Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
«Хыпар» хаçатра (2021, çĕртмен 4-мĕшĕ, 9 стр.) Ирина Кошкина корреспондента Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши панă интервью пичетленсе тухрĕ. Интервью паракана хуравлас, унпа тавлашас йăла, тен, пурнăçра пулман та-тăр. Апла пулин те эпĕ писатель чăваш орфографине хакласа каланă сăмахсем пирки тăват-пилĕк асăрхаттару тăвас терĕм. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вулавçăсем 400-е яхăн кĕнеке кăларнă, расна ят-сум темиçе хут та илнĕ, нумай хура-шур курса халал çырма хатĕрленнĕ халăх писателĕ каланинче йăнăш пулас çук тесе пăтрава кĕрсе ӳкме пултараççĕ. Йăнăш тени çук мар вара.
Пĕрремĕшĕ. Хальхи уйрăм çырас йĕркене Михаил Николаевич правительство, власть шайĕнче çирĕплетмен тет. Тĕрĕссипе, çирĕплетнĕ. Тивĕçлĕ йышăнăва ун чухнехи Патшалăх Канашĕн Председателĕ В. Шурчанов алă пуснă. Документ айне дата лартнă: 1994 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕ. Номер та пур: 88. Хальхи орфографипе пунктуаци правилисем Аслă Совет постановленине пичетре кăларнă кунтан пуçласа вăйра тăраççĕ. Пичетлессе йышăнăва «Хыпар» хаçатăн 12-мĕш кĕнекинче 1995 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче пичетленĕ (кĕнекен 16-мĕш страницине пăхăр). Правилăсене вăя кĕртес йĕрке малашне епле пулĕ – вырăссем халь редакцилекен правилисемпе мĕн тăвасса кĕтер.
Иккĕмĕшĕ. Халăх çыравçи пирĕн чĕлхене ытти тĕрĕк чĕлхеçисем тĕпченине йышăнать, кунпа мухтанма хушать, анчах ытти тĕрĕк чĕлхисене чăвашсем те тĕпченине асăнмасть. Чăннипе, чăваш чĕлхеçисем те вырăнта лармаççĕ, пирĕнни пекки ытти тĕрĕк чĕлхисенче те пуррине кураççĕ. Акă Юхма Мишши асăннă хĕр ача сăмах майлашăвĕ тутарпа пушкăрт чĕлхисенче кыз бала сăмах майлашăвĕпе тӳр килет. Çавăнпа эпир хĕр ача (уйрăм) çырни чĕлхе тытăмĕпе килĕшсе тăрать тетпĕр – паллă писатель пĕрле çыртарасшăн. Ытти тĕрĕк чĕлхисенче ир бала (чăвашла ар ача) тени те пур. Ку – уйрăм çырма хистекен тепĕр сăлтав. Сăмах май каласан, хĕр ача пĕрлешӳ сăмах майлашăвĕ пулнине çирĕплетме пире хамăр чĕлхере те тĕслĕх çителĕклĕ: хĕр ерчĕн, хĕр мăнук, хĕр пепке, хĕр пĕлĕш хĕр пултăр, хĕр тантăш, хĕр тус т. ыт. те. Çавăнпа шкулта сăмах майлашăвĕсенчен пĕрисене сăмах, теприсене сăмах майлашăвĕ тесе вĕрентни ачасене ăслăлăх енчен улаталани пулĕччĕ. Пĕрле çырас туртăм вăл хăш-пĕр писателĕн хăнăхăвĕ кăна пуль (куна Юхма Мишши хăй те йышăнать) – шкул вĕрентĕвне йывăрлăха кĕртсе ӳкерес марччĕ анчах. Вĕрентме сехет ахаль те сахал юлчĕ.
Виççĕмĕшĕ. Михаил Николаевич ăнлава сăмах кăна палăртма пултарать тесе шухăшлать иккен. Чĕлхе ăслăлăхĕ вара ăнлава сăмах çеç мар, сăмах майлашăвĕ те палăртать тесе вĕрентет.
Тăваттăмĕшĕ. Хисеплĕ çыравçă чĕлхепе пуплев хушшинче уйрăмлăх пуррине курасшăн мар: орфографие улăштарнине писатель чĕлхене пĕтерни тесе шутлать. Орфографи вăл – пуплевĕн çыру енне тытса тăракан йĕрке. Вăл чĕлхе тытăмĕпе мĕн таран тулли килĕшсе тăрать, çыру çавăн чухлĕ ансат пулать. Çак ансатлăх чĕрĕ пуплев валли шкулта вăхăт перекетлеме май парать. Чĕлхе вара – пуплев тытăмĕ çинчен пухнă пĕлӳ, ăслăлăх. Ăна, паллах, вĕренес те, вĕрентес те пулать.
Пиллĕкмĕшĕ. Тăван чĕхемĕре юратчăр, хисеплеччĕр тесен çынсене чĕлхе тĕпчевçисене (çынни халь пур-и, сук-и?) хирĕç тăратма кирлĕ мар: чĕлхеçĕ ученăйсем пирĕн ахаль те сахал, пӳрне хуçса шутламалăх та çук. «Çук сăмаха пур туса калаçма» та кирлĕ мар. Чăвашла калаçупа çыру çĕр çинчен ан çухалччăр тесе ĕмĕтленетпĕр тĕк – чăваша çынсем пĕр-пĕрне ура хунине сивлеме, пĕр тĕллевлĕ пурăнма чĕнмелле.
 
: 672, Хаçат: 3 (42), Категори: Орфографи ыйтăвĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: