Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
"Шкулта" журнал редакцийĕ чăваш чĕлхин кунĕ тĕлне шкул ачисем валли пĕчĕк çеç конкурс ирттерме шутларĕ. Çулталăк ытла пыракан чир-чĕр яланхи пек пысăк конкурсем ирттерме чăрмав кÿрет. Çавăнпа та инçет майпа йĕркеленĕ пĕчĕк конкурс пурне те килĕшессе шанатпăр.
Ку конкурс Даниил Филимонович Филимонов ячĕпе çыхăннă. Вăл Иван Яковлевич Яковлевăн çывăх пĕлĕшĕ пулнă. Чăваша çутта кăларас, Христос тĕнне сарас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем тунă.
Конкурс ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать. Унта хутшăнакансен панă ыйтусем çине хуравламалла, пирĕн редакцине электрон майпа ярса памалла. Хуравсем айне хăвăр ăçтан пулнине, ăçта вĕреннине, кам вĕрентнине туллин çырса ярăр. Конкурса хутшăннинсене пурне те электрон сертификат паратпăр. Чи пултаруллисене тата вĕсене вĕрентекенсене хисеп хучĕсемпе чыслатпăр.
Хуравсене civhim2@yandex.ru электрон адреспа ярса парăр.
 
: 1948, Хаçат: 1 (40), Категори: Категорисĕр

Комментарисем:

Валерия Владимировна Орлова (2021-04-17 08:49:35):
10. В 1929 г., впервые среди чуваш, Епископ Даниил был возведен в сан Архиепископа и в том же году вышел в отставку по своему прошению, по состоянию здоровья

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: