Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Ача аталаннă май 2-3 çул тĕлне нумай ĕçе хăнăхать, хăйĕн еккине кăтартма тытăнать. Çакна вара нумай амăшĕ йывăррăн йышăнать, мĕншĕн çапла пулнине ăнланмасть.
3 çулта ача хăйне ыттисенчен уйăрма пуçлать, хăй уйрăм çын пулнине ăнланма тытăнать. Çав вăхăтрах инкек пуласран хăрамасть, хăрушлăха ăнланмасть. Ача амăшĕнчен хăпса хăй тĕллĕн мĕн те пулин тума хăтланать, час-часах ку пăтăрмахпа вĕçленет. Çавăнпа та çак вăхăта ачан виççĕри кризисĕ теме йышăннă.
Мĕнпе палăрать-ха çак кризис?
1. Ача мĕн ыйтнине юриех тумасть е урăх мĕн те пулин туса хурать.
2. Кирек мĕне те çине тăрса хăй пек тăвасшăн. Ăна мĕн те пулин килĕшменни сĕнни е вăл ыйтнă пек туманни кÿрентерет.
3. Ачан пĕтĕмпех тĕрĕслесе пăхас килет, çав вăхăтрах вăйĕ те, пултарулăхĕ те сахал-ха.
4. Ашшĕ-амăшĕпе час-часах "хирĕçет" е вĕсене макăрса "хăратать", вĕсене хăй шутланă пек тутарасшăн.
Ку кризис пирки ашшă-амăшĕн мĕн пĕлмелле?
- Ача пирки кутăн е иртĕхсе кайнă тесе ан шутлăр. Ку тĕрĕс мар. Ача аталанать - ку йывăрлăхсем ÿсĕм паллисем çеç. Çавăнпа та пĕтĕмпех йывăра ан илĕр.
- Ача ÿстерме чăтăмлăх кирлĕ, вара сире те, ачашĕн та лайăх пулĕ.
- Кирек мĕнле кризиса та аталанма ан парăр, хирĕçтăрăва якатма, ирттерсе яма тăрăшăр. Нумай чухне çине тăни йывăрлатать кăна.
- Пĕтĕм пăтăрмаха вăййа куçрма тăрăшăр. Калăпăр, "кушак санран хăвăртрах сĕт ĕçеймест пуль" тени, тен, ытларах пулăшĕ сире ачана апат çитерме.
- Çакна асра тытма тăрăшăр: ача сире итлемесĕр мĕн те пулин туса хуни вăл "япăх ача" пулнине кăтартмасть. Ача аталанать - унăн пĕтĕмпех хăйĕн туса пăхас килет.
- Ачана хăртса тем-тепĕр каласа пĕтерни те кирлĕ мар япала. Малтанлăха ачапа пĕрле унăн йăнăшĕсене тÿрлетнине нимĕн те çитмест.
Ача - телей. Кун пирки кирек епле йывăр вăхăтра та манма юрамасть. Чăтăмлăх кăна сире йĕркеллĕ те мал ĕмĕтлĕ çын ÿстерме май парĕ.
■ Егорова Ирина Анатольевна.
Çĕрпÿ районĕ, Михайловкăри тĕп шкул, ача панчин воспитателĕ
 
: 1156, Хаçат: 3 (34), Категори: Воспитани ыйтăвĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: