Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Тазетдинова  Г. Ш.
Тазетдинова Г. Ш.
Тазетдинова З. Ш.
Тазетдинова З. Ш.
 
Вĕрентекенĕн ачасен пĕлÿ шайне ÿстерес, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăмне, пултарулăх шайне малалла аталантарас тесе ĕçлеме тивет. Çак тĕллевсене пурнăçлама йăлана кĕмен уроксем пулăшаççĕ. Вĕрентекенсем йăлана кĕмен уроксене ачасен вĕренес кăмăлне çĕклес, вĕсен активлăхне ÿстерес тесе усă кураççĕ. Вĕсем вĕренекенсен умне йывăрлăх кăларса тăратса шырав çулĕ çине илсе тухаççĕ. Ку ĕç вĕренÿ процесĕпе ытларах интереслентерсе ярать, ачасен кăсăкланăвĕ те, тимлĕхĕ те ÿсет.
Йăлана кĕмен уроксем вĕренÿ ĕçĕнче активлă усă куракан формăсенчен пĕри. Самана улшăннă май йăлана кĕмен уроксен тĕсĕсем те йышланса, çĕнелсе пыраççĕ. Тутар чĕлхи вĕрентекенĕсем ытларах çак формăсемпе усă курнине палăртаççĕ: ăмăрту, зачет, викторина , диспут, лекци , экскурсси , вăйă, пĕрлештернĕ, КВН, «çавра сĕтел», конференци, пĕр-пĕрне вĕрентмелли, брифинг, çул çÿрев, турнир, спектакль, аукцион , видео, вернисаж урокĕсем, музейри урок, проект урокĕ тата ыттисем те.
Йăлана кĕмен уроксене педагогикăн çĕнĕ технологийĕсем çине тайăнса ирттерни ĕçĕн пахалăхне, тухăçлăхне чылай çÿллĕ шая çĕклеме май парать. Юлашки çулсенче вĕрентекенсем информаципе коммуникаци технологийĕпе анлă усă кураççĕ. Информаципе коммуникаци технологине тĕпе хурса видео-урок, проект, экскурсси, çул çÿрев, музейри (театрти, кураври), вăйă урокĕсем ирттерме пулать. Йăлана кĕмен уроксенче çак технологипе усă курни кашни вĕренекенĕн ĕç хăвăртлăхне, активлăхне, информаципе коммуникаци компетентноçне ÿстерме май парать, вĕренÿ процесне тухăçлă, интереслĕ йĕркелеме пулăшать. Электрон пособийĕсемпе мультимедиа презентацийĕсем пурри вара вĕрентекенсен ĕçне çăмăллатать. Пултаруллă вĕрентекенсем тăрăшнипе электрон пособийĕсен йышĕ ÿссех, çĕнелсех пырать. Вĕсем йăлана кĕмен уроксене тата интереслĕрех, туллирех тума пулăшаççĕ. Хамăн ĕçре эпĕ çакăн йышши уроксен тĕрлĕ формипе усă курма тăрăшатăп.
Тутарла хатĕрленĕ видеосюжетсем, фильмсем вĕренекенсене пулса иртекен лару-тăрупа кăсăклантарса яраççĕ, вĕсен ĕç мĕн пирки пынине пĕлес кăмăлĕ ÿссе пырать. Видео-уроксенче фильм е видеосюжет тăрăх тĕрлĕ ĕçсем хатĕрлеме пулать. Сăмахран, тĕп героя сăнлакан предложенисене суйласа илесси, фильм тĕп темине уçса паракан ваттисен сăмахĕсем тупса палăртасси, пĕр-пĕр геройран интервью илесси, геройсен хăш-пĕр репликисене куçарасси тата ыттисем те. Ку ĕçсем шаблонлă ирттерекен уроксенчен чылай уйрăлса тăраççĕ, çавăнпа та вĕренекенсене ытларах килĕшеççĕ.
Видео-урок хатĕрленĕ чухне вĕрентекенсем интернетпа та усă курма тăрăшаççĕ. Хăш-пĕр телепередачăсене, тутарла спектакльсен пайĕсене, çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсене интернетра телевидени архивĕнче тупса уроксем хатĕрлеççĕ. Çак передачăсен фрагменчĕсем урока чĕрĕллĕх кĕртсе ачасене çĕнĕлĕхпе илĕртеççĕ.
Информаципе коммуникаци технологийĕпе усă курса çул çÿрев урокĕ ирттерни вĕренÿ ĕçне тухăçлăрах тума май парать. Çул çÿрев урокĕсене пĕр-пĕр темăна вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ирттермелле. Ку уроксенче ачасем тĕрлĕ çĕрте пулса кураççĕ, шухăшласа кăларнă хуласенче, утравсенче кăсăклă ĕçсем пурнăçласа вĕреннине пĕтĕмлетсе, çирĕплетсе хăвараççĕ. Хамăн ĕçре эпĕ темиçе çул çÿрев урокĕ те ирттертĕм. 6-мĕш класра «Глаголсен çĕршывĕнче» урок хатĕрлерĕм. Ку урокра япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетсе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр. «Туслă йыш» çул çÿрев урокĕнче «тĕнче уçлăхне» çитсе глаголсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетрĕмĕр. Çул çÿрев урокĕсенче тутарсен сумлă çыннисем çинчен вĕреннине çирĕплетрĕмĕр. Çакăн йышши уроксем ачасен кăмăлне вĕренÿ енне çавăрма, тавра курăмне анлăлатма пулăшаççĕ, ачасем пĕр-пĕрне итлеме, ăнланма, килĕштерсе ĕçлеме вĕренеççĕ.
Йăлана кĕмен уроксен тепĕр тĕсĕ - музейри урок. Шупашкар,Хусан хулисенче музейсем сахал мар, пур класпа та кашни музеях çитсе курма майĕ те çук. Ун пек чух шăпах вĕренекенсене виртуаллă экскурсие илсе кайма пулать. Ачасем класран тухмасăр музейри куравсемпе паллашаççĕ. Вĕрентекенсем «виртуаллă курава» мультимедиа презентацийĕсемпе усă курса ирттереççĕ. Çак уроксем вăхăта перекетлеме май параççĕ, воспитани тата патриотизм тĕллевĕсене аталантарма пулăшаççĕ.
Ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарас, вĕсен пултараслăхне аталантарас тĕллевпе проект урокĕсем ирттеретĕп. Проект урокĕсене пĕр-пĕр модуле вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ирттерме пулать. Проектсем ĕçĕн результатне кура тĕрлĕрен пулаççĕ: тĕпчев, пултарулăх, вăйă, информациллĕ, тишкерÿ проекчĕсем. Проектсене тĕрлĕ формăпа хÿтĕлеме пулать: ачасем буклет, хаçат, коллаж е спектакль, буктрейлер хатĕрлеççĕ. Ку вĕренекенсен пултарулăхĕнчен килет. Темĕнле пулсан та кашни ачах ĕç результачĕшĕн тăрăшать, хавхаланса ĕçлет, пĕр-пĕрне пулăшма вĕренет. Çак уроксенче вĕрентекен ачасене хăйсене кăмăла каякан ĕç суйласа илме ирĕк парать, кашни ачан пултарулăхне уçса пама тăрăшать. Сăмахран, эпĕ 9-мĕш класс вĕренекенĕсемпе «Манĕн çемье» проект урокĕ ирттертĕм. Проектăн результачĕ видеоролик пулса тăчĕ.
Тутар чĕлхи урокĕсене ытти предметсемпе пĕрлештерсе вĕрентни паянхи куна илсен йăлана кĕмен урок тĕсĕ. Вĕрентекенсем тутар чĕлхи урокĕсене вырăс, чăваш чĕлхи, географи, КРК, музыка, ИЗО, технологи урокĕсемпе пĕрлештерсе ирттереççĕ. Пĕрлештернĕ уроксем валли вĕрентÿ материалне пĕлсе суйламалла. Урок тытăмĕ уçăмлă, çыхăнуллă пулмалла, кашни тапхăрĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăмалла. Çакăн йышши ĕç вăхăта перекетлеме пулăшать, халличчен усă курман мелсемпе йĕркеленĕ урок ачасен ывăннине сирсе яма май парать. Сăмахран, тутар чĕлхи урокĕсене чăваш чĕлхипе танлаштарса, вĕсен пĕрпеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсене палăртса, сăмахсен пĕлтерĕшĕсене сăнаттарса, лексикăпа грамматика хăйнеевĕрлĕхне шута илсе ĕçлеме пулать. Географипе пĕрлештернĕ урокра картăпа усă курса хуласемпе çĕр-шывсене, утравсемпе çурутравсене, тинĕссемпе юхан шывсене туптарма, вĕсене мĕнле çырмаллине сăнаттарма пулать. Тутар чĕлхи урокĕсене информатикăпа пĕрлештерни хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Компьютер умне ларса тĕрлĕ кăсăклă ĕçсем туса ирттерни урока интереслĕ йĕркелеме май парать. Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме компьютерпа тест ирттерме пулать. Хисеп ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетсе ачасем информатика вĕрентекенĕ пулăшнипе EXCEL программăра таблица тата диаграмма тума вĕренеççĕ. Ку йышши уроксем кашни ачана аталанма условисем туса параççĕ, ачасен вĕренес кăмăлне çĕклеççĕ.
Вĕрентекенсем йăлана кĕмен уроксен тепĕр тĕсĕпе – вăйă урокĕпе усă курса вĕренÿ пахалăхĕпе тухăçлăхне ÿстереççĕ. Вăйă урокĕсем ачасен шухăшлавне çивĕчлетеççĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Ачасен хастарлăхĕ те самаях ÿсет. Вăйăсене ачасен ÿсĕмне, пĕлÿ шайне шута илсе йĕркелемелле. Кĕçĕнрех классемшĕн ушкăнпа вылямаллисем юрăхлă, аслăрах классенчи вĕренекенсем ытларах ăмăртусене килĕштереççĕ. Юлашки çулсенче вĕрентекенсем телевăйăсене урокра йĕркелесе ирттерме тăрăшаççĕ. Ытларах «Асамлă кустăрма», «Пирĕн вăйă», «Мĕн? Ăçта? Хăçан?», «Вăйсăр звено», «Кам миллионер пуласшăн?», «Форд Боярд», «Брейн-ринг», «Çăлтăрлă сехет» телевăйăсен йĕркипе хатĕрленĕ уроксене курма пулать. Ачасем çак уроксене хапăл тусах йышăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне илес тесе пĕтĕм вăйран тупăшаççĕ. Унсăр пуçне вăйăсенче вĕренекен умри йывăрлăхсене çĕнтерме, кирлĕ чухне хăйне чаруллă тытма, юлташĕсене пулăшма хăнăхать. Эпĕ те хамăн ĕçре вăйă урокĕсем ирттерме тăрăшатăп. Ку уроксенче вĕренекенсем палăртнă ĕçе хăвăртрах пурнăçлас, ыйтăва маларах хуравлас тесе тăрăшрĕç.
Вĕрентекенсен тарăн та çирĕп пĕлÿ панипе çеç çырлахмалла мар, вĕренекенсене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме, тарăнăн шухăшлама, малашнехи пурнăçра, ĕçре хăйсен вырăнне тупма пулăшмалла. Çак тĕллевсене пурнăçлама шăпах йăлана кĕмен уроксем пулăшаççĕ. Асăннă уроксене ирттернĕ чухне кашни вĕрентекенĕн харпăр тавçăрулăхне, творчествăлла шухăшлавне тĕпе хурса ĕçлемелле. Кунта хатĕр модельсем çук. Йăлана кĕмен уроксемпе вырăнлă усă курни ачасен вĕренес кăмăлне, ĕçĕн пахалăхне чылай çÿллĕ шая çĕклеме май парать. Çак уроксем ачасен пĕлÿ шайне шута илсен, педагогикăн çĕнĕ технологийĕсене усă курса ĕçлесен тин ăнăçлă пулаççĕ.
■ Тазетдинова Зелфиря Шейхулловна, Тазетдинова Гульнара Шейдулловна.
Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми вăтам шкулĕ
 
: 376, Хаçат: 1 (36), Категори: Педагогика ыйтăвĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: