Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Минаева Л. П.
Минаева Л. П.
 
Предметăн пулас результачĕсем.
Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕсем виçě енлĕ пулмалла: харкамлăх результачĕсем (шкул ачи хайĕншĕн тунисем). Пур предмета та вĕренме кирлисем, тăван чĕлхепе хăйĕнпе кăна çыхăннă результатсем.
 
Харкамлăх (личностные) результачĕсем:
1) тăван чĕлхе чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулнине, Чăваш Республикинче вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи пулнине ăнланни; тăван чĕлхепе ÿлĕмрен кулленхи пурнăçра, суйласа илнĕ профессире усă курма пултарни;
2) чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаçланни; чăваш пуплевĕн нормисене наци культурин пуянлăхĕ шайне лартса сыхласси кашни чăвашшăн пысăк тивĕç тесе йышăнни; пуплеве куллен-кун аталантарма тăрăшни;
3) шухăшпа туйăма палăртма усă куракан сăмахсем, грамматика хатĕрĕсем пуплевре йышлă пулни; ача хăй пуплевне (калаçнине те, çырнине те) сăнаса тивĕçлĕ хак пама пултарни.
 
Пур предмета та (метапредметные) вĕренме кирлĕ результатсем:
1) пуплевĕн мĕн пур тĕсĕпе усă курни:
•сăмахпа каласа е çырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни;
•вулавăн тĕрлĕ мелĕпе усă курни;
• тĕрлĕ çĕртен (хаçат-журналтан, Интернетран, радиопа телевиденирен т.ыт.те) килекен материал çине таянса информаци пухма пултарни;
•ку е вăл темăпа çыхăннă материала вуласа е илтсе тупма, ăна пухса, тишкерсе, кирлине суйласа илме пултарни; пухнă информацие сыхлама, улăштарма тата кирлĕ çĕре çитерме пултарни (информаци çăл куçĕ хаçат-журнал, тĕрлĕрен техника хатĕрĕ пулма пултарать);
• пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренÿ ĕçĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни, ĕç результатне каласа е çырса хаклама пултарни;
•шухăша сăмах вĕççĕн е çырса ирĕклĕ те тĕрĕс уçса пама пултарни;
•тантăшсем умĕнче пĕчĕк е пысăкрах доклад тума хăнăху пурри;
2) вĕренÿре илнĕ тĕрлĕ пĕлÿпе, нумай-нумай хăнăхупа яланхи пурнăçра усă курни; тăван чĕлхене вĕренсе пухнă пĕлÿпе тата хăнăхупа ытти предметсене (тăван мар чĕлхесене, литературăна т.ыт.те) вĕренме усă курни;
3) калаçнă май, пĕр-пĕр ĕç тунă чух е мĕнле те пулин тавлашуллă ыйтăва сÿтсе явнă чух çынсемпе тĕрлĕ çыхăнăва кĕме хăнăху пурри; пĕр-пĕр йĕркепе иртекен хутшăнура е яланхи калаçура наци культуринче çирĕпленнĕ пуплев нормисене пăхăнни.
■ Минаева Лариса Петровна.
Канаш районĕ, Энтриял вăтам шкулĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1260, Хаçат: 2 (33), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: