Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
 
8 класра ирттернĕ уявăн анлă планĕ
Севрикова Любовь Константиновна
Севрикова Любовь Константиновна
Такина Алевтина Александровна
Такина Алевтина Александровна
Сапăрлăх тĕллевĕсем: Ачасене чăваш чĕлхине юратма, хисеплеме, унпа мухтанма, мăнаçланма вěрентесси.
Пěлÿ тěллевěсем: Чăваш çěршывě, чăваш ятне çĕклекенсем, чăваш халăх пултарулăхĕ, чăваш чěлхи çинчен вěреннě пěлÿсене çирěплетсе хăварасси, ачасен тавракурăмне анлăлатасси.
Аталантару тěллевěсем:Ачасен пултарулăхне,çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлěхе, илемлě те тěрěс вулав хăнăхăвěсене, ыйтусем çине тĕрĕс хуравлас ăсталăха аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, технологийĕсем, сывлăха сыхлас технологисем, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнта хутшăнса ĕçлесси.
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, проблемăллă ыйтăва хуравлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ушкăнсенче ĕçлесси, валеçÿ карточкисемпе усă курни.
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтесси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, палăртуллă вулав, сăмах йышне пуянлатасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем.
Усă курнă литература:1. О.И.Печников, М.Н.Печникова. Чăваш сăмахĕ: Вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕ валли. – Ш., 2008.
2. О.И.Печников, М.Н.Печникова. Вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентесси: Методика кăтартăвĕсем. – Ш., 2010.
3.Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕсенчи I-IX классен программи / И.А. Андреев хатĕрленĕ. – Ш., 2004
4.Шкул ачисен пĕлĕвĕпе хăнăхăвĕсене хакласси: Чăваш шкулĕн 5 – 11 класĕсенче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем валли/Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви; Виноградов Ю.М., Петрова Л.Г., Майков Е.А. хатĕрленĕ. – Шупашкар, 2004.
5.А.Н.Данилова,Р.А.Иванова,А.Р.Кульева. Уявсем,проектсем,тĕрĕслев ĕçĕсем.-Шупашкар,2009.
6. Н.Н. Чернова. Пирĕн уявсем. - Шупашкар,2006
7. Егорова Л.В. Савăнар-ха уявра (сценарисем,вăйăсем, конкурссем). - Шупашкар,2010.
8. Елена Енькка. Родной край(5 класс).- Чебоксары, 2005.
Интернет - сайтри материалсем, «Чувашский народный сайт» htpp://chuvash.org.
Уяв юхăмě.
I.Класа йěркелени.
В: Сывлăх сунатпăр, ачасем!
А: (Сывлăх сунатпăр, вĕрентекенсем!)
В: Сывлăх сунатпăр, хăнасем!
Хăнасене те сывлăх сунар – ха.
А: (Сывлăх сунатпăр,хăнасем!)
В: Шăппăн вырнаçса ларар
Хамăр уява пуçлар!
(юрă янăрать)
Вĕрентекенсем юрлаççĕ.
Сывă - и, туссем,
Хĕрсемпе яшсем,
Тĕл пулмашкăн сирĕнпе
Эпир хавас паян.
Савăк сăн-питсем,
Капăр чечексем
Салатасчĕ савнăçа халь пин те çĕр паян.
Уçăлать чаршав,
Пуçланать уяв.
II.Уявăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни.(1 слайд)
2 вĕрентекен:
Хамăр уява илемлĕ сăвăран пуçлар. Сăвва чăваш халăхĕн паллă юрăçи В.Христофоров вулать.
Тĕллев:.Çак сăвă йěркисен авторĕ кам - ши? Сăвăра мěнле çěр çинчен, мěнле халăх çинчен сăмах пырать-ши?
Сăвва тимлĕ итлĕр. Ыйтусем çине хурав пама хатĕрленĕр.
1. «Йыхрав» сăвă янăрать.
Çак çěре эсир пěлетěр-и:
Ватă та вăл; ĕмĕр çамрăк та.
Уявра уяв ку çěршывра,
Ĕçěпе - хускатě вăл тăва!
Кам-ха, кам çак халăха пěлет:
Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет.
Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,
Çĕр пин тĕслě тĕрě вăл тěрлет...
1 вĕрентекен
-Сăвă йěркисен авторĕ кам - ши?
-Ачасем, сăвăра мěнле çěр çинчен, мěнле халăх çинчен сăмах пырать-ши?
-Чăваш халăхĕ мĕнле чĕлхепе калаçать?
2 вĕрентекен:
Паян пирĕн пысăк уяв – Чăваш чĕлхи уявĕ. Çак уява чыслама пуçтарăнтăмăр та ĕнтĕ çак илемлĕ те çутă класа. Чăваш çěршывě, чăваш ятне çĕклекенсем, чăваш халăх пултарулăхĕ, чăваш чěлхи çинчен вěреннě пěлÿсене çирěплетсе хăварăпăр.
Уява пуçлама 18 – мĕш лицей директорне Бахмисова Наталья Олеговнăна
сăмах парар.
Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех хăнана тарават кĕтсе илнĕ, сĕтел çине апат лартмасăр яман. Паянхи уявра та пирĕн хăнасем пур.
Чăвашсен йали – йĕркипе вĕсене çăкăр - тăварпа хăналар.(хăнасем патне пымалла)
Тăванăмăрсем, ас тивсе пăхсамăр пирĕн çĕр-аннемĕр парнине.
III.Фонетика зарядки. (2 слайд)
1вĕрентекен:
Паянхи уявра эпир чăвашла нумай калаçăпăр,юрлăпăр.Çавăнпа та малтан чĕлхесене вылятса илер.
Тĕрĕс калăр!
ă – чă – чăваш
ĕ – чĕ – чěлхе - чăваш чěлхи
Чăваш чěлхи! Эс – чи пахи, эс – чун уççи!
Çĕнĕ сăмахсем (фразеологи çаврăнăшĕ):
чун уççи – радость
1) учитель вулать
2) вырăсла куçарасси
3)учитель хыççăн ачасем вулаççĕ
4)хорпа,пĕрер йĕрке,пĕчченшерĕн вулаттарасси
2вĕрентекен:
Çак сăмахсем паянхи уявăн эпиграфě пулěç. (3 слайд)
IV. Căвă.
1вĕрентекен:
Кала, юлташ, мĕн хаклă саншăн
Хальхи пуян çак тĕнчере? –
Тесе ыйтсан сывламăп ассăн,
Эп калăп пат:
Пурте:Чăваш чĕлхи!
2вĕрентекен:
Эсир тата вĕри чунсем!
Кăвар чунсем,яшсем,кĕрсем,
Тăван çĕршывăн чĕлхине
Мухтав тума манса кайман-и,
Чăваш чĕлхин хĕвеллĕ илемне
Чунтан савса тăма манман-и?!
Пурте: Манман.
Пĕтěмлетÿ:
1вĕрентекен:
Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе – чăваш чĕлхи. Эпир Чăваш Енре чăвашла калаçса пурăнатпăр.
2вĕрентекен:
Ăçтарах – ши Чăваш ен?
Аякра – ши,çывăх – ши?
Аякра та, çывăх та
Каласа парар,тăхта!
 
