Уяв тĕллевĕ: ачасене Петĕр Хусанкай пултарулăхĕпе усă курса халăхсем хушшинчи туслăха, тăван çĕр-шыва , чăваш чĕлхине, тăван халăх культурине хаклама, упрама вӗрентесси.
Ăс-тăн задачисем:
- ачасене Петĕр Хусанкай пултарулăхӗпе паллаштарасси, ăна халалласа лартнă палăк, ун ячĕллĕ Культура керменĕ, Шупашкар урамĕ çинчен каласа хăварасси, «Тăван çĕр-шыв» ăнлава анлăлатасси.
Аталану задачисем:
- Çынсем умĕнче калаçас, сăвă вулас пултарулăха, тавçăрулăха аталантарасси;
- Чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлӳллĕхе ӳстерме пулӑшасси.
Воспитани задачисем:
Ташă - юрăра илеме курма, туйма хăнăхтарасси;
- Пĕр – пĕрин калаçăвне тимлĕн итлеме хăнăхтарасси.