![]() |
Филиппова Н. К. |
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ
Урок форми: экскурси урок
Сапăрлăх тĕллевĕ: пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнахтарасси; ачасен тавçăрулăхĕпе ăнкарулăхне аталантарасси; ĕçе юратса тума вĕрентесси; ачасене пĕр-пĕринпе туслă пулма, пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: «Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем» пайра мĕн вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетсе хăварасси.
Аталантару тĕллевĕ: морфологи правилисемпе пуплевре,(калаçура, çырура) тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, ачасен пуплев культурине тата логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирĕплетесси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ачасен калаçăвĕ, ыйту-хурав, пĕтĕмлетÿсем туни, ĕçе хаклани, таблицăна тултарни, кластер туни.
Пуплеве аталантармалли хăнăхусем: карточкăсем.
Урока йĕркелесе янă тапхăр: ачасене çепĕç пуплев саманчĕпе тата ребус шутлаттарса урок теми патне илсе çитерни.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: проектор, экран, карточкăсем, маршрут хучĕ, валеçÿ хатĕрĕсем.