V.Чăваш Ен çинчен вĕреннине аса илни. (3 слайд (гиперссылка)
 
1вĕрентекен:
Ачасем, эсир те Чăваш Ен çинчен нумай вĕреннĕ.Халě вăйă ирттерĕпĕр. Кам «Чи маттурри» пулнине пĕлĕпĕр.
Айтăр вăйă выляр – те
Маттурине суйлар – и?
Чăваш çěрě çинчен пĕлнине те
Тěрĕслесе пăхар-и?
2вĕрентекен:
1.Чăваш Республики ăçта вырнаçнă – ши? Унăн территорийĕ миçе пин çухрăм шутланать?
2.Чăваш Республикинче миçе хула? Мĕнлисем? Тĕп хули мĕн ятлă? Эпир мĕнле хулара пурăнатпăр?
3.Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ кам? Республикăн хальхи пуçлăхĕ кам?
4.Чăваш Республикин символĕсене калăр. ЧР гимнĕ мĕн ятлă?
5.Мĕнле чĕлхесем патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ?
 
Чăваш чĕлхи çинчен пĕлнине те тĕрĕслесе пăхар-ха.
Вăййа малалла тăсар.
1.Чăваш чĕлхи чĕлхесен хăш çемйине кĕрет?
2.Алтай çемйин хăш ушкăнне кĕрет?
3. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне, алфавитне, букварьне йĕркеленĕ çын.
1 верентекен:
Вĕрентсе пырать пире ăса –
Парса хăварнă асатте халалĕ!
Тăвалла пулсан та малалла!
Çĕкленет чăваш чĕлхи хăвачĕ!
Чăваш алфавитĕнче миçе саспалли?
4.Чăваш чĕлхин тĕпчевçи,17 томлă словарь авторĕ.
5. Чăваш чĕлхипе миçе çын калаçать?
Чăваш чĕлхи кунне хăçан уявлаççĕ? (гиперссылка)
Чăваш чĕлхи кунне 1992- мĕш çултан ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Кăçал вара çак куна уявлама пуçланăранпа 20 çул çитĕ.
Пĕтĕмлетÿ: Çапла вара,….çĕнтерчĕ, «Чи маттурри» медале тивĕçлĕ пулчĕ.
V. Сăвăсем вулани.
1вĕрентекен:
Эпир - Иван Яковлевич Яковлев мăнукĕсем. Тăрăшсах эрнере виçĕ урок чăваш чĕлхи вĕренетпĕр.
2вĕрентекен:
Чăваш чĕлхи çинчен те нумай сăвă вĕреннĕ эсир. Аса илер вĕсене.
1 ача
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе!
Эс – чи пахи, эс – чун уççи.
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе!
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.
Çак чĕлхепе эп калаçатăп,
Куллен çыратăп та вулатăп.
Çак чĕлхепе эп мухтанатăп,
Куллен – кунах ăса туптатăп.
2 ача
Эп – чăваш ачи саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.
Юратап сăвва-юрра та
Купăса та кĕслене.
Юрататăп вуламашкăн
Чăвашла та вырăсла.
Ик чĕлхе вăл - ик ăс маншăн.
Эп пуласшăн ик ăслах.
 
3 ача
Чǎвашра вǎрман та чǎвашла кашлать,
Шǎпчǎк та юрлать кунта халь чǎвашла
Пин чěлхеллĕ халǎх хушшинче
Калаçса çÿретěп эпě- чǎвашла.
Пĕтĕмлетÿ:
1 вĕрентекен
Ачасем,асăрхарăр пулĕ мĕнле илемлĕ янăрать чăваш чĕлхи. Сăмахĕсем çепĕç, чуна пырса тивеççĕ. Пирĕн чăваш чĕлхи хамăр халăх пекех сăпайлă та витĕмлĕ, çав тери сăнарлă! Калаçнă чух эпир çав сăнарсене асăрхамасăр хăваратпăр, анчах сăмахăн та чунĕ пур.
 
 
2 вĕрентекен
Чăваш чĕлхи – эс ман тăван чĕлхем,
Ялан чунра çунса тăран хĕлхем
Миçе поэт çырман пуль сан çинчен,
Эс, чăннипех, черченкĕ те чечен.
1 вĕрентекен:
Чăваш чĕлхине мухтаса мĕн чухлĕ çыравçă илемлĕ сăвă йĕркисем шăрçаланă. Халĕ те шăрçалаççĕ. Чăвашсен паллă çыравçи Çеçпĕл Мишши шаннă ĕмĕчĕ çитрĕ. (юрă янăрать)
Пирĕн уявра паян хăнара Чăваш республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, композитор, юрăçă, сăвăçă- Светлана Васильевна Асамат.
Халĕ вăл сире чăваш чĕлхине халалланă сăввипе паллаштарĕ.
 
Чăваш чĕлхине сăвапласа çырнă савăсене çак сайтра: http://nasledie.nbchr.ru/nasledie/yazyk/chavash-chelkhine/ тупма пултаратăр (кашни ачана валеçсе памалла)
 
2 вĕрентекен:
-Ачасем, сирĕн тантăшсем те чăвашла сăвăсем çыраççĕ. Акă, тěслěхрен, сирĕн класра вĕренекен Андреева Катя çырнă сăвă.
1 вĕрентекен:
Эсир те çырма пултаратăр?
Сăвăсем «Тантăш» хаçатра пичетленеççě.
Хăвăр шăрçаланă йĕркесене çак адрессемпе ярса пама пулать.(4 слайд)
Электронлă адрес: tantas@list.ru («Тантăш»)
 
Тантăшăн 12 – мĕш номерĕнчи «Хаçатри хаçат» проектăн 3 – мĕш кăларăмне Çĕнĕ Шупашкарти юнкорсем хатĕрленĕ.(хаçатне кăтартмалла)
2 вĕрентекен:
Ян-ян! каять пуян та, чаплă та, çемçе те, вутлă та, хăватлă та чăваш чĕлхи. Эппин, уншăн чун-чĕререн савăнар! (юрă янăрать – «Урхамахсем тăраç тапăртатса» юррăн кĕвви)
Чăвашпала чăваш тĕл пулсассăн
Чăваш чĕлхи мĕнле янăрать.
Чăваш патне чăваш пуçтарăнсан
Чăваш юрри мĕнле ян каять!
Чунтан савăнар, ачасем, (5 слайд)
Чĕлхе пур чухне савăнар.
Чунтан савăнар, савăнар
Чăваш чĕлхипе мухтанар!
 
VI.Физкультура саманчĕ. (Кĕлеткене кантарни.)(5 слайд – видео)
(12слайд) - музыка янăрать.
1 вĕрентекен:
Кĕлеткесене кантарса илер-ха. Ачасем,тăрăр. Паша хыççăн хусканусем тăватпăр.
 
2 вĕрентекен:
Тǎван чěлхе тǎван юрǎ-кěвěпе пěр шайра.Ашшě- амǎшě чěлхинчен писнě этем унǎн юрри-кěввинчен те сивěнет, тымарěнчен татǎлнǎ йывǎç-курǎк евěр типсе ларать.Тǎван чěлхене, юррине, кěввине хисеплекен, упракан çын тǎван халǎхран нихǎçан та уйрǎлмě.
VII. Юрă ушкăнĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси.
1 вĕрентекен.:
Юрăсем тĕрлĕ ушкăнсем çине пайланаççĕ.Халĕ вара эсир вĕреннĕ ушкăнсене аса илĕпĕр. ( 6слайд)
2 вĕрентекен:
1.Чăваш –халăх юррисем.(гиперссылка)
Халăх юррине кам хывни паллă мар. Вăхăт иртнĕçемĕн кам кĕвĕлени манăçа тухнă, юрри вара халăхăн асĕнче юлнă. Эсир çак ушкăна кĕрекен юрăсене хăшĕсене пĕлетĕр?
Халĕ пурте пĕлекен «Шăнкăр – шăнкăр …» ятлă юрра шăрантарар – ха.
Юлашки вăхăтра фольклор ушкăнĕсем чăваш халăх юррисене пуçтарса вĕсене халăха тавăрса парас енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ.
Пирĕн патра хăнара чăваш халăх юррисене шăрантаракан «Уяв» ансамбль!
(юрлаççĕ)
Пĕтĕмлетÿ: Мĕнле илемлĕ çак юрăри сăмахсем. Шывĕ шăнкăр – шăнкăр юхать,чăваш чĕлхи те шыв пек шăнкăр – шăнкăр янăрать.
2.Вăйă юррисем. (гиперссылка)
Çăва тухсан яш – кĕрĕм вăйă юррисем янăратма пуçланă. Шел пулин те, халĕ çак йăла –йĕрке манăçа тухрĕ.
1 вĕрентекен:
Айтăр, вăйă картине тăрар, «Хурăн çулçи çурăлсан» юрра шăрантарар.
2 вĕрентекен:
Пĕтĕмлетÿ: Юрăри сăмахсем çут çанталăкăн, чăваш пикисен илемне сăнлаççĕ.
3.Сăпка юррисем.(гиперссылка)
Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе илемне чăваш ачи- пăчи сăпка çулĕсенчех ăша хывма пуçлать.
«Сăпка юрри» янăрать - вĕрентекенсем юрлаççĕ.
Вырăспа та тăванлаш,
Тутарпа та эс туслаш,
Пурте — пирĕн хурăнташ,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
Малалла утсан — малаш,
Каялла юлсан - каяш,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
4. Ача – пăча юррисем.(гиперссылка)
2 вĕрентекен:
Чăвашсен ача – пăча юррисем те нумай.
 
1 вĕрентекен:
Янратар – савăк юрă
Уявра паян
Пĕр çемьере туслăх вăйĕ
Çирĕп пулнăран.
2 вĕрентекен:
Халĕ пурте пĕрле «Асамат кĕперĕ»юрра шăрантарар.
 
5. Эстрада юррисем. (гиперссылка)
Хальхи вăхăтра эстрада юррисем анлă сарăлнă. Пирĕн уявра хăнара эстрада çăлтăрĕсем. Палларăр – и эсир вĕсене?
Ачасем, мĕнле кайăк юрлать-ши?
Мĕнле хитре çак кайăк сасси. Андрей Шадриков сасси те питĕ янравлă та илемлĕ. Халĕ вăл сирĕн умра «Шăпчăк» юрăпа.
 
Пĕтĕмлетÿ: Асăрхарăр - и, ачасем, чăваш чĕлхинче çут çанталăк илемне сăнлама та, пуçри ĕмĕт-шухăша, чунри туйăма уçса пама та витĕмлĕ те çепĕç сăмахсем çак юрăра çав тери нумай.
Пирĕн хулари 16 – мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Никонорова Вера Фёдоровна та чăваш эстрадин çăлтăрĕ. Халĕ вăл пире «Çăлкуç» юрăпа савăнтарĕ.
Пĕтĕмлетÿ: Ачасем, чăваш чĕлхи те пĕлÿ çăлкуçĕ. Çак çăлкуçран вăй илсе çитĕнетпĕр эпир.
Пирĕн шкулти ачасем те эстрада юррисене кăмăллаççĕ. 7-мĕш класра вĕренекенсем «Ах, анне, аннеçĕм» юрăпа.
6.Кĕреке(хăна) юррисем.
1 вĕрентекен:
Чăвашсем хăна – вĕрле пухма юратаççĕ. Эх, янăраççĕ вара хăна юррисем!
Илемлĕ юрă – çемĕ чыслă, килĕштерсе пурăнма чĕнет. Хăна юррисем шухăш тĕлĕшĕнчен пуян, сăнарлă.
2 вĕрентекен: (гиперссылка)
Авалхи кĕреке юрри «Алран кайми аки – сухи».Çак юрра ĕмĕртенпех кĕрекере алла алтăр тытса ватă арçынсем пуçланă. Хальхи вăхăтра çак юрă Чăваш наци конгресĕн гимнĕ. (гиперссылка).
Пирĕн патра хăнара Чаваш нацин конгресĕн членĕ Портнов Константин Петрович. Айтăр, пурте пĕрле «Алран кайми аки – сухи» юрра шăрантарар.
 
1 вĕрентекен:
Чăвашла та савăнсах калаçатпăр.
Чăваш юррисене те киленсех юрлатпăр. (гиперссылка)
2 вĕрентекен:
Чăваш халăхĕн юратнă юрăçипе Иван Иванович Христофоровпа пĕрле «Вĕç, вĕç, куккук» юрра янратар.
1 вĕрентекен: Çак юрă çăлтăрсемпе чăвашла калаçнă паллă çыннăн юратнă юрри пулнă.
Кам - ши вăл?... Андриян Григорьевич Николаев пĕрремĕш хут çăлтăрсем патне хăпарнăранпа кĕçех 50 çул çитĕ(11.08. -15.08.1962çулта).
50 çул - паллă çул.
Курăнса тăрать кун - çул.
 
Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче космонавтика кунне уявларăмăр.
Эпир те сирĕнпе космоса вĕçер – ха. Куçсене кантарса илер. (гиперссылка – ракета)
2 вĕрентекен:
Илемлĕ, илемлĕ
Илемлĕ чăваш çĕрĕ
Илемлĕ чăваш çĕрĕ те
Паллă çынсем пулнăран.
Пĕтĕмлетÿ:
« Илемлĕ,илемлĕ…» юрă янăрать. (пурте пĕрле юрламалла)
Илемлĕ, илемлĕ
Илемлĕ чăваш çĕрĕ
Илемлĕ чăваш çĕрĕ те
Паллă çынсем пулнăран.
Илемлĕ, илемлĕ
Илемлĕ чăваш юрри
Илемлĕ чăваш юрри те
Юрлама пĕлсен кăна.
Илемлĕ, илемлĕ
Илемлĕ чăваш чĕлхи
Илемлĕ чăваш чĕлхи те
Калаçма пĕлсен кăна.
 
1 вĕрентекен:
Илемлĕ чăваш чĕлхи. Тата мĕнле – ши вăл?
VIII.Çыру ĕçĕ (кластер тăвасси) - Сăвăпа ĕçлесси (Кашни ачана валеçсе памалла) (7 слайд)
1 вĕрентекен:
Халĕ сăвăпа ĕçлĕпĕр.
Чăн та, илемлĕ те çепĕç пирĕн чĕлхе.
Чухăн мар вăл – пуян та, чаплă та,
Çемçе те, вутлă та хăватлă.
Вăл тÿсĕмлĕ, çиçĕмлĕ, сисĕмлĕ!
1.Вĕрентекен вулать.
2. Вырăсла куçарасси.
3.Вĕренекенсем вулаççĕ.
3.Сăвăри паллă ячĕсене тупса кластер тăвасси.
2 вĕрентекен:
Шел пулин те, юлашки вăхăтра чăваш чĕлхи манăçа тухма пултарни пăшархантарать пире. Телевиденипе чăвашла передачăсем питĕ сахал. Чăваш çыннисем хăйсен чĕлхинчен вăтаннине те тĕл пулатпăр. Халĕ пурнăçра тĕл пулакан пĕр ситуацие пăхма сĕнетпĕр.
IX. Сценка.
1 вĕрентекен: (Пÿртре кил хуçи арăмĕ пĕчченех. Вăл апат пĕçерет. Çав вăхăтра салтак тумтирлĕ ывăлĕ килсе кĕрет.)
Ывăлĕ: Здравствуйте,матушка!
Амăшĕ: Ах, ывăлăм ( куççулĕсене шăлать) .Çитрĕн-им? Мĕн чухлĕ куççуль тăкмарăм пуль. Мухтав турра, киле илсе çитерчĕ. Çул çинчен хырăму та выçрĕ пуль. Салма яшки те ак пиçрĕ.
Ывăлĕ: Не проголодался матушка. Но надо попробовать.
Амăшĕ: Ай, ай, ачам! Мĕнле чĕлхепе калаçатăн эсĕ?
(Амăшĕ сĕтел çине сĕтлĕ салма яшки лартса парать.)
Амăшĕ: Çиех, ачам.
Ывăлĕ: Как живёте, матушка? Как здоровье?
Амăше: Çи-ха, ывăлам, çи. Сивĕнсе те кайĕ.
Ывăлĕ: Хорошо. Очень вкусно, наверное.
(Кашăкне илет те çиме пуçлать.Чĕлхине пĕçертсе ярать.)
Ывăлĕ: Эй,сан салмупа. Чĕлхене пĕçертсе ятăм!(кăшкăрать)
Амăшĕ: Ах, ывăлăм, тинех тăван чĕлхене аса илтĕн. Салма яшки те чăваш чĕлхине аса илме пулăшать иккен.
4 ача.
Чăвашсем манаççĕ чăвашла,
Тăрăшсах пуплеççĕ вырăсла.
Вырăса куçасшăн чăвашсем,
Чăвашла пĕлмеççĕ ачисем.
Чăвашла ан манăр, чăвашсем!
Чăвашлах калаçчăр ачасем.
5 ача.
«Мĕн чăваш чĕлхи!» - илтетпĕр
Хăш чухне чăвашранах.
Йĕрěнсе пăхса илетпěр
Ун йышши каçрашкана.
Ÿк те çурăл, хып та çун –
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!(8 слайд)
X. «Чăваш сăмахĕ» прозăлла сăвăпа ĕçлени.
1 вĕрентекен:
«Эпир пулнă,пур,пулатпăр», - тенĕ П.П.Хусанкай. Çеçпĕл Мишши (15.06. 1922 ç. вилнĕ – 90 çул ) те çакнах шаннă. Халĕ сирĕн умăрта вăл шанса каланă сăмахсем. Паллашар – ха вĕсемпе.(9 слайд)
Чăваш сăмахĕ.
Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ. Хĕртнĕ хурçă пек пулĕ. Вăхăт çитĕ - чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ. Чăваш чĕлхи кăвар пулĕ, хĕртнĕ хурçă пулĕ! Çеçпĕл Мишши
1.Ачасем вулаççĕ.
2.Вырăсла куçараççĕ.
Чувашское слово.
Настанет время. И чувашское слово распилит железо. Будет острым. Будет раскалённым как сталь. Настанет время – и чувашская песня послышится. Чувашский язык будет жаром, будет раскалённой сталью.
3 Ыйту çине хуравлаттарасси:
Текстри глаголсем хăш вăхăтра?
4.Глаголсене иртнĕ вăхăтра лартса текста тепĕр хут вулаттарасси.(9 слайд – по щелчку)
2 вĕрентекен: Эппин, сыхлар ăна, упрар,
Типсе хăрмашкăн парар мар.
XI. «Упрар-ха чĕлхене» юрă. (Кĕвви «Шевле» ушкăн юрлакан «Тавта пуç, учительсем, сире» юррăн)
Чăваш чĕлхи питĕ капăр,
Вĕрентет пулма вăл сапăр.
Кашни кун пĕлÿ парать пире!
Çулсеренех пуянлантăр,
Тĕлĕнтерсе савăнтартăр.
Ачасем, упрар-ха чĕлхене.(10 слайд)
Мухтаса юрă юрлар-ха,
Чун-чĕререн тав тăвар-ха, 2 хут
Манас çук ăна эп ĕмĕрне!
XII. Пěтěмлетÿ.
1.Сăвă
1)Тăван чĕлхе тасалăхне упрасчĕ
Паян чĕлхе пăтраннă вăхăтра
Пурне валли те пĕр хĕвел хăпарчĕ
Тен, тасалар кашни çак самантра.
 
2)Чăваш чĕлхи тирпейлĕхĕ çухалчĕ
Час-час янраççĕ латсăр сăмахсем.
Паян анне чĕлхийĕн сăн-сăпачĕ,
Улшăнасса шанас килет,çынсем.
 
1)Кунтах калас килет,чĕлхе пăтранчĕ,
Халь калаçаççĕ хутăш чăвашсем
Çакна пулах ман чун-хавал вăранчĕ,
Кăштах тĕксе илем сире, туссем.
 
2)Эп хирĕç мар, калаç эс вырăсла та,
Пĕлен пулсан- калаç хуть тутарла.
Чăваш чĕлхи вăл чăвашла янратăр,
Анчах мĕн-ма пуплетĕр хутăшла?
 
1) Чĕлхе илемлĕхне эсир ан манăр,
Вăл пур кашни чăвашăн чĕринче.
Ытарлă калаçма та ан вăтанар,
Сăпайлăхпа çеç тултăрччĕ чĕлхе.
 
2)Паянхи кун сире чĕнсе каласшăн,
(Вĕрентсе мар, ку - пултăр юлташла)
Кирек ăçта та пĕр-пĕрне курсассăн
Таса сăмах янратăр ЧĂВАШЛА.
2.Сăвă – чĕнÿ.(11 слайд)
1 вĕрентекен;
Пурте пĕрле ушкăнпа çак сăвва вулар.
Çутă хĕвел пек ялкăшса тăрар!
Чăваш чĕлхипе мухтанса тăрар!
Упрар тăван чĕлхемĕре!
Ăна усрар чыс – хисепре!
XIII. Киле ĕç парасси. (12 слайд)
1вĕрентекен:
Кĕçех чăваш чĕлхи кунĕ çитет. Çавăнпа та « Чăваш чĕлхи» темăпа пĕчĕк сочинени çырса килмелле. Хамар шкулти 6-мĕш класра вĕренекенсен пĕр сочиненийĕпе паллашар.Çак адрессемпе вара ярса парăпăр.
XIV. Ачасен пĕлĕвне, активлăхне хакласси.
2 вĕрентекен:
Ачасем! Эсир чăваш чĕлхипе мухтанасса, уроксенче тăрăшса ĕçлессе шанатпăр. Пурне те паян «5» паллă лартса парас кăмăл пур. Маттур,ачасем!
XV. Ачасене тав туни, сывпуллашни. (13 слайд)
1 вĕрентекен:
Сире паянхи уяв килĕшрĕ – и?
Пурне те çак уявшăн тавтапуç.
Пурин те ăнтăр пурнăç та ĕç-пуç.
2 вĕрентекен:
Сывă пулăр! Сывă пулăр!
Яланах хаваслă пулăр!
Яланах илемлĕ пулăр!
Яланах телейлĕ пулăр!
Сывă пулăр! Сывă пулăр!
 
(юрă янăрать)
Тăвансемĕр, эсир хăнара.
Эпир хамăр тăван лицейре.
Ирĕк парăр чунтан тав тума,
Вăхăт çитрĕ сиртен уйрăлма.
Эй, тăвансем, тăвансем
Мĕн каласа юрлар – ши?
Тытса тăтăр ĕмĕрех
Тăванлăх пире.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 7792, Хаçат: 3 (3), Категори: Чăваш чĕлхи

Комментарисем:

петĕр (2012-08-09 22:05:20):
Аван сценари. Презентаци те килĕшрĕ.

Людмила (2013-04-18 15:25:12):
Лайăх сценари.

Лидия Наумовна Никифорова (2017-01-13 19:58:27):
Питĕ аван сценари. Тавтапуç! Хама валли те хăш-пĕр вырансене илтĕм.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: