Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Чердакова Валентина Геннадьевна
Чердакова Валентина Геннадьевна
Тĕллевсем:
1. Ку таранччен вĕреннĕ материала аса илсе çирĕплетсе хăварасси.
2. Ачасен ăс-тăнне, кăмăл-туйăмне вăйлатасси, пултарулăхне малалла аталантарасси.
3. Чăваш юрри-ташшин илемлĕхне туйма хăнăхтарасси.
 
Кирлĕ хатĕрсем:
Компьютер, проектор, слайдсемпе презентацисем.
 
Сценарий
Ачасем чăваш тумĕсем тăхăннă, çурма çаврашка пулса вырнаçса тăнă. Учитель:
Пирěн пата паян пěрремěш ушкăнрии ачасем хăнана килнě. Эпир вěсем валли пěчěк кĕтмен парне хатěрленě. Вăл сире килěшессе шанас килет. Эпир питě тăрăшăпăр. Çак чěрěкре вěреннине аса илěпěр, хамăрăн пултарулăхпа пěр-пěрне паллаштарăпăр.
1. Хорпа сăвă вулаççě.
 
Салам, салам, юратнă шкул!
Кунта эс, тус, пит тимлĕ пул.
Калав вула, пример шутла,
выля, ташла тата юрла.
Паян эпир каллех шкулта,
Паян эпир каллех класра.
Пире учитель саламлать,
çитĕнÿсем, вăй-хал сунать.
 
2. Юрã.
Эп васкатăп кашни кун
Çутă хăтлă классене.
Çутă хăтлă классене.
Аслă пӗлÿ тӗнчине.
Савнă шкулăм, савнă шкул,
Кунта эсě савăн, кул,
Пěлÿ ил те ăслă пул,
Пурнăçран кая ан юл.
Калаçатăп чăвашла,
Чăвашла та вырăсла,
Французла, акăлчанла,
Манăн ӑслӑ пулмалла.
 
Учитель: Ачасем. Хамăр ăслă пулнине, нумай пěлÿ илнине тěрлě ěçсем туса пěр-пěрне кăтартатпăр.
 
1)Расставь слова в правильном порядке
 
Вĕренеççĕ, шкулта, ачасем.
Ятлă, Гера, эпĕ.
Виççĕмĕш, вĕренетĕп, эпĕ, класра.
Шкула, васкать, Оля.
 
2) Завершите предложения
 
Эпĕ Люба …… Манăн анне …… Эпĕ сакăр …… Дима лайăх ……. Паян çанталăк …… Тишка кишĕр …… Эпĕ пан улми ……
 
3)Собери из букв слова
УШЛК
ПНАРЕ
КНЕКĔЕ ЯКАШ
КПЕĔ
ПУНЕКА АСШИЛ КУСТАПĂ
ПААШК
 
4)НАЙДИ ЛИШНЕЕ СЛОВО
 
ТĂХĂНАТЬ, ÇИЕТ, ĔÇЛЕТ, ВУЛАТЬ, ШУТЛАÇÇĔ, ЮРЛАТЬ, ТАШЛАТЬ
 
5)НАЙДИ ПАРЫ
 
ХĔВЕЛ ПЕСНЯ
ЙĔЛТĔР СОЛНЦЕ
УРАЙ ЛЫЖИ
ЮРĂ УЛИЦА
ЮР ПИКЕ ДЕД МОРОЗ
УРАМ ПОЛ
ХĔЛ МУЧИ СНЕГУРОЧКА
 
6)ОТГАДАЙ ЗАГАДКИ
 
ВĂЛ ПЫСĂК, ЫРĂ .
УНĂН ХУТАÇ ПУР.
ХУТАÇРА ПАРНЕ НУМАЙ.
ВĂЛ ВĂРМАНТА ПУРĂНАТЬ.
ВĂЛ МĂЙĂР ЮРАТАТЬ.
УНĂН ИКĔ УРАПА.
УНПА АЧАСЕМ ЯРĂНАÇÇĔ.
 
7) РАЗДЕЛИ СЛОВА НА 2 ГРУППЫ
 
ÇĂКА, СЫСНА, КУШАК, ЮМАН, ХУРĂН, ЙЫТĂ, ВĔРЕНЕ, ĔНЕ, ЛАША, ĂВĂС, КАЧАКА, СУРĂХ, ЧĂРĂШ
 
8) Закончи слова
 
САП _ _ _ ХУ _ _ _
КАЛ _ _ _ ÇĂ _ _
ТУ _ _ _ ВĔРЕ _ _
АЛ _ _ _ ПИ _ _ _
КĔ _ _ _ Ю_ _ _
 
9)НАЙДИ В СЛОВАХ ОШИБКИ
 
КĔНЕГЕ, ХУЖАМАТ, ЭБИР, ВĔЗЕНЕ, МАШИНĂБА, УНДА, АННЕБЕ
 
3. Ачасем хорпа сăвă вулаççě.
 
КĔР ПАРНИ
Çитрĕ, çитрĕ, ылтăн кĕр-
пуян, ырă, ĕçчен хĕр.
Уçрĕ эреш арчине,
парнелерĕ пурлăхне.
Хăмăр кĕпе – юмана,
хĕрлĕ шăрçа – палана.
Çыхрĕç сарă тутăрсем
шурă пике хурăнсем.
Упа валли – пыл катки,
Чĕрĕп валли- уплюнкки.
Сарă мăйăр – пакшана,
Йĕкел вара- сыснана.
Уяв саманчĕ
Уяв саманчĕ
 
4. Юрă.
 
Ĕçчен пакша вăрманта
Сарă мăйăр пуçтарать.
Сарă мăйăр пуçтарать,
Сарă витрене хурать.
 
Ĕçчен пакша вăрманта
Шурă кăмпа пуçтарать.
Шурă кăмпа пуçтарать,
Шурă витрене хурать.
 
Ĕçчен пакша вăрманта
Хěрлě çырла пуçтарать.
Хěрлě çырла пуçтарать,
Хěрлě витрене хурать.
 
Ĕçчен мулкач пахчара
Сарă çарăк пуçтарать.
Сарă çарăк пуçтарать,
Сарă витрене хурать.
 
Ĕçчен мулкач пахчара
Хěрлě кăшман пуçтарать.
Хěрлě кăшман пуçтарать,
Хěрлě витрене хурать.
 
Ĕçчен мулкач пахчара
Симěс купăста пуçтарать.
Симěс купăста пуçтарать,
Симěс витрене хурать.
 
 
5. Сăвă:
Кайрăм тарăн шухăша,
Манăн темěн те тумалла:
Кěнеке вуламалла,
Примерсем шултамалла,
Кашăк-чашăк çумалла,
Магазина каймалла,
Унта сěт туянмалла,
Концертра юрламалла.
Унтан вара канмалла.
 
Учитель: Халě, ачасем, канмалла шÿтлě юрă юрласа илетпěр.
Ачасем çаврашкка тăрса юрлаççě.
- Камăн пур, камăн пур,
Камăн хитре кěпе пур?
- Манăн кěпе сарă тěслě,
Манăн кěпе илемлě.
- Камăн пур, камăн пур,
Камăн хитре саппун пур?
- Манăн саппун кěрен тěслě,
Манăн саппун илемлӗ.
- Камăн пур, камăн пур,
Камăн хитре брюки пур?
- Манăн брюки хура тěслě,
Манăн брюки илемлě.
- Камăн пур, камăн пур,
Камăн хитре атă пур?
- Манăн атă хěрлě тěслě,
Манăн атӑ илемлӗ.
 
6. Сăвă «Камран?»
Шăши хăрать кушакран,
Кушак хăрать йытăран,
Йытă хăрать кашкăртан,
Кашкăр хăрать упаран,
Упа, упа, утаман,
Хăрамасть вăл никамран.
7. Юрă «Мěн-ха вăл?»
Упа, упа мěн-ха вăл, мěн-ха вăл? (2 хут)
Упа, упа вăл чěр чун. (2 хут)
Ăвăс, ăвăс мěн-ха вăл, мěн-ха вăл? (2 хут)
Ăвăс, ăвăс вăл йывăç. (2 хут)
Çерçи, çерçи мěн-ха вăл, мěн-ха вăл? (2 хут)
Çерçи, çерçи вăл кайăк. (2 хут)
Саппун, саппун мěн-ха вăл, мěн-ха вăл? (2 хут)
Саппун, саппун вăл тумтир. (2 хут)
Чие, чие мěн-ха вăл, мěн-ха вăл? (2 хут)
Чие, чие вăл çырла. (2 хут)
 
Учитель: Кěркунне иртрě те хěл пуçланчě. «Юр çăвать» юрă юрлатпăр. Ачасем çаврашкка пулса тăрса тěрлě хусканусем туса юрлаççě.
8. Юрă «Юр çăвать»
Юр çăвать, юр çăвать, манăн шăллăм савăнать.(2 хут)
Ирех урама васкать, çунашкапа ярăнать.(2 хут)
Юр çăвать, юр çăвать, манăн йăмăк савăнать.(2 хут)
Ирех урама васкать, çунашкапа ярăнать.(2 хут)
9. Юрă «Çěнě Çул»
Çěнě Çул, Çěнě Çул,
Акă çитрě Çěнě Çул.
Уява эс хатěр пул,
Юрла, ташла, савăн, кул.
 
Хěл Мучи, Хěл Мучи,
Шул сухаллă Хěл Мучи.
Кил пирěнпе ташлама,
Кил пирěнпе выляма.
 
Çěнě Çул, Çěнě Çул,
Акă çитрě Çěнě Çул.
Уява эс хатěр пул,
Юрла, ташла, савăн, кул.
Юр пике, Юр пике,
Шур кěпеллě Юр пике.
Кил пирěнпе юрлама,
Кил пирěнпе выляма.
 
Çěнě Çул, Çěнě Çул,
Акă çитрě Çěнě Çул.
Уява эс хатěр пул,
Юрла, ташла, савăн, кул.
 
Учитель: Çакăнпа пирěн уяв вěçленчě. Ачасем маттур, пурте тăрăшрěç. Сире те, хăнасем кăмăла кайрě пулě. Апла пулсан эпир питě савăнатпăр. Тавтапуç пурне те.
■ Чердакова Валентина Геннадьевна.
Куславккари виççĕмĕш вăтам шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 3916, Хаçат: 2 (2), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: