Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
И.Я.Яковлев ĕçĕ - хĕлĕпе паллаштарса чăваш эрнинче кĕçĕн классенче туса ирртернĕ уяв сценарийĕсем (ĕçсен тĕсĕсем.)
Ака уйăхĕн -25 мĕшĕнче 2021 –мĕш çулта И.Я.Яковлев – 173 çул.
И.Я.Яковлев юбилейĕ кашни чăвашшăн уяв пултăр.
Пысăк, çÿллĕ ту мăнаçлăхне ун умĕнче тăнă чух асăрхама çук, мĕн чухлĕ аяккарах каятăн, вăл çавăн чухлĕ лайăхрах курăнать. Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхшăн мĕн тери пысăк ĕç тунине ăнланса илме, ăна тивĕçлипе хаклама тытăниччен вăхăт чылай кирлĕ пулнă.
Юлашки çулсенче чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелекенĕн çуралнă кунне чăващ чĕлхи кунĕ тесе палăртма пуçларĕç. Çавна май республикăра уява пĕр кунпа мар, тивĕçлĕн, мăнаçлăн паллă тăвасси йăлана кĕрсе пырать. Шкулсемпе библиотекăсенче, кермен çуртĕсенче И.Я. Яковлева халалланă тĕрлĕ мероприяти, кĕнеке выставкисем, тематика каçĕсем, литературăпа искусство çыннисемпе тĕлпулусем йĕркелеме палăртрăмăр.
И.Я.Яковлев пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, педагогика вĕрентĕвĕсем темăсемпе ăслăлăх конференци ирттерме пулать. Вĕренекенсене аслă педагог ĕçĕсемпе паллаштарма, пурнăçĕнчи кăсăклă самантсем çинчен каласа пама пулать. И.Я. Яковлев çинчен доклад тума пулать. Чăваш халăхĕн ăс - хакăл ертÿçи пирки ачасем сахал мар илтнĕ, вуланă. И.Я. Яковлев педагог чăваш халăхне, чĕлхине упраса хăварассишĕн сывлăхне, вăйне шеллемесĕр тăрăшнине палăртмалла.
■ Атласкина Элла Сергеевна, Токарева Марина Васильевна.
Етĕрне районĕ, Чирĕккасси вăтам шкулĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 823, Хаçат: 3 (42), Категори: Класс тулашĕнчи ĕç

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: