Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
6-мĕш класра вĕренекенсемпе ĕçлеме
Александрова Альбина Владимировна
Александрова Альбина Владимировна
Сапăрлăх тĕллевĕсем: 1.И.Я. Яковлевăн улăпла хăвачĕпе, ĕçĕ- хĕлĕпе, тивĕçлĕ таланчĕпе паллашасси, ăна ăса хывасси;
2.Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă вĕрентекенсемпе паллашасси, вĕсем чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тăрăшнине ачасене кăтартасси;
3.И.Я. Яковлевпа тата унăн вĕренекенĕсемпе мухтанма, вĕсене хисеплеме, юратма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: 1.çĕнĕ сăмахсемпе паллашасси , вĕсене пуплевре усă курма хăнăхасси;
2. И.Я. Яковлев калавĕсемпе паллашасси, вуласси, ăнланасси, пуплеве аталантарассипе ĕçлесси.
Аталантару тĕллевĕсем:И.Я. Яковлев калавĕнчи чĕлхен илемне туйма вĕрентесси.
Урок тĕсĕ: йăлана кĕнĕ урок.
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем :учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, саспа, пĕрин хыççăн тепри тата коментариллĕ вулав, ыйту-хурав, калаçу, кирлĕ эпизодсене илемлĕ вуласа тишкересси.
Пуплев хăнăхăвĕсем: палăртуллă вулав, вуланине кĕскен каласа пани, вуланă хайлава хак пани, харпăр хăй шухăшне каласа пани.
Кирлĕ хатĕрсем: 1.И.Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ- хĕлĕ çинчен хатĕрленĕ презентаци; компьютер, мультимедиа проекторĕ, экран, слайдсем.
Литература:
1. Андреев И.А. Чăваш чĕлхи. 6 - мĕш классем вали. – Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви:.2001.
2. Власова Т.А. Чăваш чĕлхине вĕрентнĕ май ачасен сапăрлăх туйăмне аталантарасси - методика материалĕсем. – Шупашкар. Л. А. Наумов изд-ви: 2007. - 32-42 с.
3. Кульев О.Г. Тăван ен культури. 5-мĕш класс вали. – Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви.2002.
4. Иванова Р.Г. Аслă патриарх кун –çулĕ. Халăх ăс-хакăлĕ. - Мудрость народная. – 2001. - 2(5)№. - 11-13 с.
 
Урок юхăмĕ
 
Пуçламăшĕ.
 
Учитель ачасене урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарать, унтан малтан çырса хатĕрленĕ эпиграф сăмахĕсене вулать, ачасенчен çав сăмахсене мĕнле ăнланнине каласа пама ыйтать.
Çак ăслă сăмахсене ăнланас тесе малтан словарь ĕçĕ туса ирттерĕпĕр :
 
улăп- богатырь,
ăс - хакăл - ум и сила,
этем - человек,
халăх – народ,
çутта туртнă - тянул к знаниям,
çутта кăларакан – просветитель.
 
 
« Улăпла ăс- хакăл пулнă çак этемĕн. Аллă çул вăл хăй халăхне çутта туртнă, тата мĕнле вăхăтра !» В. И. Ленин.
 
Чăваш поэчĕсемпе писательсем И.Я.Яковлев çинчен нумай хайлавсем çырнă, акă вĕсенчен пĕри.
 
Чăвашсен пур сумлă çын.
(Александр Кăлкан)
 
Чăвашсен пур сумлă çын
Пурте ун ятне пĕлеççĕ.
Ваттисем калаçнă чух
Ырăпа çеç ас илеççĕ.
 
Чăвашсем валли вара
Чĕмпĕрте вăл хăй шкул уçнă.
Букварьсем çыра – çыра
Пулнă шурă юр пек пуçлă.
 
 
Вĕренекенсем эпиграфри сăмахсемпе усă курса хăйсен шухăшĕсене калаççĕ. (Çак сăмахсем- чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çинчен.)
Тĕп пай
 
Учитель. Ачасен партисем çинче «Иван Яковлевич Яковлев» çыхăнуллă калав. Çак калавпа ачасемпе ĕçлетпĕр.
 
И.Я.Яковлев Тутар республикинче Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Сакăр çулта Ивана шкула вĕренме янă. Кайран ача Чĕмпĕр (Симбирск) гимназине вĕренме кĕнĕ, мĕншĕн тесен питĕ вĕренес килнĕ. Гимназире вĕреннĕ чух И.Я.Яковлев чăваш шкулне уçнă. Пултаруллă ача Хусан университетĕнче вĕреннĕ. Н.И.Ильминский тата юлташĕсем пулăшнипе И.Я.Яковлев чăваш алфавитне тунă, букварь кăларнă. И.Я.Яковлев - чăваш халăхне çутта кăларнă çын. Унпа халăх мухтанать, ăна тав тăвать.
( Вуласа куçаратпăр, слайдсем кăтартатăп, калаври предложенисене ачасен тупса вуласа памалла)
 
Вĕренекен. Атăл тăрăхĕнчи халăхсене çутта туртнă паттăра Иван Яковлевич Яковлева чысласа ака уйăхĕнче çулсеренех Чăваш чĕлхи кунне ирттереççĕ. Яковлева мухтаса ачасем сăвăсем вулаççĕ, юрăсем юрлаççĕ, ăна тав сăмахĕ калаççĕ, ырă сăмахпа асăнаççĕ. Чăваш халăхĕ И.Я. Яковлева çапла тесе чĕннĕ. ( слайд И.Я.Яковлев палăкĕ)
 
Учитель ыйтусем парать:
 И.Я. Яковлев ăçта çуралнă, хăш республикăра?
 Ăçта вăл чăваш ачисем валли шкул уçнă?
 Кам пулăшнипе букварь кăларнă?
Учитель.
И.Я.Яковлев çак шкул ачисемпе пĕрле ача –пăча калавĕсем хатĕрленĕ. Çав калавсем халĕ те пирĕн асран тухмаççĕ, пĕр калавĕнпе паллашăпăр
 
 
 
Çухалнă укçа тупăнни.
 
Пĕр çыннăн укçи çухалнă тет, вăррине ниепле (никак) тупаймаççĕ тет. Пухăнать тет пуху (собрание). Пуху пухăнса çитсен староста каларĕ тет :
- Ватăсем, вут (пожар) тухрĕ! Вăрă çинче çĕлĕкĕ (шапка) çунать, тесе каларĕ тет.
Пĕр çын пуçĕнчи çĕлĕке аллипе ячĕ тытрĕ тет. Вăрă çавне пĕлчĕç тет вара.
(вулатпăр, куçаратпăр, мĕнле ваттисен сăмахне калавпа çыхăнтарма пулать).
(Калава пăхнă хыççăн ачасемпе пĕтĕмлетÿ туса ирттеретпĕр.)
 
И.Я.Яковлев хăй калавĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе нумай усă курнă. Халĕ сирĕн конвертри ваттисен сăмахĕсене пĕр – пĕринпе çыхăнтармалла пулать.
 
 Çиччĕ виç те пĕрре кас.
 Вĕренни çутă - вĕренменни тĕттĕм.
 Ĕçрен ан хăра вăл хăй санран хăратăр.
 Уй куçлă, вăрман хăлхаллă.
 
Учитель. Тепĕр хут калав патне таврăнатпăр. Мĕнле ăнланнине тĕрĕслеме халĕ эпир ачасем графика диктантчĕ туса иртерĕпĕр. Доска патне пĕр ача тухать, ыттисем хут листасем çинче ĕçлеççĕ.
 
1. Пĕр çыннăн сумкка çухалнă тет. (-)
2. Пухăнать тет пуху.(+)
3. Пухăнса çитсен директор каларĕ тет.(-)
4. Вăрă çинче çĕлĕкĕ çунать, тесе каларĕ тет.(+)
5. Пĕр çын пуçĕнчи çĕлĕке урипе ячĕ тытрĕ тет.(-)
 
Пĕтĕмлетÿ.
 
Тăван халăхăн калама çук чаплă ĕçĕсем пĕр ятпа – И.Я. Яковлев ячĕпе çыхăнса тăраççĕ. Çавăнпа эпир чăвашсен аслă вĕренÿçине нумай енлĕ гении тесе хаклатпăр.Вăл вĕрентсе кăларнă ачасем те пирĕн Республикăна çÿле çĕклерĕç.
 
Урока çак йеркесемпе вĕçлес килет:
Иван Яковлева манмаспăр,
Усратпăр халăх асĕнче,
Ăна сума суса юрлатпăр
Хамăр чăваш çĕр – шывĕнче.
Килти ĕç: «Чĕмпĕр чăваш шкулĕн ĕçĕ» тест.
■ Александрова Альбина Владимировна.
Куславккари 3-мĕш вăтам шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1814, Хаçат: 3 (3), Категори: Методика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: