Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Ҫут çанталӑкӑн хӑйěн вӑхачě: çу иртсессěн кěр çитет, кěр хыççӑн-шартлама хěл, хĕл хыҫҫăн -ҫуркунне. Кĕҫех хěллепе çуркунне тавлашма пуҫлаҫҫĕ, вӑй виçеççě. Кěрěкпе сӑхман тěл пулаççě. Ҫак вӑхӑтра чӑвашсем çӑварни уявне ирттернě.
Ҫӑварни тени тепěр майлӑ «çу эрни», «хěле ӑсатни, çуркуннене кěтни» тенине пĕлтерет.
Ҫӑварни çурхи кун тӑршшě çěрпе танлашнӑ чухне пуçланать.
Яш-кěрěм, хěр-упраç çěнě çул иртсенех çӑварние хатěрленме тытӑнать. Хěрсем çӑварни чупма çěнě тум-тир хатĕрленě. Каччисем лашисене сěлě çитерсе мӑнтӑрлатнӑ, çунисене янтӑланӑ. Ҫӑварние çěнě юрӑпа-ташӑпа хавассӑн кěтсе илнě. Юррисем те ку уявăн катаччи ҫинчен, ҫу юхтарса тăракан картлă-картлă икерчĕ ҫинчен. Ĕлĕкренех ҫапла пулнă. Ҫăварни ҫитет тесенех, ача-пăча ту еннеле туртăннă. Унта та кунта «Ҫăварни!Ҫăварни!» тесе кăшкăрни янăранă. Ту пулмасан, ушкăнпа юр купавласа тавайкки тунă, пĕр енне улăмран кĕлетке-«ҫăварни карчăкĕ туса лартнă.
Ҫӑварни! Ҫӑварни!
Ҫӑварни çитрě, çу çитрě!
Картлӑ-картлӑ пашалу,
Вун ик çытар, пěр тӳшек.
Хурӑн тӑрри-хултӑрчи,
Йӑмра тӑрри-йӑмпӑлти,
Чӑрӑш тӑрри-чӑмпӑлти.
Тӑхтасамӑр, тӑхлачăм,
Тунти хӑти килет, тет,
Хуп кĕперне çитнĕ, тет,
Вун ик вĕçле пушшипе
Хыптарать те çунтарать.
Чӑваш çӑварни кунне çуллӑ икерчĕ ҫитернĕ, унсăрăн чăхсем ҫăмарта тумаҫҫĕ, хур-кăвакал пусма лармасть тенĕ. Пурте икерчĕ пĕҫереҫҫĕ, кирек кам патне пырсан та пĕрер алтăр сăра параҫҫĕ.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1410, Хаçат: 1 (36), Категори: Чăваш культури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: