Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Фомина И.А.
Фомина И.А.
 
Йывăç лартсан, çурт тусан, ывăл ÿстерсен этем хăйĕн пурнăçне тивĕçлипех пурăнса ирттернĕ теме пулать теççĕ халăхра. Çак виçĕ тивĕçе пурнăçланипех çын хăйне телейлĕ тесе шутлĕ-ши; çук пуль, пурăнса ирттернĕ кунсемшĕн ĕмĕр вĕçĕнче чунра йывăр туйăмсем ан пулччăр тесен çĕр çинче пурăннă чухне хăвшăн çеç йывăç лартни, çурт çĕклени, ывăл ÿстерни сахал. Хырăма тăрантарас тесе ĕçлени те, хăв çавăрнă йăвара çемье йĕркелесе ача-пăча ÿстерни те пурнăç ыйтнă май йĕркеленсе пырать. Анчах та эсĕ вăй-хална шеллемесĕр чун-хавалĕпе парăнса тăвакан ĕçÿ халăха кирлине туйса ĕçлени – паттăрлăх. Çак сăмахсемпе эпĕ Тренкассинчи Раççей шайĕнчи паллă шкул директорĕнче вăтăр виçĕ çул хушши вăй хунă Викентий Геннадьевич Фоминпа паллаштарасшăн. Маларах калани Викентий Геннадьевич тĕлĕшпе пĕрре те хăпартланса калани мар.
Тинĕс пĕчĕк юханшывран пуçланать тенĕ пек, пысăк авторитетлă çын пуласси ачалăхран, мĕнле çемьере ÿснинчен килет. «Пулас лаша тихаран паллă», - тенĕ чăваш.
Викентий Геннадьевич Шупашкар районĕнчи Тренкасси ялĕнчи колхозниксен çемйинче çуралса ÿснĕ. Апполинария Захаровна тыл ветеранĕ. 7 класс пĕтерсен Кукеçри трактористсен курсĕнче вĕреннĕ. 16 çулхи хĕр тракторпа сухаланă, тырă-пулă акнă, пуçтарнă. Мирлĕ пурнăç пуçлансан вăрçăран таврăннă Геннадий Фомичпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, 6 ача çуратса ÿстернĕ. Геннадий Фомич бригадир пулса ĕçленĕ. Аполинария Захаровна та , Геннадий Фомич та ялта ятлă çынсем шутланнă. Иккĕшне те тÿрĕ кăмăлшăн, çынна тарават пунăшăн хисепленĕ. Паллах, ашшĕпе амăшĕ ачисемшĕн тĕслĕх пулнă.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 205, Хаçат: 4 (48), Категори: Тăван ен

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: