Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Кириллова Эльвира Николаевна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
Тăвай районĕ, Çĕнĕ Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлў паракан вăтам шкул.
 
 
Эпĕ – чăваш. Манра чăваш юнĕ чупать. Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе. Юрататăп тăван халăхăн чĕлхине, унпа мухтанатăп, уншăн савăнатăп. Чĕлхе пире ăс-хакăл пухма пулăшать, вăл пулăшнипех эпир кăмăл-туйăма палăртатпăр.
Тăван чĕлхе такамшăн та ырă çав. Такамшăн та паха. Тăван чĕлхепе пĕр-ик кун калаçмасан та темскер çитмен пек, ăш канман пек туйăнать. Ара, паллах ĕнтĕ, тăван чĕлхепе хамăр чун-чĕрери чи вăрттăн, чи кăткăс туйăмсем çинчен те çав тери ăнланмалла, уçăмлăн каласа пама пулать…Тăван чĕлхен кашни сăмахĕ – кĕмĕл укçа пек, чăнк! чăнк! туса янăрать.
Чăваш чĕлхи – атте-анне пехилĕ, халалĕ. Халĕ те пире кулленхи пурнăçра пĕр-пĕринпе хутшăнма, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме, вĕренме, юратма, хисеплеме май парать. Чи малтан вара атте-анне чĕлхине чун-чĕререн юратмалла.
Тăван чĕлхе… Ку сăмахсене кирек кам та хăйĕн пĕтĕм юратăвне, чĕрери туйăмне пĕрле пуçтарса калать. Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: мĕнле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак икĕ сăмах!
Тăван чĕлхе – вăл тăван халăхăн нихçан та иксĕлми ăс-тăнлă çăл куçĕ. Çак çăл куçран тумламăн-тумламăн эпир мĕн ачаранпах вăй илсе ÿсетпĕр. Унта – Тăван çĕр-шывăн сенкер пĕлĕчĕ, уçă сывлăшĕ, аслати-çиçĕмĕ, хирĕ-уйĕ, улăхĕ-çаранĕ, тăвĕ-сăрчĕ. Пурнăçра ăру хыççăн ăру иртет, вĕсен пурин те ăс-пуç пуянлăхĕ чĕлхере упранса юлать. Халăх юрри-сăввисенче, юмах-халапсенче, халăх сăмахлăхĕнче этемшĕн Тăван çĕр-шыв чи хакли пулни уйрăммăнах уççăн палăрса тăрать.

Çыпăçтарнă файлсем:

 

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: