Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Урок тĕсĕ: сăвва вуласа çĕнĕ технологи мелĕсемпе усă курса тишкермелли урок.
Технологисем: шырав-тĕпчев, сывлăха сыхлас, ушкăнра хутшăнса ĕçлес, критикăлла шухăшлав, информаципе коммуникаци.
Мелсемпе меслетсем: ушкăнпа ĕçлени, урок темине ачасем хăйсем палăртни; кластер, синквейн туни, пулă шăмми пуçтарни, сасă тĕсĕсен килĕшĕвне тупни, сăвă тăрăх пĕтĕмлетÿ туни; ыйтусене хуравлани.
Харкамлăх результачĕсем
1.Харпăр хăй ирĕкĕпе пĕлÿ илмелли вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ. Гражданла патриотизм туйăмĕ аталанни.
2.Вĕренÿ тĕллевĕпе тупсăм пĕлтерĕшне ăнланса илмелли ĕç-хĕлĕ. Хайлав авторĕ тата хайлав ячĕ çинчен ăнлантарни.
2.Хайлав темине, тĕп шухăшне, сюжет йĕрне тупма пулăшни; сăнарлă сăмах илемне асăрхама вĕрентни.
3.Обществăра харпăр хăйне тытмалли йĕркесем.Тăван чĕлхе илемне,янăравлăхне туйма,ăна хисеплеме, тăван халăхăмăрăн маттур çыннисемпе мăнаçланма вĕрентни.
Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем
1.Ача хăйне хăй йĕркелесе пĕлÿ илмелли вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ.
Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни, ăнлавсене хаклама, пĕтĕмлетÿсем тума пĕлни.
2.Хутшăну илмелли вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ. Ыйту лартма (кăларса тăратма) тата вĕренÿ тата килти вулав литературипе ĕçлеме хăнăхни.
3.Пур енлĕн информаци шырама пĕлмелли вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ. Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме, пĕтĕмлетÿ тума пултарни, тишкерÿре схемăсемпе, ятарлă паллăсемпе усă курма пĕлни.
Предметăн пайрăмлă результачĕсем
1.Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ. Илемлĕ текст жанрĕсен тĕсĕсене уйăрма пĕлни. Харпăр хăй шухăшне палăртни, вуласа тухнă хайлава хаклани.
2.Вĕренÿ хевти-талпăнăвĕ. Пĕлÿ, пултару, хăнăху.Сăвăллă текстпа ĕçлеме хăнăхни.
Литература теорийĕ: сăвă çаври,чĕлхе илемĕ.
Курăмлăх хатĕрĕсем: урок презентацийĕ; Интернетран илнĕ материалсем, кĕнекесем; валеçсе памалли материал, ЧР тĕрлĕ тапхăрти ялавĕсем.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор.
Словарь ĕçĕ: каçрашка, вăтăрнă, кĕççе пит, кĕлмĕç чун, катăк мар.
Урок эпиграфĕ: „Тинкеретпĕр малалла, кайрине халь куратпăр...“
■ Максимова Надежда Константиновна.
Канаш районĕ, Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкул
 
: 534, Хаçат: 1 (40), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: