Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Чир-чĕр сарăлнă вăхăт "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" видеоконкурса та сăтăр туса хăварчĕ курăнать. Нумайăшĕ ĕçсене юлашки кунсене хăварнине пула хатĕр материалсене ÿкерсе ĕлкĕреймен (паянхи куна почта ешчĕкне 142 ĕç килнĕ). Пурте пĕр ыйтупа çыраççĕ-шăнкăравлаççĕ конкурса йĕркелекенсем патне — конкурс вĕçленес куна каярах хăварма çук-ши? Конкурсăн тĕп йĕркелÿçисемпе канашланнă хыççăн çакăн пирки пĕлтеретпĕр.
Конкурса юпа (октябрь) уйăхĕн 31-мĕшĕ таран тăсатпăр. Конкурса хутшăнакансем çуллахи вăхăтра —лагерьсем пынă чухне, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан — кĕркунне урамра та ирĕклĕн ÿкерме пултараççĕ. Шкул программине кĕрекен çыравçăсен произведенийĕсенче те ĕçсем ытларах çу кунĕсенче пулса иртеççĕ. Çавăнпа та инсценировкăсене урамра ÿкерни питĕ аван пулмалла. Вĕсем кино евĕрлĕ пулĕç.
Чыслава ака уйăхĕн 17-мĕшĕнчен чÿк уйăхне куçаратпăр.
Килнĕ ĕçсене Шкул ТВ каналта вырнаçтарăпăр.
 
: 1175, Хаçат: 1 (36), Категори: Категорисĕр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: