Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Константинова И. Г.
Константинова И. Г.
Кускова Л. А.
Кускова Л. А.
 
Тĕллевĕсем: ачасем хĕллехи кайăксем çинчен пĕлнине пĕтĕмлетни тата пуянлатни; ачасен кайăксене пулăшас туртăмне çуратасси; ыйтусем çине хуравлама вĕрентесси; тимлĕхпе ас тăвăма çивĕчлетесси; çутçанталăка юратма вĕрентесси.
Заняти юхăмĕ:
Кайăксем нумай пĕлетĕп,
Çуркунне те, кĕркунне те,
Çуллапа хĕл кунĕнче те
Вĕсене куллен кĕтетĕп.
 
Эсир итлĕр халь мана
Тимлĕн, васкамасăр,
Сăмаха ăша хывмасăр
Эс ăнланмăн кайăка.
 
 
Мĕн çинчен калаçăпăр паян сирĕнпе?
Тĕрĕс. Кайăксем çинчен. Çĕр çинче темле кайăк та пур — лĕпĕш пек пĕчĕккинчен пуçласа çынран та пысăкраххи таранах.
— Эсир мĕнле кайăксем пĕлетĕр?
— Кĕркунне кайăксем мĕн тăваççĕ? (Кăнтăралла вĕçсе каяççĕ.)
— Вĕсене мĕнле кайăксем теççĕ? (Хĕл каçма кăнтăра каяканнисем.)
— Пур кайăк та кăнтăра вĕçсе каять-и? (Пурте мар.)
Хĕш-пăр кайăксем ăшă çĕре вĕçсе каймаççĕ, хĕл каçма пирĕн тăрăхрах юлаççĕ.
— Вĕсене мĕнле кайăксем теççĕ? (Хĕллехи кайăксем.)
Атьăр, халĕ сирĕнпе хĕллехи кайăксемпе паллашатпăр. Вĕсемпе эпир тупмалли юмахсем урлă паллашăпăр.
1. Хĕрлĕ çеçĕ пĕсехе
Юратать пилеш çиме. (Уйăп)
 
2. Эпĕ хура пулатăп,
Çуркуннене пуçлатăп. (Курак)
 
3. Ула кайăк чак-чак-чак,
Ун юрри те çав анчах! (Чакак)
 
4. Сарă-сарă пĕсехе
Пăхкалать чÿречерен. (Кăсăя)
 
5. Так-так-так та так-так-так
Йывăçа таккать ялан. (Улатакка)
 
6. Чăлт та чалт çеç сиккелет,
Пур çĕре те ĕлкĕрет,
Кил картинче хуçа пек
Чăхсемпе çÿрекелет. (Çерçи)
 
Ачасем, сирĕн шутпа кайăксене хĕл каçма çăмăл-и? Мĕнпе тăранса пурăнаççĕ-ши вĕсем хĕлле?
Кайăксемшĕн хĕл кунĕсенче сивĕрен ытла апат çителĕксĕрри хăрушă.
— Мĕн çисе пурнаççĕ-ха кайăксем хĕлле?
Кайăксем сивĕсенчен хăрасах каймаççĕ, темле сивĕ çанталăкра та хăйсене тăранмалăх апат тупаççĕ. Вĕсем йывăç çуркамĕсенче, хупписем айĕнче, çурт таврашĕнче пытаннă хурт-кăпшанкăпа апатланаççĕ, ÿсен-тăран çырлисемпе тата вăррисемпе тăранаççĕ.
 
Хĕллехи çил-тăман вăхăтĕнче, юр пĕр вĕçсĕр çунă тата шартлама сивĕ тăнă чухне кайăксене уйрăмах йывăр килет. Хăшĕсем вилеççĕ те. Çавăнпа та вĕсем пирĕн пата пулăшу ыйтса килеççĕ. Пирĕн, паллах, вĕсене хĕл каçма пулăшмалла.
— Мĕнпе пулăшма пултаратпăр-ха эпир пирĕн çунатлă туссене?
Эпир хĕллехи кайăксем валли сырăшсем туса, унта тĕрлĕ апат хурса парса пулăшма пултаратпăр. Кайăксем сысна саллине, çăкăр тĕпренчĕкне, хĕвел çаврăнăш вăррине, тĕрлĕ кĕрпе юратса çиеççĕ.
 
 
Сырăш
 
Çулла илем кӳретчĕ урама
Çурт умĕнчи ем-ешĕл хурама.
Халь витĕнчĕ вăл шурă мамăкпа:
«Епле илемлĕ!» — тĕлĕнет аппа.
 
Кунта пасар тăваççĕ кайăксем —
Çерçисемпе хитре кăсăясем.
Эп сырăш çакрăм хурама çине,
Ялан хуратăп ирсерен çиме.
 
Тĕпренчĕкпе сап-сар вир пĕрчине
Сăхаççĕ кайăксем çине-çине,
Куллен хăналанаççĕ... Кур, сăна;
Чĕвĕлтетеççĕ:
«Тавтапуç сана!»
(Яков Рогачев)
 
Хĕлле
 
Урама тухсан анне:
«Килчĕ, — терĕ, — ак хĕлле».
Савăнса тăратăп.
Таврана сăнатăп.
Çитрĕç акă уйăпсем —
Пирĕн кĕтнĕ хăнасем.
Туратсем çине ларса
Чевĕлтетрĕç тăрăшса.
Килĕр халĕ, тусăмсем,
Килĕр, пилеш çийĕрсем,
Илем кӳрĕр таврана
Хăврăн хитре тумăрпа.
 
Надежда Обручкова
 
Çирĕплетме вăйă вылятпăр. Сырăш çине хĕллехи кайăксене лартмалла.
 
 
 
■ Кускова Лариса Анатольевна, Константинова Ирина Григорьевна.
Çĕрпÿри шкул-интернат воспитателĕсем.
 
: 1252, Хаçат: 4 (35), Категори: Класс тулашĕнчи ĕç

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: