Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Урок тĕсĕ: виçĕ тапхăрлă урок (технология развития критического мышления).
 
Харкамлăх результачĕсем:
 
1. Вĕренĕве кăмăлпа хутшăнма явăçни.
 
2. Вĕренÿ тĕллевĕпе вĕренÿ результачĕ хушшинчи çыхăнăва палăртма пĕлни.
 
3. Мораль нормин пĕлтерĕшне социаллă пурнăçра илнĕ опытпа танлаштарса хаклама пултарни: пирӗн чыс-тивӗҫ – тылри манӑҫа тухнӑ паттӑрлӑха пӗрле тишкерни тата ӗлӗкхи историне ӗмӗрлӗхех асра хӑварни.
 
Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (пур предметпа та вĕренме кирлисем):
 
1. Харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес-тăвас туртăма аталантарни.
 
2. Информацие пĕлес тата ăнланас ĕçре хавхаланса ĕçлени.
 
3. Çĕнĕ информаципе ĕçлеме хăнăхнине аталантарни; сăлтавпа тĕллев çыхăнăвне палăртма вĕренни.
 
Предметăн пайрăм (предмета вĕреннин) результачĕсем:
 
1. Сăр тата Хусан хÿтлĕх чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн пĕлтерешне тĕшмĕртсе çак событие харпăр хай тĕллĕн хак пани.
 
2. Фронтпа тыл пĕрлĕхлĕ пулни çĕнтерĕве çывхартма пулăшнине ăнланни, манӑҫа тухнӑ паттӑрлӑха тишкерни тата çак историе ӗмӗрлӗхех асра хӑварни.
 
Предмет результачĕ: 1941-1942 çулĕсенче Чăваш Енри Сăр тата Хусан хÿтлĕх чиккисене тăвакансен хастарлӑхӗпе чăтăмлăхĕ, тӳсӗмлӗхӗпе паттăр ĕçĕсемпе паллашни, хÿтĕлех чиккине тăвакансем хăйсен умĕнчи тивĕçне пурнăçланине кăтартни; тылри манӑҫнӑ фронт кĕрешÿçисен аллинче хĕç-пăшал мар – киркăпа лум, пуртăпа пăчкă, кĕреçепе наçилкка пулнине ăса хывтарни.
 
Пулмалли результатсем: пурнăçри чăн çынсен аса илĕвĕсем урлă Чӑваш Республикинче Сăр тата Хусан хÿтлĕх чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕпе тивĕçлĕхне, чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕхне, çынлăхне хак пама пĕлнине аталантарни.
 
Технологисем: критикăллă шухăшлав аталантарас, информаципе коммуникаци, тĕпчевпе шырав, проблемӑллӑ вӗренÿ, харкамлăха аталантарас технологисем.
 
Словарь ĕçĕ: Сăр – Сура, Хусан – Казань, хÿтлĕх – оборона, чикĕ – рубеж, траншей, окоп, дзот, дот, блиндаж, çĕрпурт – землянка, 1 кубометр çĕр – 1200 - 2000 килограмм (кг). В одном килограмме земли 0,00083 - 0,0005 кубов. (1м3 сухой земли весит – 1200 кг.; глины – 1500кг.; песок – 1500-1700 кг.), 1 кубометр йывăç – 3,69 пĕрене.
 
Курăмлăх хатĕрĕсем:
 
Видеоролик-интервью „Сăр тăрăхĕнче ĕçленĕ вăхăт (аса илÿ):
Владимирова Акулина Александровна (93 çул).
Интервью авторĕ – Карина Григорьева (Чăваш Республики, Çĕмĕрле районĕ, Юманай вăтам шкулĕ);
Монтаж тăваканĕ – Светлана Сапожникова (Чăваш Республики, Çĕмĕрле районĕ, Якуртушкăнь вăтам шкулĕ).
Ертсе пыраканĕ – Албутова Надежда Михайловна Чăваш Республики, Çĕмĕрле районĕ, Якуртушкăнь вăтам шкулĕ).
 
Видео каççи:
 
 
 
: 1150, Хаçат: 3 (38), Категори: Вĕсем çĕнтерĕве çывхартнă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: