Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Керукова Г. А., Никифорова Л. В.
Керукова Г. А., Никифорова Л. В.
Вĕрентӳ ĕҫĕнче урока тĕрлĕ майлă йĕркелеме пулать. Хамăрăн ĕҫре эпир пĕрлештернĕ уроксем ирттерме хăнăхрăмăр. Предметсене пĕр-пĕринпе ҫыхăнтарса вĕрентни, тĕрлĕ искусство материалĕпе усă курни ачасен тавракурăмне анлăлатать, тарăн пĕлӳ илме пулăшать, илемлĕхе туйма вĕрентет, вĕсен тĕнчекурăмĕ те пуянланать, вĕренес кăмăлĕ ӳсет. Вырăс шкулĕнче чăваш сăмахĕ урокĕсене музыка, рисовани, биологи, тăван ен культури урокĕсемпе пĕрлештерме пулать. Пĕрлештернĕ урока ирттермелли тĕп услов - предметăн тĕп темисем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса тăни.
Уроксенче час-часах халăх историйĕнче тарăн йĕр хăварнă пултаруллă та ĕҫчен ҫынсемпе паллашатпăр.
Надежда Васильевна Павлова балеринăпа тата балет искусствипе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе чăваш сăмахĕпе музыкăна пĕрлештерсе урок ирттертĕмĕр.
Урока хатĕрленнĕ май 5-мĕш класра вĕренекенсемпе Шупашкарти оперăпа балет театрне балет пăхма кайса килтĕмĕр. Балет, балеринăсем ҫинчен ӳкерчĕксем пухса стенд йĕркелерĕмĕр, Н. Павлова ҫинчен альбом турăмăр, рефератсем ҫыртăмăр, Н. Павлова ҫинчен ҫырнă кĕнекесен выставкине йĕркелерĕмĕр, стена хаҫачĕсем кăлартăмăр.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 608, Хаçат: 5 (44), Категори: Чăваш культури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: