Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
6-мĕш класс программи тăрăх пуплев пайĕсенчен япала ятне, паллă ятне, хисеп ятне, наречи, евĕрлев сăмахĕсем, глаголăн сăпатлă форми тата текст вĕрентме палăртнă. Асăннă пуплев пайĕсене учебникра программа ыйтнă пек ăслăлăхпа килĕшÿллĕ çутатса пама тăрăшнă.
Урокра çирĕп тĕллевсем лартни учителе вĕрентÿ ĕçне тĕрĕс йĕркелеме, кирлĕ материал суйласа илме, урок тытăмне палăртма май парать. Кăтартнă уроксем тытăмĕ тăрăх çирĕп йĕркене пăхăнса тăраççĕ (класа йĕркелени; килте тунă ĕçе тĕрĕслени; вĕренÿ ĕçне пуçăнма хавхалантарни; урок темипе ĕçлени; учебникпа ĕçлени; пĕлĕве çирĕплетни; кану саманчĕ; урока (вĕреннине) пĕтĕмлетни; ачасен ĕçне хаклани; килте тумалли ĕç). Хăш-пĕр урок материалĕ калăпăшĕпе ытларах та. Кун пек чух учитель хăйне кирлĕрех ĕçсене суйласа илме пултарать. Чылай ĕçĕн хуравне скобкăра çырса панă.
Çыру урокĕ ирттермелли текстсем сĕннĕ пулин те учительсем хăйсем тупса суйласа илме пултараççĕ. Çакна Г.Ф. Брусова хатĕрленĕ «Изложени тексчĕсен пуххи» (1997), М.Г. Даниловăпа М.З. Табакова хатĕрленĕ «Сочи-нени евĕр изложенисем» (2003), Л.Г. Петровăпа В.А. Егорова хатĕрленĕ «Диктант пуххи» (2006), Л.П. Сергеев, Г.Ф. Брусова, В.В. Павлов хатĕрленĕ «Диктант тексчĕсен пуххи» (2012) кĕнекесем пулăшĕç.
■ Петрова Людмила Германовна, Смирнова Лариса Алексеевна.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 989, Хаçат: 4 (39), Категори: Методика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: