Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
(5-6-мĕш классем валли)
 
Иванова Надежда Григорьевна
Иванова Надежда Григорьевна
Паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри – Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕ вăя кĕнĕ тапхăрта чăваш чӗлхипе литературине вĕрентессине вĕрентÿпе методика енчен тивĕҫтересси.
Шкулти литература вĕрентĕвĕнче икĕ ăнлава асра тытмалла тет В.П. Станьял. Пĕри: литература − ÿнер (искусство) тĕсĕ, тепри вĕрентÿ хатĕрĕ (предмет: дисциплина) пулни. Вĕсем пĕр виçере: пĕр шайра тăмаççĕ. Шкул программи нихçан та ни уйрăм нацин, ни тĕнче литературин пĕтĕм пурлăхне ытамласа илме пултараймасть.
«Тăван литература» предмечĕ вăл − вĕренÿн мĕн пур результачĕсене пурнăçлама май паракан предмет. Илемлĕ литература хайлавне вуласа тишкернĕ чух ачана мĕн хыççăн мĕн тăвассине чухлама вĕрентмелли, çав ĕçе мĕншĕн тунин сăлтавĕсемпе тĕллевĕсене палăртма пĕлмелли ĕçсемпе ăслайсене вĕрентмелле. Вĕсем шутне çаксем кĕреççĕ: литературăн тĕп паллисене уйăрма; вĕсем хушшинчи системăллă çыхăнусене ăнланма вĕрентни; диалектика шухăшлавне аталантарма никĕс хывни; литература хайлавĕсене чунтан юратса, ăспа ăнланса йышăнма хавхалантарни; литературăн тĕп паллисене уйăрма, вĕсем хушшинчи ситемăллă çыхăнусене ăнланма вĕрентни; курăмлă-сăнарлă шухăшлавпа логикăлла шухăшлава малалла аталантарни; пĕлÿ илмелли задачăсене тĕрлĕ майпа татса парассипе кăсăклантарни, çак ĕçре пуçаруллă пулма хавхалантарни; пĕлÿ шырас ĕçе тĕллевлĕн, план тăрăх туса пыма хăнăхтарни.
■ Надежда Григорьевна Иванова.
этнокультура вĕренĕвĕ кафедра доценчĕ,
Чăваш республикин вĕренÿ институчĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1555, Хаçат: 4 (35), Категори: Методика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: