Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Федорова Г. А.
Федорова Г. А.
 
(6-мĕш класра ирттермелли тăван ен историйĕпе культури урокĕн планĕ)
 
Урок тĕсĕ: Çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.
Ачасен ÿсĕмĕ: 6-мĕш класс.
Урок эпиграфĕ: «Çын шутне кĕрес тесен этемĕн кил-çурт çавăрмалла» (ваттисен сăмахĕ).
Вĕренекенсен результачĕсем:
1. Харкамлăх результачĕсем: тăван халăхăн авалхи историйĕпе культурине, йăли-йĕркине асра тытасси; тăван кил ăшшине чи паха пуянлăхпа танлаштарасси; тăван киле, атте-аннене юратас, тивěçлипе мухтанас туйăма аталантарасси.
2. Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
Йĕркелӳ: ума лартнă тĕллеве пурнăçлама тухăçлă мелсем суйласа илни; текстпа ĕçлеме, ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетӳсем тума пĕлни.
Хутшăну: тěрлě мелпе – мăшăррăн, пěчěк ушкăнпа, пěрле килěштерсе ěçлеме – пĕрлĕхлĕ ĕçĕн харкам пайне пурнăçлама хăнăхни, харпăр хăйěн тата ыттисен ěçне хаклама вěрентни.
Информаци: шухăша пěтěмлетсе ăна çыхăнуллă, туллин те тěрěс уçса пани; информаци çăл куçĕпе усă курма пултарни (кĕнеке, Интернет).
3. Предмета вĕреннин результачĕсем: учителĕн пуплевне итлесе ăнланма хăнăхтарни; ěлěкхи вăхăтра чăвашсем çурт-йĕре мĕнле çавăрнине тишкерни; кил-çурт çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартни.
■ Федорова Галина Александровна.
Чăваш Республикинчи Канаш районĕнчи Сухайкасси тĕп шкулĕнче тăван ен историйĕпе культури вĕрентекен.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 832, Хаçат: 3 (42), Категори: Чăваш культури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: