Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Виноградов Юрий Михайлович
Виноградов Юрий Михайлович
 
Чěлхепе пуплеве пěр-пěринчен уйăрасси ăслăлăхшăн кăна мар, практикăшăн та пěлтерěшлě, мěншěн тесен шкулта ачасене тěрěс калаçма тата çырма вěрентмелле. Куна тумашкăн чěлхен тытăмне пěлмелле. Ку пěлÿ текст тума кирлě. Текст темине, тěп шухăшне тата тытăмне ачасем кěçěн классенчех пěлеççě. 4-мěш класс пěтернě çěре шкул ачи хăй тěллěн каласа е çырса пама пултармалла. Текстăн темăпа рема черетленсе пынинчен тата шухăшлав манерěнчен килекен тěсěсене тата стилěсене ачасем аслă классенче уйăрма хăнăхаççě, ку е вăл пахалăха тивěçтерекен текстсем тума пултараççě.
Текст çырнă май микротемăсене килěшÿллě вырнаçтарса, предложение умри предложенипе шухăш тăрăх çыхăнтарса пынисěр пуçне ачасем çырăва орфографипе пунктуаци, пуплев тата грамматика енчен те тěрěс тума тивěç. Çырăвăн логикăлăхě шухăш çыхăнăвěнче, сăмахсемпе пěлтерěшне кура вырăнлă усă курнинче çеç мар, орфографипе пунктуацире тата грамматикăра та палăрмалла – хирěçÿсěр, йăнăшсăр пулмалла. Орфографипе пунктуаци енчен ансат тата пуплевпе грамматика енчен тěрěс йěркеленě çыру чěлхе тытăмне, ун хатěрěсене уçăмлă ăнланнинчен килет.
■ Виноградов Юрий Михайлович.
филолологи ăслăлăхěн к-чě, Чăваш Енěн Вěренÿ тата çамрăксен политики министерствин СХПП (КӲ) «Чăваш Республикин вěренÿ институчě» БВУ реги

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1206, Хаçат: 3 (34), Категори: Орфографи ыйтăвĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: