-ши?( утǎ, сĕлĕ, улǎм…)
3. Текстпа ĕçлени.
а)Çĕнĕ сǎмахсемпе паллашасси.(слайд)
(учитель – хор – 1рет – 2рет)
Предложенисем тупасси.
Словарь çине çырса хурасси.
ǎ)Текста вуласси.
- Кĕнекесене 61-мĕш страницǎна уçǎр, текст тупатпǎр. Малтан эпĕ вулатǎп. Тимлĕ итлĕр, ачасем.
- Хǎвǎр тĕллĕн вулǎр(2-3мин)
б)Ыйтусемпе ĕçлесси:
- Лаша завочĕ ǎçта вырнаçнǎ?
- Унта кам ĕçленĕ?
- Асатте лашасене юратать-и?
- Юратни ǎçтан курǎнать?
- Асатте халĕ ǎçта ĕçлет?
- Ача садĕнче асатте мĕн тǎвать?
- Лаши мĕн ятлǎ?
- Карька ǎслǎ лаша-и?
- Тилхепене итлет-и?
 
Халĕ, ачасем, кластер тǎватпǎр.
Пирĕн текст мĕн çинчен?(лаша)
Лаша: ача садĕнче, Карька ятлǎ, Асатте тихаран ỹстернĕ, кỹлме вĕрентнĕ, апат-çимĕç турттарать, тилхепене итлет, ниçта та тапрпанмасть, ǎслǎ лаша.
- Кам каласа парать?(ачасем каласа параççĕ)
 
 
 
4.Вĕреннине çирĕплетни.
1)- Ачасем, слайд çине пǎхатпǎр. Мĕнле ваттисен сǎмахĕ пытаннǎ?
- Мĕнле ǎнланатǎр?(ачасем хуравлаççĕ)
Халĕ тетрадьсене уçǎр та паянхи числона çырǎр.
Чỹк уйǎхĕн 16-мĕшĕ.
Класри ĕç.
Ваттисен сǎмахĕсене слайдран çырса илеççĕ.
2) Лаша тĕсĕсене аса илетпĕр.(сайдсем)
5. Пĕтĕмлетỹ.
- Ачасем, сирĕн килте камсен лаша пур? Кам хǎйсен лаши çинчен каласа парасшǎн?
(ачасем каласа параççĕ).
- Ачасем эсир лашана юрататǎр-и?
6. Киле ĕç парасси.(слайд)
7. Урока вĕçлесси.
 
 
 
Зарифзянова Альмира Небиулловна
Зарифзянова Альмира Небиулловна

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1249, Хаçат: 3 (3), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: