(Литературăпа юрă-кĕвĕ композицийĕ.)
Иванова А. В. |
Тăршшĕпех ачасем калаçаççĕ
«Тăван чĕлхе» юрра итлени (сăвви Александр Савельев-Сасăн, кĕвви Михаил Луковăн, юрлаканĕ Михаил Луков)
«Кала, юлташ, мĕн хаклă саншăн
Хальхи пуян çак тĕнчере?» -
Тесе ыйтсан сывламăп ассăн.
Эп калăп пат: «Тăван чĕлхе!»
Чăваш чĕлхи!
Унпа чĕвĕлтететĕп эпĕ
Кăшт ураланнă ачапа,
Кун-çул пирки хĕрсех пуплетĕп
Хура-шур курнă ватăпа.
Атте-анне чĕлхи! Çеç ĕмĕр!
Эп сансăр – хăрăк тунката:
Чĕлхе пулсассăн та – чĕлхесĕр,
Эп суккăр – куç пулсассăн та. (А. Савельев-Сас)
1-мĕш ача: Тăван чĕлхем! Чăваш чĕлхи! Мĕнле çепĕççĕн янăратăн эсĕ! Мĕн тăвăп эпĕ сансăр, мĕнле юрлăп? Маншăн эсĕ – хĕвел, пурăнас кунăм, сывлăшăм, ирĕкĕм. Маншăн эсĕ – анне чысĕ, тăван халăх чысĕ, юратнă чĕлхем, тăван чĕлхем!