Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
 
Л.В.Никифорова, Г.А.Керукова, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем.
Чăваш Республики, Шупашкар хулинчи 49-мěш вăтам шкул.
 
Чăваша çутта кăларакан сумлă та чаплă педагогăн И.Я.Яковлевăн ятне Раççейре те, унăн тулашěнче те анлă пěлеççě. Йывăр та кӑсӑклӑ, пархатарлă пурнăç пурăнса ирттернě аслă Вěрентекенěмěр. Чăрмавсене çěнтерсе, ура хуракансене сире-сире, элекçěсен сăмахěсене шута илмесěр малалла талпăннă вăл. «Юрататăп чăвашсене, вěсене пěтěм чунтан ырлăх сунатăп. Чăвашсене телейлě тăвас тенисěр пуçне манăн пурнăçра урăх нимěнле тěллев те пулман. Эпě нихăçан та чапшăн, ăшă вырăншăн, пысăк укçашăн, мухтав сăмахěшěн ăшталанман. Таса чунпа çěршыв тата тăван халăх умěнче çакна калама пултаратăп - хамăн пурнăçăн чи вăй питти вăхăтне халăха çутта кăларас ěçе патăм: хам çамрăклăхри ěмěт-тěллевсене çак енěпе пурнăçа кěртрěм», - тесе çырать хăй вăхăтěнче И.Я.Яковлев.
Кăçал эпир аслă вěрентекенěмěр çуралнăранпа 173 çул çитнине паллă тăватпăр. Халăхра çапла калаççě: «Гени ěмěрте пěрре çуралать». 173 çул каялла Кăнна Кушки ялěнче чăннипех гени çуралать. Чăваш халăхěшěн И.Я.Яковлев калама çук пысăк та пархатарлă ěç тунине эпир пурте лайăх пěлетпěр. Паян манăн хамăн сăмахăмра тепěр аслă вěрентекен – И.Я.Яковлевăн ěçне тÿрремěнех малалла тăсса пыракан Г.Н.Волков академик çинчен чарăнса тăрас килет. Патриарх 80 çул тултарнă тěле чăвашра тепěр гени çуралать.. В.Сухомлинский чăвашăн космонавт кăна мар, педагог та пур тенě. Г.Н.Волковăн ěçě-хěлě те, И.Я.Яковлевăн пекех, нумай енлě. Вăл - аслă вěрентекен, писатель, ученăй, шухăшлавçă, публицист, куçаруçă, критик, академик, этнопедагог. Унăн пархатарлă ěçне паян чăвашсемпе вырăссем çеç мар, ытти нумай-нумай халăхсем пысăка хурса хаклаççě. Калмăксемпе узбексем, кăркăссемпе таджиксем, якутсемпе поляксем, нимěçсем. Чехословакире, Болгарире тата ытти чылай çěршывсенче унăн ěçě-хěлě çинчен пěлеççě, пурнăçра усă кураççě.

Çыпăçтарнă файлсем:

 

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: