Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Тĕп вĕренÿ облаҫĕ: пĕлÿ аталантарăвĕ.
Вĕренÿ облаҫĕсен интеграцийĕ: калаҫу тĕлĕшĕнчен аталантарни, социаллă коммуникаци аталанăвĕ, ҫан-ҫурăм (кĕлетке) аталанăвĕ.
Тĕллев: тĕрлĕ ĕҫ вăхăтĕнче 2-3 ҫулхи ачасене сенсорла пултарулăха пуҫарасси.
Задачăсем:
1. Вĕрентмелли: ачасен калаҫу чĕлхине сăмахсемпе – теттесен ячĕсемпе пуянлатасси. Пысăкăш (пысăк е пĕчĕк): форма, тĕс, шут ҫинчен ăнлантарасси. Тĕссене (хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс) пĕлнине ҫирĕплетмелле. Тĕссене хăйсене калаттарма хăнăхтармалла.
2. Аталантармалли: шухăшлама вĕрентмелле, вĕтĕ тата пĕтĕмĕшле моторикăна аталантармалла.
3. Воспитани памалли: ачасен кăмăлне хăпартмалла: теттесене упрама вĕрентессипе воспитани памалла.
Методика мелĕсем: сăмах вĕҫҫĕн, практика, вăйă формăллă.
Оборудовани: матрешка, шалҫа пăрҫи (фасоль) тултарнă чашăк, тĕрлĕ тĕслĕ прищепка, канра ҫинчи ялавсем, тĕрлĕ тĕслĕ ҫавракасем, типĕ ҫумăр.
Словарь ĕҫĕ: матрешка, пысăкки, пĕчĕкки, прищепка, шалҫа пăрҫи, пĕлĕт, асамат кĕперĕ, хĕвел.
Малтанхи ĕҫĕ: «Хаваслă прищепкăсем» вăййа ирттересси: «Пăравус» вăйӑ?
Вăхăт калăпăшĕ: 10 минут.
Хутшăнаканĕсем: кĕҫĕн ҫулхисен 2-мĕш ушкăнĕн ачисем, воспитатель.
■ Ананьева Анна Владимировна.
Элĕкри "Çăлкуç" ача сачĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 85, Хаçат: 2 (46), Категори: Ача панчинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: