Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
И. А. Васильева
И. А. Васильева
 
Урок тĕсĕ: хайлав текстне тишкермелли хутăш урок
Технологисем: шырав-тĕпчев, сывлăха сыхлас, критикăлла шухăшлав, ушкăнра хутшăнса ĕçлес, информаципе коммуникаци, ытти предметпа çыхăнтарни
Мелсемпе меслетсем: пĕтĕм класпа ĕçлени; ушкăнпа ĕçлени, урок темине ачасем хăйсем палăртни; сценка лартни; кластер, синквейн туни, текст тăрăх пĕтĕмлетÿ туни; ыйтусене хуравлани; вырăс литературинчи калавпа танлащтарни, суйлавлă килти ĕç.
Урокри системăллă ĕçсем: илемлĕ вулав, план туни
Харкамлăх результачĕсем
1.Харпăр хăй ирĕкĕпе пĕлÿ илмелли вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ. Чăваш çĕр-шывĕнчи тăван тавралăхри чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕке юратма вĕренни, гражданла патриотизм туйăмĕ аталанни.
2. Вĕренÿ тĕллевĕпе тупсăм пĕлтерĕшне ăнланса илмелли ĕç-хĕлĕ. Çут çанталăка, кайăксемпе чĕр чунсен пурнăçне упрама, кашни çын ĕçне хисеплеме тăрăшни
3.Обществăра харпăр хăйне тытмалли йĕркесем. Чĕр чунсем çут çанталăкăн пĕр пайĕ тата пурнăç çыхăнăвĕн пĕр сыпăкĕ пулнине ăнланни. Ачасенче ăшă, çепĕç, таса туйăмсене аталанма чĕр чунсем пулăшни.
Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем
1.Ача хăйне хăй йĕркелесе пĕлÿ илмелли вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ. Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни, ăнлавсене хаклама, пĕтĕмлетÿсем тума пĕлни.
2.Хутшăну илмелли вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ. Ыйту лартма (кăларса тăратма) тата вĕренÿ тата килти вулав литературипе ĕçлеме хăнăхни
3.Пур енлĕн информаци шырама пĕлмелли вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ. Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме, пĕтĕмлетÿ тума пултарни, тишкерÿре схемăсемпе, ятарлă паллăсемпе усă курма пĕлни.
Предметăн пайрăмлă результачĕсем
1.Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ. Илемлĕ текст жанрĕсен тĕсĕсене уйăрма пĕлни. Харпăр хăй шухăшне палăртни, вуласа тухнă хайлава хаклани
2.Вĕренÿ хевти-талпăнăвĕ. Пĕлÿ, пултару, хăнăху. Сăвăллă текст планне тума хăнăхни. Текст тĕсĕсем (калав, сăнлав, уйлав) çинчен аса илни
Литература теорийĕ: сăвă çаври
Курăмлăх хатĕрĕсем: урок презентацийĕ; Интернетран илнĕ материалсем, кĕнекесем; валеçсе памалли материал (таблицăсем), „Белый гусь” калав сыпăкĕ
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор,
Урок эпиграфĕ: Çут çанталăка упрасси – кашни çын тивĕçĕ. Каларăш
Ытти предметсемпе çыхăнни: вырăс литератури, биологи.
■ Васильева Ирина Альбертовна.
Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хуракасси вăтам шкулĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 189, Хаçат: 4 (35), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: