Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
"Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: инсценировка" видеоконкурс пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче вĕçленет.
Конкурса хутшăнакансен чăваш писателĕсен шкул е ача сачĕн вĕренÿ программине кĕнĕ прозин сыпăкĕ тăрăх инсценировка лартмалла, видео ÿкерсе конкурса ярса памалла. Инсценировкăна сцена çинче лартма та, кино пек ÿкерме те юрать.
Чыслама ÿсĕмсем тăрăх пилĕк ушкăн палăртнă, çавăн пекех чи лайăх актерпа актрисăна, режиссерпа оператора, сценаристпа пултаруллă коллектива уйрăм палăртма шутлаççĕ.
Конкурса йĕркелекенсем: Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ, Чăваш халăх сайчĕ, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки, Чăваш Республикин театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕ, Чăваш Республикин кинематографисчĕсен пĕрлешĕвĕ.
Жюри членĕсем хушшинче — педагогсем, культурăпа театр, кино, радиопа телевидени, хаçат-журналпа интернетри пичет хатĕрĕсен, библиотека системин ĕçченĕсем.
Республика тулашĕнче видеоконкурс çинчен Пушкăртри "Урал сасси", Тутарти "Сувар", Чĕмпĕр тăрăхĕнчи "Канаш" хаçатсем пĕлтерсе тăрĕç.
Конкурса ĕçсем киле пуçланă ĕнтĕ. Пурне те конкурса активлăн хутшăнма йыхравлатпăр.
 
: 1182, Хаçат: 1 (36), Категори: Категорисĕр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: