Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
 
6-мĕш класăн „Тăван литература” предмет тĕллевĕ вăл − çут çанталăкпа çын литературăн тĕп сăнарĕсем пулнине ĕнентересси. Илемлĕ литературăн ытарлă тĕнчине, унăн сăнарлăхне ăнлантма вĕрентесси. 6-мĕш класра паллашнă юратнă çыравçăсем, геройсем çынсен пурнăçне, шухăш-кăмăлне, чун-чĕрине уçса панине ăша хывтарасси.
Литература – вĕренÿ предмечĕ, унăн тытăмне вĕренсе çитни шутне
- илемлĕ литературăна вулама хутшăнтарса кулленхи вулав культурине йĕркелени;
- илемлĕ вулав культурине аталантарни;
- илемлĕ хайлавăн чĕлхипе пĕлтерĕшне ăнланни;
- харкамлă туйăма аталантарса çирĕплетни;
- сăнарлă шухăшлава аталантарни;
- илемлĕ текста вуласа тухса ăсласа илме, чун витĕр кăларса сăмахпа каласа хаклама пултарни кĕрет.
Федераллă патшалăх вĕренÿ стандарчĕ 6-мĕш класра çак хăнăхусене йĕркелесе аталантарма палăртнă:
- хайлавăн темипе тĕп шухăшне палăртма пĕлни;
- вуланине каласа пама е мĕн хыççăн мĕн пулнине йĕркипе каласа пама пултарни;
- хайлаври литература сăнарĕсене хак пани, танлаштаруллă хаклама пĕлни, сăнар ушкăнĕсене хаклани;
- çыравçă пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхне тупни тата ăна илемлĕх енчен уйăрса илме хăнăхни;
- тĕп сăнарпа ытти сăнарсене характеристика пани.
Программӑна алла илмелли предмет результачӗсене планланӑ чухне пĕлÿ, пултару, хӑнӑху компетенцисене йӗркелес ӗҫ тӗрлӗ шайра пулса иртмелле. Тăван литература вӗрентӗвӗн предмет кӑтартӑвӗсене хакланӑ чухне вулав культурине йӗркелемелле. Кунта пурĕ виçĕ шай: пĕрремĕш шай − 5-6 классем, иккĕмĕш шай − 7-8 классем, виççĕмĕш шай − 9 класс („Примерная основная образовательная программа основного общего образования“. Одобрена решением федерального учебно-методического объединения по общему образованию от 08.04.2015, протокол №1/15; в редакции протокола № 1/20 от 04.02.2020).
I-мĕш шай (5-6 классем) илемлĕ литературăна айванла-реализмла "чӑн пурнӑҫри" пек ăнланнинче (пĕрремĕш ăнлану). 5-6-мĕш класс ачасем хайлавăн тĕп шухăшне ăнланмаççĕ, текста мĕнле вулаççĕ çавăн пек йышăнаççĕ. Хайлавăн илемлĕ тĕнчине вĕсем „чăн пурнăçри“ пек йышăнаççĕ. Ҫакӑн пек кӑмӑл-туйӑмпа хавхаланса вулани тӗплӗн те тарӑннӑн вуламалли никӗс хывать, анчах илемлĕхе ăнланни (эстетика) енчен илсен, ҫителӗклӗ мар-ха. Литература вăл – сăмах исскустви пулнине ăнланма пулашмалла. „Кунта нихçан пулман, пулма пултарайман е чăн пурнăçри ĕçсем тĕл пулаççĕ – пулăмсем, çынсем çинчен çырни, геройсен кăмăл-туйăмне, шухăш-ĕмĕтне вăйлатса кăтартни, шутласа каларни“ тесе ăнлантарать „Литература – пурнăç тĕкерĕ“ пай.
Ку шайри шкул ачисем илемлĕ литература хайлавĕсен содержанине ăсласа тата çырса панă чух «Мĕн? Кам? Ӑҫта? Хӑҫан? Мӗнле?“ типлă ыйтусем çине çеç хуравлама пултараççĕ. Каласа панă чух хайлаври ĕç-хĕлпе сăнарсем ҫинчен хăйсен кӑмӑл-туйӑмĕпе кĕскен палӑртса калаççĕ е асăнса тухаççĕ. Пӗтӗмлетӳсем тума пултарни вӑйсӑр палӑрать.
5-6-мĕш класс ачин пĕлÿпе пултару, хăнăхăвне диагностика тума (тĕрĕслесе палăртма) май паракан ӗҫ-хӗлӗн тӗп тӗсӗсем шутне çаксем кĕреççĕ: акцентлă пӗлтерӗшлĕ вулав, вуланине тата хайлав содержанин элеменчĕсене инструкципе палӑртнӑ алгоритмпа усӑ курса каласа е çырса пани, ыйтусем çине хуравлани, вӗсем ҫине хурав памалли тытӑма йӗркелени, ыйтупа хурав тытăмĕн системине ăсласа илни (ăсра тата çырса) кĕрет. Диагностика заданийӗсем шутне çакăн пек ĕçсем кĕреççĕ: илемлĕ хайлавăн уйрăм сыпăкне илемлĕ вулăр; хайлаври хăш ĕç (событи) тĕпре тăрать? хайлаври ĕçсем хăш событи тавра пулса иртеççĕ? хайлаври ĕçсем ăçта хăçан пулса иртеççĕ? сирĕн ума хайлаври (калаври, повеçри, пьесари) тĕп герой мĕнле сăнлă тухса тăрать? тĕп сăнар сăмахĕсене ăнлантарса парăр? Эсир мĕнле ăнланатăр? вуланă хайлавсенчи сире тĕлĕнтернĕ, савăнтарнă, кăмăла çĕклентернĕ вырăнсене палăртăр, асăнса тухăр; вĕрентекен лартнă ∕ вĕренÿ кĕнекинче панă ыйту çине хуравлăр. Диагностика заданийĕсем (тестсем) çак ыйтусенчен тăмалла: уçса парăр, тупса палăртăр, ăнлантарăр, йышăнăр, палăртăр, кăтартса парăр; вырнаçтарăр, кĕртсе лартăр; уйăрăр, уйăрса хурăр, палăртăр; тупăр, тавçăрса илĕр, ăнкарса илĕр; класа тухăр, асăнса тухăр, ятран калăр. Уйрăмлăхсем тупма, пайăр ыйтусене пăлăртма вĕрентмелле.
Çавăнпа та 6-мĕш класăн „Тăван литература“ вĕренÿпе вулав кĕнеки тăрăх хатĕрленĕ тĕрĕслев-хаклав тесчĕсем ФГОС задачисемпе тĕллевĕсене те электрон формăллă учебниксен тытăмĕн мелĕсене пурнăçлама май параççĕ. 6-мĕш класăн „Тăван литература“ вĕренÿпе вулав кĕнекинче пурĕ 10 тема.
„Тĕрĕсле-хаклав тата тренажер ĕçĕсем: 6-мĕш класс“ методика сĕнĕвĕнче 5 тема валли хатĕрленĕ тĕрĕсле-хаклав тата тренажер ĕçĕсем панă. Ку ĕçсене „Тăван литература“ вĕренÿпе вулав кĕнеки тăрăх хатĕрленĕ электрон формăллă учебник валли çырнă. Çакăн йышши ĕçсем ЭФУпа ĕçлеме вĕренмелли хатĕрленÿ мелĕ пуласса шанас килет.
Вӗренӗве модернизацилени паян электронлӑ ҫыхӑнупа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӗренӳ ӗҫ-хӗлне йӗркелес ӗҫ питӗ хӑвӑрт аталанса пырать. Паянхи вӗренӳ процесне электронлӑ формӑсемпе (ЭФУ) йӗркелес тата вӗсене ӗҫе кӗртес енӗпе хастарлӑ ӗҫ пырать. Электронлă формаллă учебниксем хатĕрлесси информаци хутлӑхӗн тӗп компоненчӗсенчен пӗри тата çӗнӗ ӑрури ФГОС требованисене пурнӑҫламалли тӗп инструментсенчен пӗри.
Учебникӑн электронлӑ форми учителе май килнӗ тарăн уроксене хатӗрлес тата ирттерес ӗҫе технологилле йĕркелеме пулӑшать. Практикăра тӗрӗслевпе хаклав ресурсĕсем ачасене информацие алла илме, вӗренӳ процесне кăсăклă тума, харкам ĕçĕн майĕсемпе ăнăçлă усă курма май парать.
Электронлӑ вӗрентӳ формин тӗп идейи ачасене информацие хӑйсем тӗллӗн шырама, суйласа илме тата интерпретацилеме майсем туса парассинче.
Электронлӑ формăллă учебник пӗлĕве тӗрӗслеме пилӗк вариантлă тестсем ыйтать. Çак типлă ĕçсем тренажер режимӗнче те, тӗрӗслев режимĕнче те пулмалла.
Тренажерти тата тӗрӗслев-хаклав ĕçĕсене тĕрлĕ енлĕ (вариантлă) хатĕрленĕ. Тĕрĕслев-хаклав „контороль“ сăмаха пĕлтерет. Тренажер пĕлтерĕшĕнче хăнăхтару е хăнăху (тренировка) сăмах хывăннă. Тестсен тĕсĕсем:
1. Списокри вариантсене суйласа илни (Выбор вариантов из списка). Ҫак типлă ыйтура темиҫе тӗрлӗ хуравран тĕрĕс варианта суйласа илмелли ыйту.
2. Шайлашу (тивӗҫлӗх) (Соответствие). Икĕ юпана вырнаçтарнă ыйтусен шайлашăвне тупмалла. Хуравсен тивĕçлĕхне шырамалла.
3. Тӗрӗс йӗркепе (Упорядочивание). Çак вӑчӑрари элементсене вырнаҫтармалла. Пĕр пек пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе предложенисене терĕс йĕркелемелле.
4. Сиктерсе хăварнă элементсем (Заполнение пропусков). Панă списокри элементсемпе сиктерсе хăварнă вырăна тултармалла.
5. Кирлĕ сăмахсене суйласа илни (Ввод значения). Пушă вырăна хурав çырни.
6. Сиктерсе хăварна сăмаха çырмалла (Ввод значения). Е предложение вĕçлемелле.
 
: 1223, Хаçат: 2 (37), Категори: Методика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: