Степанова С. В. |
Тĕп тĕллев: ачасене тăваткал евĕрлĕ хутран хĕвел сăнарĕн-ÿкерчĕкне ăсталама вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасене салфеткăна чăваш эрешĕпе усă курса хитрелетме вĕрентесси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен пуçаруллăхне тата пултаруллăхне аталантарасси.
Сăпарлăх тĕллевĕ: ачасене тăрăшса, ÿсĕмлĕ ĕçлеме, тĕллеве пурнăçлама вĕрентесси.
Умĕнхи ĕç: Ачасене хĕвел паллипе паллаштарса ăна ăсталасси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийě.
Малтан тунă ěçсем (ачасемпе): чăваш халăх вăййисем выляни, шут сăввисем вěренни.
Малтан тунă ěçсем (воспитатель): чăваш тĕрриссемпе салфеткăсем хатĕрлени, хĕвел çинчен презентаци хатĕрлени.
Методика мелěсем: сăвă калани, калаçу.