Михайлова Н. П. |
(4-мĕш класс)
Тĕллев: ачасене мăшăр сăмахсемпе паллаштарасси.
Планлакан результатсем: ушкăнпа сÿтсе явасси, темиçе ача сăмах вĕççĕн калани; шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси, ушкăнпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме хăнăхасси.
Урок юхăмĕ
1.Класа урока хатĕрлени.
2. Проблема йĕркелесси.
Доска çинче икĕ юпара сăмахсем. Пĕрремĕш юпари сăмахсене иккĕмĕш юпари сăмахсемпе çыхăнтар.