Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Морякова Л. П.
Морякова Л. П.
 
Урок тĕсĕ: проблемăллă вĕрентÿ технологине тĕпе хурса хатĕрленĕ урок – лэпбук кăларни.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:
Права: тăван литература пурнăç тĕрлĕ енлĕн пулнине ăнланма хăнăхни;
Моральпе этика: ĕçсем пурнăçланă май чăн пурнăçри киревсĕр енĕсене курма вĕрентни; киревсĕр йăла-йĕркене хирĕç ăспа та,чунпа та, туйăмсемпе те, шухăш- кăмăлпа та кĕрешме хавхалантарни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:
Йĕркелÿ: кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; пур ĕçсене те кăмăлпа хутшăнма явăçтарни.
Хутшăну: тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа, пĕччен е иккĕн, кĕнекепе ĕçлесе информаци тупма хăнăхни.
Информаци: урок темипе çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме пĕтĕмлетÿ тума пултарни.
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:
Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ: Любовь Мартьяновăн «Ятсăр толлейбус» калаври ĕç-пулăм йĕрки, тĕп шухăшĕ. Сăнлавлă-тишкерÿллĕ проект(лэпбук) хатĕрлесси.
Вĕрентÿ хевти-талпăнăвĕ: хайлав чĕлхин уйрăмлăхĕсене уйăрса илме хăнăхни; тĕп сăнара сăнласа, ăсласа, каласа пама пулăшакан илемлĕх мелĕсене ăнлантарса пама пĕлни.
Технологисем: проблемăллă вĕрентÿ технологийĕ, ушкăнпа (пĕрле) ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, «критикăллă» шухăшлава аталантарни, сывлăха упрасси.
Словарь ĕçĕ: монолог – пĕр çын шухăшлавĕ, калаçăвĕ; ĕмĕр – 100 çул, вырăсла – век; ĕхлетсе – хаш сывлани,вырăсла-крахтеть; услап – наян ,вырăсла – лентяй; причта – ăса вĕрентекен кĕске калав.
■ Морякова Лидия Петровна.
Тăвай районĕ, Тушкил вăтам шкулĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1281, Хаçат: 4 (39), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: