Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
(«Калуга – Тула – Мускав» ( çул çÿрев урок сценарийĕ)
 
С.  В. Петрушкина
С. В. Петрушкина
Умĕн калани.
Чăваш чĕлхипе ирттерекен класс тулашĕнчи ĕçсем ачасен пултарулăхне ÿстерме, харпăр хăй тĕллĕн шухăшлама, ĕçлеме тата уроксем хыççăнхи канăва усăллă йĕркелеме пулăшаççĕ.
Класс тата класс тулашĕнчи ĕçсене ирттернĕ чухне ачасене пĕлÿ çеç мар, воспитани парассине те ялан асра тытатпăр. Вĕсем программа материалĕпе çыхăнччăр, вĕренекенсен шухăш-ĕмĕчĕсене тивĕçтерччĕр, çав ĕçсене шкулти кашни вĕренекен активлă хутшăнччăр тесе тăрăшатпăр. Уроксем, мероприятисем вĕренекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те усăллă пултăр тетпĕр.
Ачасем чăн-чăн патриотсем пулса ÿсчĕр тесе вĕренекенсене тăван халăх, Раççей культурипе тата ăс-хакăлĕпе туллин паллаштарса, ăша хывса хăварма хăнăхтаратпăр.
Пирĕн шкулта экскурси мелĕпе кăмăл-сипет тата патриотизм воспитанине парасси – чи пĕлтерĕшлĕ направленисенчен пĕри.
Кадетсемшĕн экскурси – вĕренÿпе воспитание чĕрĕ пурнăçпа çыхăнтармалли питĕ кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ мел. Экскурси материалĕсемпе вĕренÿре усă курни тишкерекен пулăмсен пĕтĕмĕшле саккунĕсене курăмлăн уçса пама пулăшать, вĕренекенсене тем те пĕлме хавхалантарать, пултарулăха хăй тĕллĕн аталантарма илĕртет. Республикăри тата çĕршыври ытти хуласене экскурсипе кайса килни-предметсен хушшинчи çыхăнăва тытса пыма пулăшакан витĕмлĕ мел пулса тăрать. Ачасем тăван тăрăха юратма, ĕç çыннисене тата ветерансене хисеплеме вĕренеççĕ, тăван вырăнсем çинчен, юнашар пурăнакан çынсем пирки ытларах пĕлсе çитĕнеççĕ. Вĕсем темĕнпе те кăсăкланма тытăнаççĕ, тĕрлĕ фактсене интересленсе тĕпчеме пуçлаççĕ, тăван халăхăн, юратнă хулан историне çеç мар, кÿршĕллĕ вырнаçнă хуласен кун-çулне те тарăннăн пĕлсе çитеççĕ.
Çак сценарире илсе кăтартнă çул çÿреве эпир класĕпе кайса килтĕмĕр. Вăл ачасен чунĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Кайран вара Çĕнтерÿ маршручĕ тăрăх эпир урок-çул çÿрев йĕркелерĕмĕр. Çакнашкал уроксене хатĕрлеме ытти вĕрентĕкенсене те сĕнесшĕн эпĕ, мĕншĕн тесен вĕсем кăсăклăн та чĕррĕн иртеççĕ, ачасене тĕллевлĕн ĕçлеме хăнăхтараççĕ, темиçе шкул дисциплине пĕр тĕвве çыхаççĕ.
■ Светлана Вячеславовна Петрушкина.
Шупашкарти В.А. Архипов милиции генерал-майорĕ ячĕллĕ кадет шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 93, Хаçат: 4 (39), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: