Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Ҫĕнетнĕ ФГОСпа хатĕрленĕ тĕслĕх ĕç программа пурĕ тăватă пайран тăмалла.
Пĕрремĕш «Тăван (чăваш) литература» предмета ăнлантарса пани» пайра «Тăван (чăваш) литература предмета пĕтĕмĕшле хаклани», «Тăван (чăваш) литература» предмета вĕрентнин тĕп тĕллевĕсемпе задачисем», «Тăван (чăваш) литература» вĕренÿ предметăн вĕренÿ планĕнчи» (вĕренÿпе тематика планĕ) вырăнĕ» хушма пайсем пулмалла.
Иккĕмĕш «Вĕренÿ предмечĕн содержанийĕ» пая вара пуçламăш (1-4-мĕш классем), тĕп (5-9-мĕш классем), пĕтĕмĕшле (10-11-мĕш классем) вĕренÿ шайĕпе йĕркелемелле.
Виççĕмĕш «Пулмалли результатсем», пайра чи малтан Раҫҫей Ҫут ĕҫ министерствин 2021 ҫулхи ҫу уйăхĕн 31-мĕшĕнче кăларнă 286-мĕш тата 287 №-лĕ приказпа çирĕплетнĕ Пĕтĕмĕшле пуçламăш тата тĕп вĕренĕвĕн федерацин патшалăх вĕренӱ стандартĕнчи е федерацин пĕрлехи вĕренÿпе методика пӗрлешӗвӗн йышӑнӑвĕпе 2022 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче тата 2022 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче ырланă «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пуçламăш тата тĕп вĕренÿ программинчен» харкамлăх, предметсен пĕрлĕхлĕ результатсене кашни вĕренÿ шайĕпе (1-4-мĕш, 5-9-мĕш классем, 10-11-мĕш классем) вĕренсе тухнă чух пулмалли пĕтĕмĕшле предмет результачĕсене çырмалла. Кайран тин вара «Литература вулавĕ» вĕренÿ предмечĕн тĕслĕх программинчен (1-4 классем) е "Тăван (чăваш) литератури» 5-9-мĕш, 10-11-мĕш классен вĕренÿ предмечĕн тĕслĕх программинче ятарласа кашни класс валли уйрăммăн палăртнă предмет результачĕсене вырнаҫтармалла.
Тăваттăмĕш «Тематика планĕ» пая пуçламăш (1-4-мĕш классем), тĕп (5-9-мĕш классем), пĕтĕмĕшле (10-11-мĕш классем) вĕренÿ шайĕпе йĕркелемелле. Кашни класăн тематика планĕ урок номерĕнчен, урок теминчен, сехет шутĕнчен, цифрăланă электрон вĕренÿ ресурсĕсенче тăмалла.
Вырăс тата чăваш чĕлхиллĕ шкулсенче «Литература вулавĕ», «Чăваш литератури», «Тăван литератур», «Тăван ен культури» предметсемпе хатĕрлемелли тĕслĕх ĕҫ программин алгоритмĕнче кашни пайра хăш документ материалне илмеллине уҫăмлатса панă.
■ Иванова Надежда Григорьевна.
Чăваш республикин вĕрену институчĕн доценчĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1129, Хаçат: 2 (46), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: